Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Тӗлӗнмелле пек те, анчах Канаш районӗнчи Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тӑнлавран пӗрре янклаттарса янипе пуҫ мимине чӗтретме пултарнӑ. Ахаль-махаль ҫыннӑнне те мар, йӗрке хуралҫине. Тата урамри пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар — шалти ӗҫсен пайӗнче. Вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав.

Каччӑна йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗр ҫӳренӗшӗн тытса чарнӑ-мӗн. Протокол ҫырма тесе хӑйсемпе пӗрле лартса кайнӑ. Полици ҫуртне ҫитсен каччӑ чӑрсӑрланнӑ — пакунлисенчен пӗрне тӑнлавран пӗрех туртса панӑ. Лешӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла шар курнӑ. Шур халатлисем сурана сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.

Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑ качча пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние икӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Енчен те эсир Андроидлӑ смартфонпа усӑ куратӑр пулсан — сире валли ҫӗнӗ хыпар пур. Нумай пулмасть чӑвашла-вырӑсла словарӗн 3.0 версийӗ тухнӑ. Унта 25 пин ытла сӑмах кӗрет. Ӑна ӑсталакансенчен пӗр — Александр Андреев ҫамрӑк.

Ҫӗнӗлӗхсен йышӗнче сӑмахсене ҫӑмӑлтарах тупма май туса панине тата пирӗн электронлӑ сӑмахсар пулӑшнипе (унта Чӑваш халӑх сайчӗсӗр пуҫне «Хавал» пӗрлӗх те хутшанать) сӑмах пуххине тӳрлетнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех малашне вӑл приложени экрана айӑккӑн тытсан та чиперех ӗҫлемелле.

Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла сӑмах пуххине хӑвӑр смартфонӑр ҫине тӳлевсӗрех уҫласа илсе лартма пултаратӑр. Паянхи кун тӗлне статистика тӑрӑх ӑна тӗрлӗ ҫын пин ытла хут хӑйне валли лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1708.html
 

Афиша Константин Горбатовӑн «Хӗллехи пейзажӗ»
Константин Горбатовӑн «Хӗллехи пейзажӗ»

Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче 10.30 сехетре Наци библиотекинчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра «Тӑван ҫӗр пейзажӗсем» курав уҫӑлать.

Кӑҫал хушма пӗлӳ паракан учрежденисен ӳнер преподавателӗсен III республика курав конкурсне 58 ҫын хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Канаш, Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчНарӑсӑн 28-мӗшӗнче 10:30 сехетре Наци вулавӑшӗнче «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра «Тӑван ҫӗр пейзажӗсем» курав уҫӑлать.

Кӑҫал хушма пӗлӳ паракан учрежденисен ӳнер преподавателӗсен III республика курав конкурсне 58 ҫын хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Канаш, Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи ӳнер шкулӗсенчен.

РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Виктор Бритвин, Мари Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Валерий Чеботкин, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Андрей Антохин экспертсем пулнӑ. Наци вулавӑшӗнче Экспертсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта 116 ӗҫрен чи лайӑххисене суйланӑ.

Пейзаж живопиҫӗ — сӑнав ӳнерӗнчи чи лирикӑллӑ, туйӑмлӑ жанр. Ӳнерҫӗ куравҫӑ курма пултарайман илеме уҫса кӑтартать.

Малалла...

 

Республикӑра

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пепке сахал ҫуралнӑран ача пахчисем хупӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх еннелле улшӑнма тытӑнчӗ. Ара, ача ҫуратакансене тӳре-шара пулӑшать. Ав иккӗмӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 100 пин тенкӗ памалла турӗ. Вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ те тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ.

Темиҫе ҫул каялла ача пахчисенче черет темӗн тӑршшехчӗ. Тӳре-шара ҫак пӑтӑрмаха пӗтермешкӗн тӗллев лартнӑччӗ. Ӗҫ ӑнӑҫса пырать. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ача пахчисенче 4 501 вырӑн йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 84,5% — Шупашкарта. Кӑҫал кӑна республикӑра 762 вырӑн хатӗрленӗ. Пирӗн республика ача пахчисенче вырӑн хатӗрлес тӗлӗшпе Раҫҫейри регионсен хушшинче — тӑваттӑмӗш.

— 3 ҫултан аслӑрах ачасен черечӗ пӗтнӗ. Халӗ хамӑр ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла, — тенӗ Алексей Ладыков.

Шупашкарта патшалӑх-харпӑр патрнерство хастар аталанать. Шупашкар хула хыснинчен харпӑр ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли субсиди уйӑраҫҫӗ. Кунашкал документа пӗрремӗш хут йышӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ.

Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑрлач уйӑхӗнче шартлама сивӗ самаях пулчӗ. Ун чухне республикӑра шӑнса вилнисем пулчӗҫ, ӳте тӑм илнипе больницӑна лекнисем йышланчӗҫ. Иртнӗ эренере ҫанталӑк питех сивӗ пулмарӗ-ха, анчах шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем пур.

Шупашкарта пӗр эрнере тӑватӑ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен виҫӗ тӗслӗхӗнче эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн инкек сиксе тухнӑ. Кун пирки хулари пӗрлехи диспетчер службинчен пӗлтернӗ. Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре Хевеш урамӗнче икӗ ҫамрӑк каччӑ виллине тупнӑ. Пӗри — 20-ре, тепри 25 ҫулта пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шӑнса вилнӗ. Вӗсен 25 ҫулти юлташне больницӑна ӑсатнӑ. Ҫав кунах ҫӗрле Миттов бульварӗнче 53 ҫулти арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл та шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Халӗ 56-ри хӗрарӑм мӗн сӑлтавпа пурнӑҫран уйрӑлнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Унӑн ӳтне нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи суту-илӳ комплексӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗм оргнизмӗ шӑннӑран вилнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче «Чӑн-чӑн паттӑрсем — 2014» шоу-программа иртнӗ.

Унта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене ҫӳрекен 11 арҫын ача хутшӑннӑ. Конкурс тӑватӑ пайран тӑнӑ. Пӗрремӗшӗнче пӗчӗкскерсем хӑйсем тата хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ, чун киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Пӑхаттир вӑйӗ» тата «Тутлӑскер» конкурсра та пӗчӗк каччӑсем маттур пулнӑ. «Килти ӗҫ» тенинче ачасене пултарулӑха кӑтарттарнӑ. «Чӑн-чӑн пӑхаттир» ята Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Артем Хвостов тивӗҫнӗ. Ыттисене те кӳрентерес темен — номинант ятпа хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (16)

 

Спорт Чи ҫӳллӗ вырнаҫнӑ теннис корчӗ (Пурш-эл-Арап)
Чи ҫӳллӗ вырнаҫнӑ теннис корчӗ (Пурш-эл-Арап)

Ӗнер, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе спорт шкулне тата ухӑпа перес енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулне Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 9а ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курма ирӗк парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Пухӑннисем вӑй-хал культурин тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта — 27-мӗш шкул патӗнче — тӑвассишӗн сасӑланӑ.

— Малтан хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта теннис корчӗсем (теннисла вылямалли лапамсем) тӑвӗҫ. Унта вӑй-хал культурипе тата спортпа кӑсӑкланакан ҫамрӑксем вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ, — ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти Мускав район администрацийӗн пресс-службинче.

Халӗ проекта хатӗрлеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн пордрядчике палӑртӗҫ.

— Лапам ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртес, хитрелетес ыйтӑва аукцион пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн татса парӗҫ, — тенӗ спорт шкулӗн элчелӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/69167
 

Вӗренӳ

СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр.

Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази).

Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ.

 

Афиша

Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ой, икерчӗ, манӑн икерчӗ!» конкурс ирттерме шутланӑ. Вӑл ӗнертен пуҫласа нарӑсӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.

Тупӑшӑва йӗркелени ытахальтен мар ӗнтӗ — ӗнертен (чӑваш йӑлипе Аслӑ Ҫӑварни нарӑсӑн 20-мӗшӗнчех пуҫланса-ха та...) Ҫӑварни эрни пуҫланчӗ-ҫке. Конкурса хулари суту-илӳ, обществӑлла апатлану предприятийӗсене тата усламҫӑсене хутшӑнтараҫҫӗ. Конкурсҫӑсен ӗҫне, икерчине, вунӑ тӗрлӗ номинаципе палӑртӗҫ. Хаклавсен шутне тата ӳстерме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3434, 3435, 3436, 3437, 3438, 3439, 3440, 3441, 3442, 3443, [3444], 3445, 3446, 3447, 3448, 3449, 3450, 3451, 3452, 3453, 3454, ... 3914
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 11

1868
157
Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ.
1918
107
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ.
1920
105
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...