«Инкекпе синкек хушши пӗр утӑм анчах», — халӑхра ҫак каларӑш ахальтен мар ҫӳрет. Пӗр чарсӑр ҫынна ӳпкелеме тытӑнсан ват кинемей инкек тухасси ҫинчен мар шутланӑ ӗнтӗ. Йӗркипе каласа парар-ха. Акан 10-мӗшӗнче, вӑхӑт ҫурҫӗрелле шунӑ чухне Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче 31 ҫулхи арҫын тип ҫу ыйтма хӑй паллакан 73 ҫулхи ват ҫын патне уттарнӑ. Хӑй вара унччен самай «хӗренкеленнӗ». Кинемей арҫына ҫупа тивӗҫтерме хирӗҫ пулман, анчах та каҫхи хӑнана вӑл ниҫта ӗҫлеменнишӗн, стакан тип ҫу туянма та укҫа ӗҫлесе илме пултарманнишӗн ӳпкелеме тытӑннӑ. Сыпкаланӑ арҫынна ват ҫын сӑмахӗсем кӑмала кайман пулас. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле ялан чиксе ҫӳренӗ ҫӗҫҫе илнӗ те карчӑка сахалтан та 22 хутччен мӑйран, кӑкӑртан чышнӑ. Ват ҫынна нумай кирлӗ мар — вӑл ҫавӑнтах вилсе выртнӑ. Ҫак тискер ӗҫ-пуҫшӑн вӗлерекене суд йышӑнӑвӗпе 10 ҫуллӑх тата хушма 1 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланать Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Парижра пурӑнакан Ольга Грелон. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Чӑваш Енӗн Культура министерствин ӗҫенӗсемпе тӗл пулсан каланӑ. Унччен Ольга «Хавал» общество организацийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме йӗркеленӗ уйлӑха хутшӑннӑ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ йышӑн хастарӗсем кӑҫал ӑна Етӗрне районӗнче йӗркеленӗ. Ольга Грелон — социолог. Чӑваш чӗлхипе тата культурипе кӑсӑкланать. Францире вӑл унта пурӑнакан чӑвашсен культура пӗрлешӗвне йӗркелесшӗн. Тепӗр ӗмӗчӗ вара чӑвашла-хрантсусла словарь хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӳррипе, ку сӑмаха ӗненме те йывӑр. Анчах Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Тӗпчев управленийӗ ку ӗҫе вӗҫлесе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ Комсомольски районӗнче, пӗр ялти пӗтӗмӗшле тухтӑр офисӗнче, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Шӑл юсаканӑн мӑшкӑлӗ пулнисен шутӗнче пилӗк ача-мӗн. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчи каччӑсем. Хайхисем шӑл юсаттарнӑ вӑхӑтра тухтӑр вӗсене хыпашланӑ пулать. Врача халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 135-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн. Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарти наци вулавӗшӗнче «Николай Дронник: ӳкерӳҫӗ тата кӗнеке кӑлараканӗ» ятпа ятарлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна мухтавлӑ чӑваш ӳнерҫи 83 ҫул тултарнӑ ятпа уҫнӑ. Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх витринӑсенче пухӑмӑн пӗр пайне ҫеҫ вырнаҫтарнӑ. Ыттине вара сайра тӗл пулакан тата хаклӑ изданисен пайӗнче курма пулать. Николай Егорович Шупашкарта хӑйӗн Раҫҫейри пысӑк пухӑмӗпе паллаштарнӑ. Вӗсене ӳнерҫӗ 1980 ҫулта Париж хулинче килте пичетлеме пуҫланӑ. Куравра ятарлӑ пухӑмпа та паллашма пулать: хӑйне евӗрлӗ портретсем, ӳкерчӗксем, документсем, ӳнерҫӗн биографийӗ, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗксем, афиша, буклетсем. Курав авӑнӑн 30-мӗшӗччен, Геннадий Айги залӗнче (2-мӗш хутра, 235 пӳлӗм) пырӗ. Пӗлме: Николай Дронник 40 ҫул ӗнтӗ Францире пурӑнать. Унӑн ӗҫӗсемпе тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем паллашнӑ, вӑл «Раҫҫей статистики» документлӑ-историллӗ сборниксен тата ытти хӑйне евӗрлӗ 200 кӗнеке авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗпӗртет-ҫке чун ентешсен кулленхи спортри ҫитӗнӗвӗсене сӑнаса пынӑ май. Сывлӑх енчен кӑшт хавшанисем те старта хастаррӑн тухаҫҫӗ. Тухаҫҫӗ кӑна мар, ҫӗнтерӳҫӗ ятне те тивӗҫеҫҫӗ. Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсем паян та спорт аренинче ӑмӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 3-мӗшӗнче, тӑршшӗне сикессипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вара пьедисталӑн икӗ ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма Раҫҫей чысне хӳтӗлекен икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. «Ылтӑна» 7 метр 55 миллиметр кӑтартупа Сергей Тимонин, кӗмӗл медалӗ вара пирӗн ентеш, республикӑри ҫӑмӑл атлетика шкулӗн вӗренекенӗ Иван Пакин (тренерӗ — Светлана Морозова) ҫӗнсе илнӗ, ун кӑтартӑвӗ — 7 м 35 см. Иван Пакиншӑн ку пӗрремӗш сурдлимп медалӗ. Кӑнтӑрла вӑлах виҫҫӗлле сикессипе тӑваттӑмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫитес кунсенче пирӗн ентешӗн арҫынсен эстафета ушкӑнӗнче 4х100 метр дистанцине чупса тухмалла пулать. Иван Пакина «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, малашлӑхра та ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу, чӑтӑмлӑх, вӑй-хал сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хуласенче куллен тенӗ пек капмар ҫуртсем ӳссе лараҫҫӗ — тӗрлӗ администраци е офис ҫурчӗсем, пурӑнмалли пӳртсем тата ытти тӗслисем те. Шел те, пӗр-пӗр ҫурт-йӗре хута янипе пӗрлех ача-пӑча вылямалли лаптӑк валли те выран уйӑрасси пирки ҫурт тӑвакансем хӑш чухне манаҫҫӗ. Вӑрнар посёлокӑн Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ачасем вылямали ҫӗнӗ лаптӑк уҫӑлнӑ. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасене савӑнтарнӑ — ара ӑна уҫасса вӗсем тахҫанах чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Ҫӗнӗ ача-пӑча картишӗ Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ — кунта чуччу, карусель, ача-пӑчасем валли ӑсталанӑ сӑрт пур. Ача-пӑча вылямалли лаптӑка тума пурӗ 348 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ӗҫе «УМК Строй» ТМЯО (Екатеринбург) пурнӑҫланӑ. Кӑҫал хута янисене шута илсен Вӑрнар хулинче ку картиш виҫҫӗмӗш пулать — тепӗр икӗ лаптӑка ҫу уйӑхӗнче «Август» АХО фирма парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шӑп та ҫакӑн чухлӗ тупра уйӑрма палӑртнӑ кӑҫал Улатӑр районӗнче. Кун пирки район администрацийӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Мероприятие ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ Енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Анлӑ ларӑва ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсене, район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсене те йыхравланӑ. Район администрацийӗ Хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланинче ҫул-йӗр ҫинчи инкексем тӗлӗшпе лару-тӑру епле иккенне асӑнман та, цифрӑсем тата тӗслӗхсем илсе параймӑпӑр. «Канашлура пӑхса тухнӑ мӗнпур темӑна анлӑн сҫтсе явнӑ», — тесе хыпарланӑ унта. Шкулсем патӗнчи, халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенчи тӑрӑм пирки ыйту уйрӑмах нумай ҫуралнӑ-мӗн. Ҫул-йӗр паллисене, выртакан «полицейскисене» тата ытти ҫавӑн йышши ӗҫе йӗркелеме 800 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурлан 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Правительство членӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта Мускав–Хусан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли магистрале сӳтсе явас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Калӑпӑшлӑ ҫак проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Ҫул пирӗн республика урлӑ иртӗ. Республика Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, магистраль тӑршшӗ Чӑваш Ен территорийӗнче 130 километр таран пулӗ. Аса илтерептӗр, вӑл Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каймалла. Яваплисен хальхи вӑхӑтра хут ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ самантсене татса парассипе ҫине тӑмалла, ҫав шутра — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннисене те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫыхӑнусӑр каланӑн туйӑнать-тӗр ку йӗркесене вуласан. Чӑннипех ҫапла. Ӗҫӗ-пуҫӗ акӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ. Мускаври йӗрке хуралҫисем ҫул ҫитмен хӗре Дагестан ҫынни пусмӑрланӑ тесе шухӑшланипе хайхине тытса чарас тенӗ, вӑл ӗҫленӗ ҫӗре — Матвеевски пасара — пырса кӗнӗ. Арҫынна майлӑ пулса юлташӗсемпе тӑванӗсем сиксе ӳкнӗ. Пӗр полицейские вӗсем амантмаллипех амантнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускав полицейскийӗ пасарти мигрантсене тӗрӗсленӗ те саккунлӑ мар майпа ӗҫлесе пурӑнакансем сахал маррине асӑрханӑ. Шупашкар полицейскийӗсем те тӗп хулари мигрантсене тӗрӗслеме шут тытнӑ. Ара, пӗлсе пӗтер — регистрациленмесӗр-мӗнсӗр пурӑнакансем те, ятарлӑ ирӗк илмесӗрех кунта килнисем те пур-тӑр... Иртнӗ уйӑхра кӑна, ав, миграци саккунне пӑснӑ ют ҫӗршыв ҫыннисене 15-не тытса чарнӑ иккен. Вӗсем Таджикистанран, Узбекистанран, Арменинчен, Грузинчен тата Испанирен килнӗскерсем иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |