Светлана Асамат юрринчи йӗркесене юри ылмаштартӑм. Унта вӑл «Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма» тетчӗ-ха. Кунта вара Вӑрнар районӗнчи 31 ҫулти пӗр хӗрарӑм ача ҫине ача хӑй усаллӑхне ниҫта шӑнӑҫтарайман чух кӑларса яма ҫуратнӑ тейӗн. Ҫакскерӗн хӗр пӗрчӗкӗсенчен чи асли вуннӑра пулнӑ, вӑталӑххи — тӑххӑрта, кӗҫӗнни — улттӑра.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен вӑл хӑйӗн амӑш тивӗҫне пурнӑҫламан. Апат та йӗркеллӗ ҫитермен-мӗн, ҫипуҫпа иртӗхтермен. Хӑйӗн пырне хӗртме вара манман. Пирусне мӑкӑрлантарма та укҫа-тенкине майлаштарса пынӑ. Килне ӳсӗр ҫынсем пухнипе ачасене ҫывӑрса канма та паман. Ҫемьен пӗртен пӗр тупӑшӗ ача укҫи пулнӑ. Ӗҫсен хӗрарӑм кӑраланса кайнӑ. Ал айне мӗн кӗнӗ, ҫавӑнпа ҫапнӑ. Пӗринче тата пируса пӗр хӗрӗн аллине пусса сӳнтернӗ.
Усал амӑшӗн тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Опекӑпа попечительство органӗсем ӑна амӑш правинчен хӑтарас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хайхисем маларах ку ҫемьери лару-тӑру пӗлсех кайман-ши?...