Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раҫҫей тав ативӗҫлӗ юрӑҫи ШАМАН Канаш хулинче кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ. Кун пирки вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Юрӑҫ Канашра Пензӑна кайнӑ чухне чарӑннӑ. Пуйӑс кӗтнӗ чухне вара вӑл хулапа паллашма шухӑшланӑ. Вокзал ҫывӑхӗнче, ӑна хирӗҫ урамра, ШАМАН сутакан кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ, ытлашши укҫана каялла илмен.
«Чукун ҫул мана ҫӗнӗ хуласемпе малалла паллаштарать. Хальхинеч пуйӑс кӗтнӗ вӑхӑтра илемлӗ Канаш хулипе паллашрӑм. Пуйӑса каялла телейлӗ таврӑнтӑмӑр, пушӑ алӑпа мар», — ҫапла ҫырнӑ юрӑҫ хӑйӗн страницинче.
