Ӑслӑлӑх
![]() GOCE Паян атмосферӑн ҫӳл сийӗсенче Европа космос агентстви вӗҫтерсе янӑ GOCE уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ҫунса кайнӑ. Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи Фолкленд утравӗсем вырнаҫнӑ тӑрӑхран 400 ҫухрӑм кӑнтӑралла пулса иртнӗ. Уҫлӑхташ пӗчӗк маррине кура — йывӑрӑшӗ 1,1 тонна — унӑн ванчӑкӗсем ҫӗр сийӗ таран ҫитесси хӑратнӑ. Ҫавах та пӑшӑрханни кӑлӑхах пулнӑ. Уҫлӑхташ атмосферӑн ҫӑра сийне Мускав вӑхӑчӗпе 4 сехет те 16 минутра кӗнӗ те ЕКА пӗлтернӗ тӑрӑх спутникӑн пур пайӗ те ҫунса кайнӑ. Ванчӑкӗсем ӳкни пирки каламаҫҫӗ. GOCE (Gravity field and steady-state Ocean Circulation Explorer) аппарата 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе янӑ. Унта вырнаҫтарнӑ хатӗрсем 2011 ҫулта пирӗн планетӑн тӗп-тӗрӗс гравитаци карттине ӳкерме май панӑ. Виҫевӗн тӗрӗслӗхне ӳстермешкӗн уҫлӑхташӑн электрореактривлӑ тапраткӑчӗсем (двигателӗсем) ун орбитине хӑпартма тата антарма пултарнӑ. Юпан 21-мӗшӗнче аппарат ксенона ҫунтарса пӗтернӗ (тапраткӑчӗ унпа усӑ курнӑ), ҫапла май вӑл майӗпен анма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Шӑп та лӑп 95 ҫул каялла, 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Францири Компьень хулинче Германи парӑнни пирки мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла май тӑватӑ ҫул та виҫӗ уйӑх тӑсӑлнӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ. Ку вӑрҫӑра 10 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ, 20 миллиона яхӑн — аманнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи политика карттине те самай улӑштарнӑ: Европӑра Германи, Австрипе Венгри тата Раҫҫей империйӗ саланнӑ, Азинче — Оттоман империйӗ пӗтнӗ. Советсен Пӗрлӗхӗн никӗсне хывасси те ҫак вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ тесен йӑнӑш пулмӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи чӑваш ҫӗрне витӗм кӳмесӗр иртсе кайман. Раҫҫей империне кӗнӗ май фронта чӑвашсене те ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑ Раҫҫейшӗн ӑнӑҫсӑр пынӑ май хаксем хӑпарнӑ, ӗҫ укҫи пӗчӗкленнӗ — пурнӑҫ йывӑрланса пынӑ. Чӳкӗн 11-мӗшӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫа хунӑ салтаксене асӑнмалли кун шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Шкулта» интернет журналӑн 2013 ҫулхи 5-мӗш номерӗ пичетленсе тухрӗ. Ку номере Яков Ухсай пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ пысӑк презентаци, чӑваш ҫыравҫисем ҫутҫанталӑка упрас ыйтусемпе ҫырнӑ хӑйлавсене тӗпчени уҫать. Красноармейски районӗнчи Именкасси шкулӗнче ӗҫлекен Раиса Егоровна Евсеева чӑваш тӗррисем ҫинчен хатӗрленӗ проект ӗҫӗ ҫӗнӗ номерте уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ку материал нумай вӗрентекене усӑллӑ пуласса шанас килет. Вӗренӳ ӗҫӗнче класс тулашӗнчи ӗҫсем те пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавна шута илсе «Шкулта» журнал тӗрлӗ сценарисем кашни номертех пичетлеме тӑрӑшать. Чӗретлӗ номерте ҫӗнӗ ҫул каҫне йӗркелеме, пушар хӑрушлӑхӗ ҫинчен класс сехетне хатӗрленме пулшакан сценарисем пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак уйӑхӑн 18–22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Профессие суйласси» ятпа профориентаци кунӗсем иртмелле. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем ҫав вӑхӑтра шкул ачисемпе тӗл пулӗҫ. Аслӑ классенче вӗренекенсене предприяти-организацие илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Професси суйлас темӑпа сочинени ҫыртарасси таранах планласа хунӑ. Ӗҫлӗх центрӗн специалисчӗсемпе волонтёрсем пулас профессие тӗрӗс суйлама вӗрентӗҫ. Волонтёр терӗмӗр те, вӗсен вырӑнӗнче журналистсем те, библиотекарьсем те, рабочисем те, ял хуҫалӑх, ҫурт тӑвӑм тата промышленноҫ предприятийӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ ветерансем те пулӗҫ. Вӗсем кӑна-и — студентсемпе шкул ачисем хӑйсем те ку ӗҫе хастар хутшӑнӗҫ. Акцие республикӑн Ӗҫлӗх центрӗ Информаци политикин, Культура, Вӗренӳ, Ял хуҫалӑх, Строительство тата Экономика аталанӑвӗн министерствисемпе пӗрле ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кипкери ачасемпе сарӑмсӑр инкек сиксе тухасран асӑрхаттарма ашшӗ-амӑшне ятарлӑ кӗнекесем пулӑшӗҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ министерстви тин ҫуралнӑ ача амӑшӗсене ятарлӑ пособи парнелеме пуҫлӗ. Буклета 5 пин экземплярпа кӑларнӑ иккен. Кӑтарту пособийӗнче ачасене инкек-синкекрен асӑрхама пулӑшакан 5 канаша ҫырса ӑнлантарса тата ӳкерсе кӑтартнӑ иккен. Ун пек буклета кӑларассине тахҫанах кӗтни пирки пӗлтернӗ асӑннӑ ведомствӑн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаско. Сарӑмсӑрлӑхӗ ашшӗ-амӑшӗ пепке ҫуралнине палӑртнӑ чух та хӑш чух сиксе тухать-мӗн те, кӗнеке пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Спортсмена Улатӑр хула пуҫлӑхӗ саламлать Кире пуканӗ ҫӗклекен Улатӑрти Валерий Притуленкӑна спорта юратакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Чӑваш Ен ушкӑнӗпе вӑл Тӗнче тата Еврази чемпионачӗсене тата Гиннесӑн «300 спартанецӗ» рекорд номинацине хутшӑннӑ. Асӑннӑ ӑмӑрту иртнӗ уйӑхӑн 31 – чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗсенче Архангельск хулинче иртнӗ. Хӑйсен вӑйне виҫме ҫавӑн пекех Канашри Владимир Понихидкин, Шупашкарти Станислав Белков, Шӑмӑршӑри Влдимир Шуряковпа Константин Кусаинов виҫнӗ. Асӑннӑ ӑмӑртура Валерий Притуленко Гиннес рекорчсӗен кӗнекине лекнӗ. Ҫӗнтерӳпе ӑна Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин саламланӑ. Валерий Иванович вырӑнти физкультурӑпа спорт комплексӗнче ачасене кире спорчӗ енӗпе ӑсталӑха хӑнӑхтарассипе тренер пулса тӑрӑшать. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратура черетлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн пырса тухнӑ. Кунта сӑмах Патӑрьелти парк пирки пырать. Асӑннӑ ялти парка юсаса ҫӗнетесси пирки калаҫу тахҫанах пынӑ-мӗн-ха. Унта спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗсем, аллея, фонтан тата район символне туса лартма палӑртнӑ. Парк тӑвас тенӗ май паркра мӗнпур йывӑҫа тенӗ пек касса пӗтернӗ-мӗн. Ҫапла хӑтланни ҫынсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл йывӑҫсене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче шкул ачисем лартнӑ иккен. 63 йывӑҫа касни пирки ҫӑхав ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫитнӗ. Надзор органӗ йывӑҫсене саккуна пӑсса каснине, ҫакӑ ҫынсен правине тата саккунлӑ интересӗсене пӑснине палӑртнӑ. Тӑкак 800 пин тенке яхӑн иккен. Ку фактпа тӗпчев малалла пырать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ самант Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енти управленийӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешекен ҫамрӑксен дружинин регионти смотр-конкурсӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи дружина членӗсен пухӑннӑ. Конкурса хутшӑннисем пушарпа кӗрешекен хӑюллӑ ҫынсем пирки хавхаланса тата кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ, пушартан асӑрханмалли сӗнӳсене халӑхра епле сарассипе хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. Саранскран килнӗ ушкӑн, ав, хуласенчи реклама хӑмисем ҫине пушара хирӗҫле листовкӑсем ҫыпӑҫтарма, кондитер хапрӑкӗсене вара «Шӑрпӑк — ачасем валли вӑйӑ мар» тесе ҫырса хунӑ канихвет, пир-авӑр хапрӑкӗсене «Туртатӑн пулсан чӗлӗм тӗпне сӳнтерме ан ман» тесе ҫырнӑ футболкӑсем кӑларма сӗннӗ. Пӗрремӗш вырӑна Саранскри «Вичкӗн куҫ» тата Шупашкарти «01 агенчӗсем» ушкӑнсем мала тухнӑ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш театрӗпе киноне йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки ялне кайма Етӗрне районӗнче пурӑнакансем тахҫанах ҫитсе килме ӗмӗтленни пирки пӗлтерет Етӗрнери тӗп вулавӑш ертӳҫи Н.А. Долгова. Мӗншӗн шӑпах етӗрнесем текенсене пӗлтерер — Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ — чӑваш хӗрарӑмӗсенчен кинора пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ Тани Юн Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вара ҫав тӑрӑхрисем Тутарстана тухса кайнӑ. «Туслӑхпа юрату кӗперӗ: Чурпай — Кӑнна Кушки» ят панӑ литературӑпа театр ретро-вояжне Етӗрне райадминистрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен Алиса Иванова ертсе пынӑ. Ҫывӑх мар ҫула кайма май килнинче ҫӳлерех асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн гранчӗ уйӑрса пулӑшнине палӑртмалла. Кӑнна Кушкинче чӑвашсене чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа, ҫавӑн пекех тутарсен чак-чак текен ҫимӗҫӗпе кӗтсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӑнтӑрсем кӑшланӑ йывӑҫ, Н. Плотников сӑнӗ. Турай, Муркаш районӗ Зоологсем хӑнтӑрсен усси пирки нумай каласа кайма пултараҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗк пӗвесем туса ҫӳренипе шыв экологине ырӑ енчен витӗм кӳреҫҫӗ иккен. Анчах 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне вӗсен йышӗ сахалланса юлнӑ. Ҫакӑншӑн нимле экологи те айӑплӑ мар. Этем алли. Сунарҫӑсем хӑнтӑрсене нумай тытнӑ. Иртнӗ уйӑхра республикӑра «Хӑнтӑр» экологипе тӗпчев операцийӗ иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче 14 районта: Улатӑрта, Элӗкре, Патӑрьелте, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Канашра, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Елчӗкре — асӑннӑ чӗрчун пуррипе ҫуккине тӗпченӗ. Акцие 36 вӗренӳ заведенийӗнчи 150 ача Чӑваш Енри 40 пӗчӗк юханшывпа 4 кӳлле тӗпченӗ те хӑнтӑрсем тунӑ 60 плотина, 56 шӑтӑк, 9 ҫурт асӑрханӑ. Апат хӑнтӑрсем валли ҫителӗклех-мӗн. Тӗпченӗ территори тӑрӑх хакласан. Хӑнтӑрсен йышӗ респбуликӑра 250-а яхӑн пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |