Тӗрӗс-текел, сывлӑхлӑ пурӑнма тӑрӑшатпӑр пулин те никам та пӗлмест шӑпа пире мӗнле тӗрӗслевсем илсе килессине. Хӑш чухне ҫын пурнӑҫӗ хӑй айӑпӗпе мар, урӑх сӑлтавсене пула татӑлать. Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче, 10:25 минут тӗлнелле Тӑвай районӗнчи «Енӗш» урапа ҫулӗ ҫинче хӑрушӑ ҫул инкеке сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне йӗркелесе пыракан инспекцийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх инкек «ВАЗ-21099» урапапа Тӑвай ялӗнчен Канаш хули еннелле руль умӗнче ларакан 50 ҫулхи арҫын айӑпӗпе тухнӑ. Хальлӗхе тӗпчесе пӗлмен сӑлтавсемпе водитель машина парӑнтарайманран трассӑран ҫул хӗрне тухнӑ, унта пӗтӗм вӑйпа ҫуран утакан ҫынна ҫапса кайнӑ, хыҫҫӑн урапа кювете ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ку инкекре урапа кустӑрми айне пулнӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водителе тата «ВАЗра» ларса пыракана тӗрлӗ сурансемпе Канаш хула пульницине леҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Николай Константинов «Паттӑр пулса ҫуралмаҫҫӗ, паттӑр пулса ӳсеҫҫӗ», — ҫапла каларӑш ҫӳреччӗ мар-ши халӑхра? Утӑн 11-мӗшӗнче хӑйӗн патне Женя ятлӑ арҫын ача чупса килсессӗн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри вӑтам шкулӑн 8-мӗш класс вӗренекенӗ Николай Константинов паттӑрлӑх ҫинчен мар шутланӑ. Пӑлханнӑ саспа шӑпӑрлан Кольӑна Чулкӑмака ялӗнче пурӑнакан 12 ҫулхи Веня Васильев шыв-шурта путма тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Путакан иккен аслисенчен ирӗк ыйтмасӑрах тата тепӗр шӑпӑрланпа (Алеша ятлӑ) сулӑпа кӳлле ишме кайнӑ. Инкек сиксе тухнӑ вӑхӑтра шыв-шур таврашӗнче пӗр ҫын та курӑнман. Сулӑ шыв-шурта ҫаврӑнса ӳкне те вара икӗ арҫын ача та шыв ытамне лекнӗ: пӗр ачи ишме пӗлнӗ, Веня вара ҫук. Пулӑшу ҫинчен кӑшкӑрнине илтсенех Николай Константинов хӑйӗн кил-ҫурчӗпе урам урлӑ вырнаҫнӑ пӗве хӗрне вӗҫтернӗ. Шыва вал пӗр иккеленмесӗр сикнӗ, тӑнне ҫухатнӑ ачана тупса ҫыран хӗрне кӑларнӑ. Турра шӗкер, инкек тухнӑ кун яла хунямӑшӗ патне хӑнана «Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канаш районӗн тӗп пульницин» васкавлӑ пулӑшу пайӗнче фельдшер пулса ӗҫлекен Владимиром Степанов килнӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кашни кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе асра юлать. Вӗсем ҫемье, ял, хула, ҫӗршыв шайӗсенче пулса иртме пултараҫҫӗ. Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче вара пӗтӗм тӗнчене пӗр пулӑм кӑсӑклантарнӑ. Лондон ҫӗршывӑн Ҫветтуй Мария пульницинче акӑлчан престолӑн еткерҫи, 3 килограмм 800 грамм йывӑрӑш туртакан пепке ҫуралнӑ. Пӗтӗм тӗнче, ҫав шутра Чӑваш Республикин ҫыннисем те патша кил-йышӗ тавра пулса иртекен пулӑмсене кӑсӑклансах сӑнанӑ. Енчен те малтан арҫын ача е хӗрача ҫураласси тупӑштарнӑ пулсан, халӗ халӑх пепке мӗнле ятпа ҫӳрессипе кӑсӑкланать. «Pro Город» хаҫат тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫак паллӑ кунра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӗ 6 арҫын ача тата 5 хӗрача ҫуралнӑ, Шупашкарта вара — 15 арҫын ача, 15 хӗрача. Ҫак кунхине ҫуратнӑ амӑшсем хӑйсен пепкен шӑпи ыттисенчен уйрӑлса тӑма пултарнине ӗненеҫҫӗ. Тен, чӑнах та анчахрах кун ҫути курнӑ ачасем хушшинче пулас пысӑк ятлӑ ҫынсем ӳсӗҫ. Чӑннипе вара чи кирли — шӑпӑрлан яланах сывлӑхлӑ пултӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумайӑшӗ пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленет. Анчах та паянхи куна укҫа-тенкӗ пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑннӑ майӑн ҫамрӑк мӑшӑрсем ытларах пӗр е икӗ ача пуррипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫак лару-тӑрӑва улӑштарас тӗллевсемпе патшалӑх ҫулсерен ҫемьесене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантрас тесе ятарлӑ ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртет. Ытларикун, утӑн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Минтручӗ регионсемпе пуху ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче йышӑннӑ «Виҫҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене шӑпӑрлансем виҫӗ ҫул тултариччен кашни уйӑхра укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес пайӗпе Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫа кӗртмелли тӑвӑмсем ҫинчен» 66-мӗш хушӑвне пурнӑҫламалли ҫинчен калаҫнӑ. Чӑваш Республикинче саккун кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченех пурнӑҫа кӗнӗ. Унта виҫҫемӗш е хыҫҫӑнхи шӑпӑрлан ҫуралнӑ (е усрава илнӗ) ҫемьесене уйӑхсерен укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫинчен сӑмах пырать. — Республикӑра тупӑшсен кӑтартӑвӗ тӑрӑх ҫемьери кашни ҫын пуҫне уйӑхне 13 477 тенкӗ лекмессӗн, ҫемье ятарлӑ пособи илме пултарать. Пособи укҫа-тенкине вара ача виҫӗ ҫул тултариччен тӳллесе пырӗҫ, — палӑртаҫҫӗ Минсывлӑхӑн пресс-службинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем уҫӑлни ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче хыпарланӑччӗ. Нумаях пулмасть унта элита категорийӗнче кросс-кантри чупӑвӗсем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва Мускавпа Питӗр хулисенчен, Карели, Тутар, Удмурти республикисен тата Самар, Калининград, Свердловск, Челепи, Тӗмен облаҫӗнчи спортсменсем хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсен хушшинчи чупура чемпион титулне пирӗн ентеш Ирина Калентьева ҫирӗплетнӗ, вӑл 25,6 ҫухрӑм дистанцийӗ 1:33:21 вӑхӑтпа вӗҫленӗ. Тата тепӗр республика спортсменӗ, УОР студентки Вера Андреева финиша виҫҫемӗш тухнӑ. Раҫҫей Чемпионачӗ, Кросс-кантри — 25,6 ҫухрӑм, Хӗрарӑмсен элити: 1. Ирина Калентьева (Чӑваш Республики) — 1:33:21 2. Екатерина Аношина (Питер) + 1:42 3. Вера Андреева (Чӑваш Республики) + 4:18. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паянхи технологи тапхӑрӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем вӑйлӑ аталанаҫҫӗ. Тӗнчере пулса иртекен ӗҫ-пуҫсене паян телевизорта кӑна мар Тӗнче тетелӗнче те пӗлме майсем пур. Унсӑр пуҫне ҫынсем радио мелӗпе те усӑ кураҫҫӗ. Республикӑра та радио итлесси анлӑ сарӑлнӑ. Ҫынсен кӑмӑлне ытларах тӑван чӗлхепе пуплекен радио килӗшет. Утӑн 5-мӗшӗнче Роскомнадзор «Тӑван радиовне» лецензипе тивӗҫтернӗ, ҫапла вара ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ «сасӑ» итлекенсене хавхалантарма тытӑнӗ. Документпа килешӳллӗн радиоканал ҫулталӑк вӗҫӗнче хӑйӗн ӗҫне пуҫлать. Вӑл кунӗн-ҫӗрӗн икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла янрӗ. Эфирсенче тӗп пай кӗвеллӗ, пӗлтерӳпе аналитикӑллӑ тата культурӑпа вӗренӳ передачисем йышӑнӗҫ. Аса илтеретпӗр, 2012 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче «Тӑван радио» («Родное радио») федераллӑ конкурсра Шупашкарта 100,3 МГц хумпа калаҫма ятарлӑ ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнӗ массӑллӑ информаци хатӗре «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн» пуҫарӑвӗпе ҫуралнӑ. Паянхи куна Чӑваш Енӗн наци радиовӗ 72,41 МГц тата 105,0 МГц хумсенче «калаҫать». Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш халӑхӗн ҫур яхӑн (47%) ҫынни пурӑнать пулин те вӗсен наци радиовне итлеме майсем ҫук (ун сасси Кӳкеҫ патӗнче татӑлать теҫҫӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Ылтӑн пучах» уйлӑхри вожатӑйсен саккунла мар ӗҫе-хӗлӗ ҫинчен ҫӗршывра пӗлмен ҫын та юлмарӗ пуль. Паянхи куна вара уйлӑх тавра калаҫусем пӗччекӗн лӑпланма та пуҫларӗҫ. Анчах сӳтсе явмалли яланах тупӑнса тӑрать. Йӗрлев органӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх Муркаш районӗнчи пӗр ача-пӑча лагерьне вожатый пулса ӗҫлеме наркӑмӑшлӑ им-ҫампа туслӑ пулнӑ каччӑ вырнаҫнӑ. Кун ҫинчен вара йӗрке хуралҫисем ӑнсӑртран тӗпчесе пӗлнӗ. Пӗррехинче хайхи каччӑ пӗртак хӗренкеленнӗскер хӑй палакан яшпа тытӑҫса илнӗ. Ҫакна вара ШӖМ ӗҫченӗсем асӑрханӑ пулнӑ. Икӗ ҫамрӑка вӗсем чарма пикеннӗ, анчах та ку ӗҫ-пуҫ ҫав ҫавах полици уйрӑмӗнче кӑна вӗҫленнӗ. Ун чухне ҫапӑҫӑва пуҫарнӑ каччӑ йӗрке хуралҫисемпе сиввӗн калаҫнӑ, пӗрне урапа тапма та хал ҫитернӗ. Куншӑн вара ӑна пуҫиле ӗҫ кӗтнӗ. Шалти ӗҫсен министерстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх хайхи каччӑ ҫине маларах та иккен «асӑрхануллӑ пулмасӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн» статьяпа ӗҫ пуҫарнӑ, пуҫиле ӗҫ суда та ҫитме ӗлкернӗ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк Республикӑ наркологи диспансерӗнче учетра тӑнӑ. Йӗрлев органӗсене вара чи тӗленмелли хайхи каччӑ ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи ача-пӑча уйлӑхне пӗрремӗш сменӑна вожатый пулса ӗҫлеме вырнаҫни тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру яма йышӑннӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑ ачисем ҫинчен пырать. Тӗрӗсрех, вӗсене патшалӑх енчен пулӑшу кӳресси пирки. Вӑрҫӑ ачисен шутне 1928–1945-мӗш ҫулсенче ҫуралнисене кӗртме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗршыв шайӗнче саккун йышӑнса вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас шухӑш депутатсен мӗнпур корпусӗ пырса тухнине палӑртнӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Петр Краснов. Чӑваш Енӗн парламентарийӗсем ҫыру ярас шухӑшпа пӗр майлӑ пулса килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет. Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Степан Киселев Пирӗн спортсменсем Мускава Раҫҫей чемпионатне ҫул тытни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, утӑн 22-мӗшӗнче вара чемпионатра пӗрремӗш медаль комплектне выляттарнӑ. Унта вара пирӗн ентеш Степан Киселев 5 000 метр дистанциллӗ чупура 13 минут 51,69 ҫеккунт кӑтартупа кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ. Ку дистанцие пӗтӗмӗшле 22 спортсмен хутшӑннӑ. Пӗрремӗш финиша Ринаса Азмадеев (Тутарстан) тухнӑ, унӑн кӑтартӑвӗ — 13:49.73. Пӑхӑр медале вара Андрей Карпин (Питер) ҫӗнсе илнӗ — 13:51.87. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |