Хулара
![]() «Чӑваш Республикин РТПЦ» РТРС уйрӑмӗ раштавӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарта цифрӑллӑ телекурава хута янӑ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев шайӗнче ӗҫлет. Ӑна DVB-T2 стандартри 46 ТВК (670–678 МГц) канал ҫинче тытма пулать. Паянхи куна пӗрремӗш мультиплексӑн каналӗсемпе кӑна тивӗҫтереҫҫӗ-ха. Телекурава цифрӑлла парса тӑма 250 Вт хӑватлӑ HARRIS UAX-250DV передатчикпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл пурӗ 457 пин ҫын пурӑнакан лаптӑка ярса илет иккен. 2009 ҫулта йышӑннӑ федераллӑ тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 2015 ҫул тӗлне кашни ҫынна тӳлевсӗр 20 каналран сахал мар тивӗҫтермелле. Сӑмах май, цифрӑлла телекуравӑн пӗрремеш мультиплекса пурӗ 10 телеканал тата 3 радио кӗрет. Вӗсен йышӗнче «Пӗрремӗш канал», «Раҫҫей-1», «Раҫҫей-2», «НТВ», «Пиллӗкмӗш канал», «Раҫҫей-К», «Раҫҫей-24», «Карусель», «Раҫҫейӗн обществӑлла телекуравӗ», «Центр ТВ» телеканалсем пур. Ҫавӑн пекех «Вести ФМ», «Радио Маяк», «Раҫҫей радиовӗ» радиостанцисем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юр кӳлепесенчен пӗри Иртнӗ ҫулталӑкӑн раштавӑн 17–27-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче предприятисемпе ял тӑрӑхсем хушшинче Ҫӗнӗ Ҫула эрешсемпе кӗтсе илессипе ӑмӑрту иртнӗ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров уяв умӗн ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗ. Жюри пайташӗсем ял тӑрӑхсенчен чи хитри Ачкасси ял тӑрӑхӗ пулнине пӗлтернӗ. «Иккӗмӗш вырӑнта киватикассисем, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньсем», — тесе йышӑннӑ. Юмахсенчи сӑнарсене атнарсем пуринчен те ӑстарах сӑнарласа кӑтартма пултарнӑ. Вӗренӳ учрежденисене илем кӳрессине илес пулсан — Хӗрлӗ Чутайри «Хӗвел» ача пахчи воспитателӗсемпе кунта ҫӳрекен ачасем малти вырӑна тухнӑ. Культура учрежденийӗсенчен чи малти вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри культура ҫурчӗ диплома тивӗҫнӗ. Суту-илӳ предприятисенчен чи ӑстисем — Хӗрлӗ Чутайри райпо ӗҫченӗсем. Сӑнсем (42) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Тупӑк-ҫуртри ӳкерчӗксем Тури Ехипӗтри (Египетра) Луксорта сӑра вӗретекенӗн тупӑкне тупнӑ иккен, ӑна унта 3 200 ҫул каялла пытарнӑ пулать. Кун пирки National Geographic пӗлтерет. Тупӑка яппун ӑсчахӗсен ушкӑнӗ тупнӑ пулать. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх тупӑк-ҫурт Т саспалли евӗрлӗ, унта кама пытарнине те пӗлнӗ — ӑна Мут хӗрарӑм-турӑ валли сӑра вӗретнӗ Хонсо Им-Хебу валли тунӑ пулнӑ иккен. Ҫурт стенисем ҫинче ӳкерчӗксем те упранса юлнӑ иккен — вӗсенче кулленхи пурнӑҫа та, йӑла-йӗрке ирттернине те сӑнласа панӑ. Археологсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн тупӑк-ҫурта ахаль ҫулҫӳревҫӗсене те кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Л. Балтаева ӗҫӗсем: «Пинеслу», «Хӗвел», «Асан Паттӑр» триптих // Т.Акташ сӑнӗ Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» гарелейинче «Халӑха юратса» курав ӗҫлет — Тимӗр Акташ журналист хыпарланӑ тӑрӑх ӑна Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ. Ӳнерҫӗсем курав лаптӑкӗ пӗчӗк пулнипе пӑшӑрханчӗс пулин те унта чылай кӑсӑклӑ ӗҫ вырнаҫнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсене Праски Витти, Николай Енилин, Петӗр Пупин (ҫак кунсенче юбилей паллӑ турӗ), Владимир Агеев, Юрий Матросов, Владислав Зотиков, Валентин Фёдоров, Владимир Шведов, Людмила Балтаева, Арина Перцева, Валентина Илем тата ыттисем тӑратнӑ. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ку курава Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерствинчен Сергей Казаков ҫеҫ килнӗ, анчах сӑмах тухса каламан. Ӳнерҫӗсене салам сӑмахӗпе наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Михайловна Старикова саламланӑ. Пӗлме: Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 1993 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхне кӗрекен ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнӗ чӑвашлӑх теми ҫине таянса ӗҫлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ вӗсен ӗҫне ырламан пулин те ҫӗнӗ ӳнер пӗрлӗхӗ хӑйӗн ятне паянхи куна таран илсе ҫитернӗ. Такӑнтаракансем чылай пулнӑ пулин те Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать: тӑтӑш куравсем ирттерет, ҫав шутра чикӗ леш енче те. |
Культура
![]() М. Кондратьев парнисем Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ нумай пулмасть грампалстинкӑсен пуххипе пуянланнӑ. Ҫак парнене «Музыкальные мультимедиа библиотеке» (чӑв. «Кӗвӗ-ҫемӗллӗ мультимедие вулавӑша») акци вӑхӑтӗнче Михаил Кондратьев кӗвӗ тӗпчевҫи илсе килсе панӑ иккен. Фонограммӑсен пуххи пурӗ 3 пайран тӑрать: чӑваш кӗвӗҫӗсен хайлавӗсем, чӑваш фольклорӗ, чӑвашсен юрлас ӳнерӗ. Кӗвӗ хывакансен пуххине «Чебоксарские вечера», «Песней порадуем друзей», «Край родной», «Герман Лебедев: хоровые произведения», «Чебоксарский сувенир», «Уҫланкӑри палан: Филипп Лукин юррисем», «Хоры чувашских композиторов» пластинкӑсем кӗнӗ, вӗсенче Федор Павлов, Степан Максимов, Анисим Асламас, Владимир Иванишин, Герман Лебедев, Григорий Хирпӳ, Филипп Лукин, Виктор Ходяшев, Аверий Токарев, Александр Васильев, Федор Васильев, Тимофей Фандеев кӗвӗленӗ юрӑсене тупма пулать. Чӑвашсен юрлас ӳнерӗн пайне вара «Поет хор чувашского телевидения и радио» (дирижерӗ Петр Федоров), Чувашский государственный ансамбль песни и танца (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев), «Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ӑсталӑхӗ» (илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев, хормейстер Герман Егоров), «Хор чувашского телевидения и радио (дирижерӗ П. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Пирӗн сайтра орфографи йӑнӑшӗ сахал мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗри вӗсем пирки ансат мелпе пӗлтермелли май туса пама ыйтатчӗ. Чӑваш Республикин официаллӑ влаҫ порталне те тӗслӗх пек илсе кӑтартатчӗҫ. Паян вара ҫак хатӗре сайта вырнаҫтартӑмӑр. Эпир «Orphus» системӑна суйласа илтӗмӗр. Пӗрремӗшӗнчен — вӑл чи анлӑ усӑ кураканскер, иккӗмӗшӗнчен — ӑна тӗрлӗ чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Чӑвашла ҫуккӑччӗ те хамӑрӑн тӑван чӗлхепе те куҫарса патӑмӑр. Хайхи халь ҫак хатӗрпе усӑ курса асӑрханӑ йӑнӑша тӳрех пире пӗлтерме пултаратӑр. Малтан шӑшипе йӑнӑш текста уйӑрӑр, кайран харӑс Ctrl-па Enter пускӑчсене пусӑр. Уҫӑлнӑ чӳречере йӑнӑш пирки ӑнлантарса пама та пултаратӑр. «Пӗлтер» ҫине пуссан информаци пирӗн пата ҫитӗ. Ку хатӗре ҫитес вӑхӑтра электронлӑ сӑмахсарсен сайтне тата электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарӑпӑр. Сӑмах май, эпир унччен чӑвашла текстсенчи орфографи йӑнӑшӗсене тупмалли хатӗр — Hunspell — ӑсталасаччӗ. Вӑл паян кун та ӗҫлет, унпа усӑ курма пултаратӑр. |
Тӗнчере
![]() Кунталӑксен хакӗсем Тӗнче тетелӗнче кӑҫал ҫӗнӗ юхӑм ҫуралнӑ тет. Тенчипех 1986 ҫулхи кунталӑксене (календарьсене) шыраҫҫӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ — вӑл ҫулхи кунсем кӑҫалхисемпе пӗр килеҫҫӗ иккен. Кунта сӑмахӗ чикӗ леш енчи ҫӗршывсем пирки пырать пулинех, пирӗн ҫершывра вара 28 ҫул хушшинче самана самай улшӑнчӗ — уявӗсем хӑйсен кунӗсене ылмаштарса пӗтерчӗҫ те вӗсем хальхи вӑхӑтра ытлашшиех юрӑхлах мар пуль. Британири Би-би-си пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйсен чӑланӗсемпе сунтӑхӗсенче упранакан 1986 ҫулхи кунталӑксене хӗрсе кайсах шыраҫҫӗ. E-bay лавккара унашкаллисен хакӗ 100$ та ҫитет иккен. 1986 ҫулхипе кӑҫалхи ҫулталӑксен уйрӑмлӑхӗ — вӗсем иккӗшӗ те юнкун пуҫланса юнкунах вӗҫленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ 2014 ҫула Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗлӗхпе кӗрет — пирӗн сайтра малашне республикӑра е ун тулашӗнче пулмалли мероприятисемпе паллашма май пулӗ. Вӑл пайӑн кӗске вариантне эсир сылтӑм юпара тупма пултаратӑр, туллине вара ятарлӑ страницӑра вырнаҫтартӑмӑр (каҫӑ пур — кӗрсе пӑхӑр). Хальлӗхе (ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра) эпир Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар тата Канаш районӗсенчи мероприятисене кӗртрӗмӗр. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти концерт пирки, тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи репертуара вырнаҫтартӑмӑр (хальлӗхе — пуҫламӑшне ҫеҫ-ха, туллин каярах кӗртӗпӗр). Тӳрех каласа хӑварас килет: район сайчӗсенче ку тӗлӗшпе информацие тӗрлӗ шайра кӗртнӗ. Енчен те Элӗк, Канаш тата Улатӑр районӗсенчисенче нумай пулсан, ыттисенче — сахалрах. Уйрӑмах Вӑрнар районӗн сайчӗ чухӑн пулчӗ — курӑмлӑ пайра нимӗн те ҫуккипе пӗрех (ҫав шутрах унта информаци пурри туйӑнать, анчах вӗсем темшӗн кунӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ палӑраҫҫӗ). |
Пӗлтерӳ
![]() Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем! Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать! 2013 ҫул пӗрисемшӗн, тен, йывӑр пулчӗ пулин те чылай ҫынна ырлӑхпа телей ытларах парнелерӗ тесе шутлатпӑр. Ҫитес ҫулта та — йывӑҫ лаша ҫулталӑкӗнче — хуйхи-суйхине чатса ирттерсе лайӑххипе ытларах киленмелле пултӑр! Эпир те хамӑр енчен сире ҫӗнӗлӗхсемпе савӑнтарма шантаратпӑр! Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр! Ҫапла пултӑр! |
Персона
![]() Шупашкарти политехника институчӗн директорӗ Александр Акимов техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Европӑри ӑслӑлӑхпа промышленноҫ палати ҫирӗплетнӗ Пахалӑх дипломне тата ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫӳллӗ шайри наградӑна ӑна «педагогикӑри тата ӑслӑлӑхри пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫсемшӗн» панӑ. Маларах ун пеккине Л.М. Рошаль тата Л.А. Бокерия, Е.И. Чазов профессорсем тата ҫӗршыври ытти хӑш-пӗр паллӑ ҫын тивӗҫнӗ иккен. Ҫӳлерех асӑннӑ палатӑн Раҫҫейри тата СНГри элчелӗхне 1992 ҫултах йӗркеленӗ. Вӑл ӑслӑлӑхри, культурӑри, производствӑри, вӗрентӳри ҫитӗнӳсене палӑртса патшалӑх тата уйрӑм ҫынсем енчен пулӑшассипе ҫине тӑрать иккен. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |