Анчах ал парса антарма мар, парӑма шыраса илме. Ҫак уйӑхра темиҫе хутчен ҫапла тунӑ та вӗсем. Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ пуйӑсран анакансене (анчах пурне те мар, парӑмлисене) вӗсем парӑм пирки аса илтернӗ, тӳлевпе татӑлма сӗннӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен те, хӑшӗсем вырӑнтах тӳлесе татаҫҫӗ, теприсене суд приставӗсен уйрӑмне илсе кайма тивни те пулать-мӗн. Парӑма татма ҫумра укҫа ҫук-тӑк пурлӑха аретслеҫҫӗ. Суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-служби вара парӑма татассине тӑсса ямалла маррине аса илтернӗ май, парӑмлисене ҫула кайма та тытса чарма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Халӗ унта та кунта фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче ӗҫлесе кайни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Паян Елчӗк районӗнчи Тип Тимешре уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ҫитнӗ. Модульлӗ ҫӗнӗ ФАПсем Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫиччӗ пулмалла тесе эпир хыпраланӑччӗ-ха, Елчӗкре вара улттӑ уҫма тесе палӑртнӑ иккен. «Фельдшерпа акушер пунктне уҫасса эпир питӗ кӗтнӗччӗ. Халӗ питӗ савӑнтӑм», — тенӗ иккен вырӑнти фельдшер Елена Григорьева. Ку тухтӑр ҫурчӗ Тип Тимеш тата Анатри Тимеш ял ҫыннисене пӑхса тӑмалла. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Андрей Тимофеев Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Toyota Camry» урапапа ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ. Калинин тата Гагарин урамсене пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха — машинӑсем вара кӑштах чӗрмеленнӗ. Министр ҫумӗпе ҫыхӑннӑ ҫак инкек пирки Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин тата Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Харпӑрхӑй хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Инкек вырӑнне вӑл хӑй тӗллӗн пӑрахса кайнӑ, инкеке лекнӗ тепӗр машина водителӗпе кӑнттам калаҫнӑ, административлӑ ӗҫе пуҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, ӗҫ транспорчӗпе усӑ курнӑ текен факт ҫирӗпленмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ инкеке лекнӗ тепӗр урапан водителӗпе ҫепӗҫ калаҫманшӑн унӑн тыткаларӑшне републикӑн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫ дисциплини тата професси этики енӗпе ӗҫлекен коллегийӗнче пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пушкӑрт Республикинчи Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче нумаях пулмасть обществӑлла ҫӗнӗ организаци йӗркеленнӗ. «Пушкӑртстан Республикинчи Стерлитамак хулин чӑваш наципе культура автономийӗ» ят панӑскерӗн тӗллевӗ шутне культурӑна упрассине тата аталантарассине кӗртнӗ, ҫутӗҫ тата культура учрежденийӗсем йӗркелессине кӗртнӗ. Общество организацине Федор Кузьмин ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулса Геннадий Тимофеев (Челпир) тӑрӑшӗ. Автономи чӑвашла теле- тата радиокӑларӑмсем йӗркелеме палӑртать. Культурӑпа массӑллӑ информацисем ирттерессипе те ҫине тӑрӗ. Килӗштерсе ӗҫлес ыйтусемпе тата сӗнӳсемпе Стерлӗ хулинчи Днепроски урамри 7-мӗш ҫуртра выранаҫнӑ 1-мӗш офиса пыма ыйтаҫҫӗ. Вырсарникун автономи канать иккен. Телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 8-917-042-41-99 е 8-917-481-26-55. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӗнер, ҫурлан 28-мӗшӗнче, 11:14 сехетре М-7 «Мускав-Ӗпхӳ» ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрвар ялӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Икӗ ҫӑмӑл урапа — вӗсенчен пӗри ҫул-йӗр хушсӑрлӑхне упраса пыракан патшалӑх инспекцийӗн ӗҫ урапи — пӗр-пӗринпе хытах ҫапӑннӑ. Тухнӑ пӑтӑрмах ҫул-йӗр хурал службин икӗ ӗҫченӗн тата «Жигули» маркӑллӑ урапан рулӗ умӗнче ларакан арҫын пурнӑҫне татнӑ. Республикӑри СКР йӗрлев управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх паянхи кун тухнӑ инкекӗн сӑлтавӗсене тӗпчеҫҫӗ, йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне йӗрлев ӗҫченӗсем пӑтӑрмах тухнӑ вырӑна тӗплӗн тишкереҫҫӗ, медицина экспертизине ирттермӗ палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Виҫӗ ҫул хушшинче республикӑра 100 фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма палӑртнӑ. Етӗрне районӗнче кӑна модульлӗ 7 фельдшерпа акушер пункчӗ тумалла. Вӗсенчен пӗри Уйкас Асламас ялӗнче пулать. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тухтӑр ҫуртне хӑпартма пурӗ 1 миллион та 700 пин тенкӗ тухса кайнӑ. Тӑкакӑн пысӑк пайне республика хӑй ҫине илнӗ, инженери сечӗсене тума муниципалитет уйӑрнӑ. ФАПа уҫма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, тухтӑр ҫуртне хакланӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗ икӗ ялти 350 ҫынна пӑхса тӑрӗ. Чирлисене участокри врач кӑна мар, ансӑр специалистсем те йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫурта тӗплӗн юсама ӳлӗмрен хӑйсен хыснинчен тӳлеме пуҫласси пирки чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Ун пек саккун ҫӗршывӗпех вӑйра пулӗ. Ӑна Чӑвашра та нумаях пулмасть йышӑннӑччӗ. Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫынсен хӑш-пӗр категорине ҫӑмӑллӑх парасси пирки саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӗплӗн юсассин тӳлевӗпе ҫур хак таран ҫӑмӑллӑх пама сӗнет. Ҫак йыша ведомство Чернобыльти инкеке сирме тата ытти ҫавӑн йышши инкеке пӗтерме хутшӑннисене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне «ветерансемпе сусӑрсенчен хӑшӗ-пӗрисене» тесе ӑнлантарнӑ саккун проекчӗ пирки. Ҫӑмӑллӑха Раҫҫей хысни шучӗпе саплаштарма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сайтри ӳкерчӗксенчен пӗри Чӑваш тӗнчи тетелӗнче тепӗр ҫӗнӗ сайт йӗркеленнӗ иккен — ятне те ӑна «Телей» панӑ. Teley.webnode.ru адреспа вырнаҫнӑ сайтра тӗрлӗ ӳкерчӗксем вырнаҫнӑ. Ахальлисем мар паллах — чӑваш сӑмахӗсемпе илемлетнисем. Сайтӑн пуҫламӑш страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх эсир унта хӑвсамӑра килӗшекен ӳкерчӗксем тупма пултаратӑр, вӗсене халӑх тетелӗнче юлташӑрсене ярса пама май пур. Темисем те сайтра анлӑ: юрату, ваттисен сӑмахӗсем, саламсем, сӑвӑ йӗркисем. Сайт ҫӗнелсе тӑни те савӑнтарать. Ак ҫак кунсенче кӑна ҫӗнӗ пайсем йӗркеленчӗҫ: тумсем, юрӑсем, анимацисем, флеш-открыткӑсем. Ҫитес кунсенче ҫак сайт пӗлӳ кунӗпе саламлакан ӳкерчӗксемпе пуянланасса шанас килет — «уяв» пайра курӑнмарӗҫ-ха. Йӗркелекене те ӑнӑҫу сунатпӑр — чӑвашла сайтсен йышӗ ӳссе пыни пур чӑваша та савӑнтармалли хыпар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Тӗрлӗ усал-тӗсӗлтен хӑрамалла мар, этемрен хӑрамалла», — текен каларӑш халӑхра ҫӳрет пулин те, ҫапах ҫын усал тӑвассинчен кӑна хӑраса тӑмала мар, килти выльӑхран та асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫакна вара Ҫӗмӗрлере пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫирӗплетнӗ. Паян, ҫурлан 27-мӗшӗнче ирхи 5:40 сехетсенче Ҫӗмӗрле хулинче пӗр хӗрарӑма качака тапӑннӑ пулнӑ. Ҫав вӑхтра вӑй-хал культурин тата сывлӑх ҫирӗплетӗвӗн комплексӗ ҫумӗпе хурал урапи иртсе пынӑ. Полицейскисем пулӑшу ыйтакан хӗрарӑма — выльӑхран тарса вӑл сак ҫинех хӑпарса тӑнӑ иккен — пулашма васканӑ. Полици ӗҫченӗсем качакана хӑвалама тыпратнӑ, анчах лешӗ усалскер лекнӗ пулать — мӑйракипе енчен енне сулса йӗрке хуралҫисене хӑмсарнӑ. Малалли инкекрен хӑтӑлас тесе ҫул-йӗр хурал службин инспекторӗ табель пӑшалӗнчен виҫӗ хутчен пенӗ — качакана кӑшт кӑна амантнӑ пулать. Ку лару-тӑрура хӗрарӑм самай хӑранӑ иккен, юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑран полици ӗҫченӗсем ӑна валли тухтӑрсене чӗннӗ. Усал качака камӑн пулнине каярахпа тӗпчесе пӗлнӗ иккен. Килти выльӑха хула ҫынни Ҫӗмӗрлене гастрольпа килнӗ зоолунопарка яланлӑха панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗрисем сиплӗ курӑксем ӳтересшӗн ҫӳреҫҫӗ, теприсем вара хыт хура ӳснипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫырлахаканнисем вара Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн тӳрӗ-шарисем. Хыт хура курӑкӗн ытамне лекнӗ хула ҫыннисем администрацийӗ ӳсекен амакран хӑтӑлтарма пӗрре мар тархасласа ыйтнӑ, «Грани» хаҫат та ҫак ыйтӑва утӑн 13-мӗшӗнчи 73-vӗi номерте ҫутатса панӑ. Анчах та ыйтни кӑлӑха пулнӑ. Халӑхӑн ӳпкевyt хаҫатра пичетленӗрен вара хыт хура ӳссе, амаланса тӑршiӗпе ҫынна хуса ҫитнӗ пулас. Ку ҫеҫ те мар, хула центрӗнчен килсене таврӑнакансен асфальт хӑминчен йӗркеленнӗ такӑр мар ҫул тӑрӑх утмалла. Каҫхи вӑхӑтра сукмак тӑрӑх утма питӗ хӗн, мӗншӗн тесен ҫутӑ юписем тахҫанах электричество хунарӗсемсӗр тӑрса юлнӑ. Хӗвел урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра пурӑнакансем каласа панӑ тӑрӑх юрӑхсӑрланнӑ сукмах тӑрӑх кунсерен ҫӗршӗр ҫын иртет. Ҫавӑнпа та тӳрӗ-шара хула халӑхӗн ӳпкевне шута хуманни кулянтарать. «Тен, муниципаллӑ влаҫсем Атӑлҫи федраллӑ округӗ шайӗнчи чи ҫӳллӗ хыт хурана ӳтерессипе рекорд лартасшӑн ҫунаҫҫӗ?» — ыйту лартать «Грани» хаҫат корреспонденчӗ. Сӑлтавӗ ҫакӑнта пулсан вара хула влаҫне ӑнланма пулӗччӗ, халӗ вара вӗсен тыткалӑшне «явапсӑрлӑх» сӑмахпа ҫеҫ ӑнлантарма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |