«Хӑрушсӑр тӑван ҫӗршыв» общество организацийӗ патшалӑх саккасӗ валли пӗлтӗр туяннипе регионсен коррупциллӗхне палӑртнӑ. Раҫҫейӗпе илсен пирӗн республика 73-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку вӑл 83-рен. Тепӗр майлӑ каласан, эпир ытла коррупциллисен шутӗнче мар иккен.
Чӑваш Енре пӗлтӗр патшалӑх саккасӗ валли 37 миллиард тенкӗлӗх туянмалли конкурс ирттернӗ. Пӗтӗмпе — 18,8 пин ытла хутчен. Ҫӑхавсене тӗрӗсех шӑрҫаланӑ тӗслӗхсем 92 хут тӗл пулнӑ, контракта алӑ пусма 47 хутчен чарса лартнӑ.
Патшалӑх валли суту-илӳ ирттерессинче чи коррупциллӗ регионсен шутне Чечен Республики, Чукотка автономи округӗ, Дагестан Республики кӗнӗ. Уйрӑмах «тасисем» хушшине Брянск облаҫӗ, Мӑкшӑ тата Тутар республикисем лекнӗ.