Ялтан хулана, хуларан яла час-часах ҫӳренӗ майӑн транспортра ларса пынӑ чух куҫсем хӑйсемех чӳречен леш еннелле тинкереҫҫӗ — ара ҫутҫанталӑк илемӗпе мӗншӗн килленес мар-ха? Анчах таврана сӑнаса пынӑ майӑн трасса хӗррипе ҫул инкекӗнче вилнӗ тӑванӗсене асӑнса вырнаҫтарнӑ асӑну хӑмисене, чечек кӑшӑлӗсене тӑтӑшах асӑрхама пулать. Вӗсене курсанах пӗрисем ҫӳҫӗнсе те илеҫҫӗ, теприсен кӑмӑлӗ хуҫӑлать. Ара пурте эпир хамӑрӑн пурнӑҫра лайӑххине кӑна курасшӑн. Тӗнчерен уйрӑлнӑ паллисене асӑрхасан вара вилӗм витӗмӗ пире те тивме пултарасса туйӑнать. Ку ыйтӑва Еврей автономи облаҫӗнчи саккун тӑвакан пухӑвӑн депутачӗсем татса парас тенӗ. Вӗсен шухӑшӗпе малашне халӑха ҫул хӗрринче ритуаллӑ паллӑсене хӑварма чармалла, мӗншӗн тесен вӗсем урапасем ҫӳремелли ҫулпа ҫул хӗррин чиккине уйӑракан йӑрӑмсене тивӗҫлӗ усӑ курмалли йӗркене пӑсаҫҫӗ. Саккун проекчӗпе килешӳллӗн ҫул инкекӗ вырӑнӗнче чечексемпе кӑшӑлсем хӑваракансене 1 500 тенкӗ штраф тӳлеттерме сӗнесшӗн. Чӑваш Енӗн Минтрансӗ те ку хыпара ҫирӗплетнӗ. — Эпир пӗлнӗ тӑрӑх паянхи куна инкек пулнӑ вырӑнта ларакан асӑну палӑкӗсене «пӗтермеҫҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен должноҫне нумаях пулмасть ҫирӗплетнӗччӗ. Тав сӑмахӗлле ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне Владимир Иванова ҫирӗплетнӗччӗ. Ӳлӗмрен вара усламҫӑсен хӳтлӗхҫи хӑйӗн тивӗҫне республика хыснин шучӗпе пурнӑҫлӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче асӑннӑ институт пирки саккун йышӑнчӗҫ. Пытарар мар, ку должноҫа тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсен шучӗпе хысна туприне уншӑн яни тӗрӗс мар. Ун йышшисем: «Атьӑр эппин учительсен, врачсен, уполномоченнӑйсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсем туса хурар», — тесе каланине те илтме пулать. Паянхи сессире те кун пирки тӗрлӗ шухӑшлӑх сисӗнчӗ. Ҫапах та Раҫҫейре те ун пек уполномоченнӑй пур-мӗн те, усламҫӑсен хӳтӗлевҫи ҫинчен калакан саккуна йышӑнчӗҫех. Ҫӗнӗ саккуна пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен 4,38 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Уполномоченнӑй рангне министрӑннипе танлаштараҫҫӗ. |
«Хавал» обществӑлла халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарти троллейбус управленине тӗп хулари троллейбуссем ҫинче чӑваш тата вырӑс чӗлхине пӗр тан праваллӑ тума ыйтса ҫыру янӑ. Унӑн копийӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫатра та пур-мӗн. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсене икӗ чӗлхепе калаҫҫӗ-ха. Анчах «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ. «Хавал» ун пек пӗлтерӳсене икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла — калама чӗнсе калать. Тата республика Конституцийӗн 8-мӗш статйинче пӑхнине тӗпе хурса: малтан чӑвашла каламалла, унтан — вырӑсла. Асӑннӑ общество организацийӗ троллейбусра вырӑсла ҫырса хунӑ «Кӗмелли» (вӗсен вариантӗнче: Кӗме), «Тухмалли» (Тухма), «Ан таянӑр» йышши сӑмахсене те чӑвашла ҫыртарттарасшӑн. Кондукторсемпе водительсене вара «Эпӗ чӑвашла та, вырӑсла та калаҫатӑп» бейджикпа тивӗҫтерттересшӗн. Ку сӗнӳсене икӗ патшалӑх чӗлхиллӗ регионсен тӗнчери опытне тӗпе хурса хатӗрленӗ иккен. Ҫырӑвӑн копине республикӑн транспорт тата суту-илӳ министрӗ Михаил Янковский патне ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар район прокуратури Шемшер ялӗнчи шкула уҫтармалла тунӑ. Ялта хӑтлӑ шкул пур ҫинче ачасен урӑх ҫӗре вӗренме ҫӳреме тивни пирки Ювеналий Скворцов хастара вӑл тӑрӑхри ҫынсем систернӗ-мӗн. Кӗҫех ҫак пулӑмпа Шупашкар район прокуратури кӑсӑкланса каять, тӗпчеме пуҫлать иккен. Шемшер шкулне икӗ ҫул каялла, авӑн уйӑхӗнче, хупса хунӑ. Унччен ҫавӑнта 7–15 ҫулсенчи 30 ача ӑс пухнӑ. Шкулӑн ӗҫлеме лицензи пулнӑ, ҫурт санитари тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн нормисемпе килӗшсе тӑнӑ. Ачасене вырӑнти шкулсӑр хӑварни пирки ашшӗ-амӑшӗ республикӑн Вӗренӳ министерствине те евителнӗ иккен, анчах вӗсене унтан Шупашкар район администрацийӗ ӑнлантарнине тӗпе хурса хуравланӑ пулать. Ҫынсем вара шӑпах ҫав йышӑну пирки ҫӑхавланӑ-мӗн те... Шемшер тӑрӑхӗнчи ачасен интересне хӳтӗлесе прокуратура судах ҫитнӗ. Унта шкула уҫмалла тесе йышӑннӑ. Йышӑнӑва вӗҫне епле ҫитерессине район прокурорӗ тӗрӗслесе тӑрӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Вӗренӳ министерствин виҫӗ ӗҫченне ачасен тӗп гарантийӗсене тата ҫынсен ҫырӑвӗсене пӑхса тухассин йӗркине пӑснишӗн штрафлама йышӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленине эсир пӗлетӗр пуль-ха. Инспекторсем ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлисене кӑна мар, уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнчисене те хаклаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта тата пӗлтӗр тӗрӗсленине шута илсен мухтанмаллиех ҫук. Уйрӑм хушма хуҫалӑха аталантарма, уйрӑм ҫурт-йӗр тума тесе илнӗ ҫӗрсене хакланӑ та вӗсене тӗллевлӗ усӑ курманни сисӗннӗ. Пӳрт лартма тесе илнисенчен хӑшӗсем ҫинче пӗр хуралтӑ та хӑпартман иккен. Унтан та ытларах — ӗҫе пуҫӑнас тӗлли-палли те ҫук иккен: никӗсне те яман, стройматериал та кӳрсе килмен. Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе илнӗ ҫӗрсем те хӑшӗсем хыт хура айне пулнӑ-мӗн. Чи кӑсӑкли кунта — пӗрне хурласа теприне мухтаймасси. Кӑлтӑксем кашни районтах тупӑнаҫҫӗ-мӗн. Ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курманни саккуна пӑсни пулнине кура вӗсен хуҫисене явап тыттарма — штрафлама — йышӑннӑ. Тӗрӗслеве малашне те ирттересси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чылай чухне пирӗнтен ытларӑхӑшӗ масар ҫине Ҫимӗк умӗн кайса тирпейлет. Патӑрьел районӗнчи Тури Тӑрмӑш ялӗнче пурӑнакансем ҫӑва сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшланӑран ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма ӑнтӑлаҫҫӗ. Акӑ вӗсем виҫӗм кун, ялӗпех шӑматкунлӑха тухнӑ. Ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Евгения Сергеева йӗркелесе ертсе пынӑ. Ҫӑва ҫинчи курӑка вунӑ ҫынтан тӑракан ушкӑн тиеме хутшӑннӑ. Ҫак ял ҫыннисем Сергей Николаев тата Алексей Сахаров хӑйсен техникине — пӗри мотоблок, тепри трактор — уйӑрса пулӑшнӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян Вӑрнар районӗнче депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвӗн проекчӗсенчен пӗрне, район Уставӗпе ҫыхӑннине, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑрнарсем районӑн тӗп документне улшӑну кӗртмелле. Кун пек тума Устава вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан саккунпа килӗштерсе тӑмалла тӑвассипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Ҫапла вара депутатсем йышӑнсан Уставӑн 24-мӗш статйи 7.1 статья хутшӑнӗ. Унта Вӑрнар район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене Раҫҫей Президенчӗ шанмасан пӑрахӑҫлаттарма май пурри пирки каланӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗн шанӑҫӗнчен тухас мар тесен район пуҫлӑхӗн те, унӑн мӑшӑрӗн те, ачисенчен те укҫа-тенкӗпе ытти пурлӑха ют-ҫӗршыв банкӗсенче тытма юрамасть. Ют ҫӗршыври укҫа-тенкӗпе усӑ курни те ӗҫ вырӑнӗпе сыв пуллашасси патне илсе ҫитерӗ. Сӑмах май, кунта тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Устава ҫапла йышӑну кӗртесси вӑрнарсене кӑна пырса тивмест. Пурте пӗр ҫӗршывра пурӑннине кура ун пек улшӑнусем кашни муниципалитетах пырса тивесси пирки тӗшмӗртме йывӑр мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗллехи Акташкасси Ҫулла кӑҫал пирӗн тӑрӑха шӑрӑх ҫанталӑкпа килчӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче лару-тӑру ытлашшиех япӑх мар пулин те ҫавах та унта та шыв ҫителӗксӗррипе аптӑраҫҫӗ. «Хыпар» хаҫат (паянхи кӑларӑм) пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Акташкассинче те шыв ыйтӑвӗ ҫивӗч. Пачах та шывсӑр мар-ха — 20 метр тарӑнӑш икӗ пусӑ пур. Акташкассисене вара скважина юрӑхсӑра тухни, ӑна халӗ те юсаманни пӑшӑрхантарать иккен. 1992 ҫулта туса лартнӑ хыҫҫӑн 5–6 ҫултан вӑл типсе ларнӑ имӗш. Кайран, хӑвсамӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ унашкал лару-тӑрура япала майӗпен-майӗпен юрӑхсӑра тухать. Кунта та юсаман. 2004 ҫулта Л. Анисимов пенсионер шыв пӑрӑхне юсас тӗлӗшпе ӗҫе пикеннӗ иккен — проектне хатӗрленӗ, тӗрлӗ кантура ҫыру ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑхран пулӑшу илес тесен ӗҫе пӗр-пӗр программӑна кӗртмелле. Ял халӑхӗ тӑрмашнӑ, министерствӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Анчах та, 2005 ҫултанпах строймин ӗҫченӗсем «хушма укҫа» тупӑнасса кӗтеҫҫӗ имӗш. Пӗлтӗр тата проект кивелни пирки пӗлтернӗ пулать — хутсене ҫӗнӗрен хатӗрлемелле имӗш, вара 2017 ҫулхи программӑна кӗртме шанӑҫ тупӑнӗ. Шыв ялта кирлех. |
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен (халӗ те унтах-ши, пӗлейместпӗр) Ксения Глунцовӑна тӗрлӗ телешоусене кӑмӑллакансем палласа ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Вӑл Андрей Малаховӑн «Пусть говорят» кӑларӑмне те хутшӑннӑччӗ, «Давай поженимся» шоура вара каччӑ шыранӑччӗ, «Прямой эфир» кӑларӑма кайнӑччӗ. Нумаях пулмасть хайхи Турцие ҫитнӗ. Ҫук-ха, телекӑларӑмра ӳкерӗнме мар, канма кайнӑ. Анчах пике унти Вӑтаҫӗр тинӗсре шар курнӑ иккен. Ӑна уринчен акула евӗр пулӑ ҫыртнӑ имӗш. Унта 30 доллар тӳлесе тухтӑрсенче пулӑшу илнӗ-мӗн. Халӗ пикене Шупашкарти тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ, халӗ ун сывлӑхӗшӗн хӑрушши ҫук-мӗн. Ҫапах та хӗр Андрей Малаховӑн кӑларӑмне каяймасси пирки пӑшӑрханать иккен, мӗншӗн тесен ӑна авӑн уйӑхӗнче телешоуна чӗнме пулнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗпчевҫӗсем «Чӑвашавтодор» предприятин директорӗ Александр Волков 43 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ тесе шухӑшлани пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух ӑна икӗ уйӑхлӑха арестленӗччӗ. Волкова хӳтӗлесе ваккат ӑна ирӗклӗ ҫӳреме урӑхла майпа чарма ыйтса аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ-мӗн, анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ку ыйтӑва тивӗҫтермен иккен. «Чӑвашавтодорӑн» гендиректорне хӳтӗлесе предприятире алӑ пусас компани пуҫланнӑ имӗш. Унта Волков ерсте пынӑ вӑхӑтра организаци епле ҫитӗнӳсем туни пирки каланӑ-мӗн. Предприятире тӑрӑшакан 1 400 ҫынтан хальлӗхе 500-шӗ алӑ пуснӑ иккен. Ӗҫрен хӑтарассипе хӑратса ал пустарни пирки сарӑлнӑ сас-хурана «Чӑвашавтодорӑн» пресс-служби сивленӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |