Нумай пулмасть «Хаббл» телескоппа асӑрханӑ пирӗн Ҫӗр пекен сенкер планета шывпа мар, кантӑкпа витӗннӗ иккен. Маларах ӑсчахсем унта тинӗссемпе океансем сарӑлса выртнӑ тесе шухӑшланӑ, анчах тӗплӗрех тунӑ тӗпчевсем пачах урӑхла ӳкерчӗк кӑтартнӑ имӗш. HD189733b номерлӑ планета, иккен, хӑйӗн ҫӑлтӑрӗнчен питӗ ҫывӑхра вӗҫет. Ҫавӑнпа та ун ҫиӗнчи температура 1 пин градус таран ҫитет. Питӗ вӗри пулнӑран планета ҫийӗнчи кремний ирӗлсе кантӑк евӗр пулса ларнӑ. Унсӑр пуҫне планетӑра вӑйлӑ ҫил вӗрет пулас — унӑн хӑвӑртлӑхӗ пӗр сехет хушшинче 7 пин ҫухрӑма ҫитет. Шӑп та лӑп ҫавна пула планета ҫийӗн ирӗлнӗ кантӑк тумламӗсем вӗҫеҫҫӗ те имӗш. Сенкер тӗс ҫак пулӑмсемпе ҫыхӑнать те иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парассине ҫӗршывра агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗ пирки калакан наци проектне йышӑннӑ хыҫҫӑн тытӑнчӗҫ. Банкран илекен ахаль кредитпа танлаштарсан, унӑн процент ставкине субсидиленӗ май, процентне сахалтарах тӳлемелле. Шӑпах ҫакӑ илӗртет те ҫынсене. Ара, курттӑм укҫа пур чухне те тупаймастӑн-ҫке. Кун пек вара харӑс илсе пӗчӗккӗн татса пыма пулать. Улатӑр районӗнче пурӑнакансем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӑмӑллӑхлӑ условипе паракан кивҫене 56,5 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Чуварлей, Атрать, Ҫӗнӗ Энтриел, Ҫӗнӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем уйрӑмах хастар-мӗн. Кивҫене кам выльӑх-чӗрлӗх хуралтисене юсаса ҫӗнетме, кам выльӑх-чӗрлӗх туянма тӑкаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Эмоция» ташӑ ушкӑнӗ Пӑлхарта пӗчӗк хрусталь кӳлепине тивӗҫнӗ. Вӗсем ташланӑ чӑваш ташши жюри членӗсемпе куракансене хытах килӗшнӗ. — Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен конкурса килсе ҫитнӗ пултаруллӑх ушкӑнӗсем 5 кун хушши фестиваль хӑнисене савӑнтарнӑ. Эпир вара икӗ ташӑпа конкурса хутшӑннӑ: «Тутар вӑййи» тата «Наци йӑли-йӗркисенчен тытӑнса тӑракан чӑваш наци ташши». Юлашки ташӑна куракансем тӳрех тимлерӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннисем валли вара ташӑ чӑн та ҫӗнӗлӗх пулчӗ, — пӗлтерет хорэографи ушкӑнне ертсе пыракан Пётр Пашков. Конкурса йӗркелесе пыракансем пирӗн ентешсене Украина тата Испани ҫӗршывӗсенче пулса иртекен ташӑ мероприятийӗсене хутшӑнма чӗннӗ. Ку шанӑҫа ҫамрӑк ташӑҫӑсем хаваспах йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Налук пухассипе пуль тетӗр-и? Ӑна-кӑна калама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен сӑмахӑм асӑннӑ служба ӗҫченӗсем спартакиадӑра ҫӗнтерни пирки пырать. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвне 13 ушкӑн пухӑннӑ. Спартакиада ҫак уйӑхӑн 9-10-мӗшӗсенче Чулхулара иртнӗ. Спортсмена ҫаврӑннӑ налукҫӑсен пӗчӗк футбол, волейбол, сӗтелҫи теннис тата бадминтон енӗпе тупӑшма тивнӗ. Чӑваш Енӗн ушкӑнӗ тивӗҫлипе ӑмӑртса пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗ-аршӑ вӗлле хурчӗ тытнине пула ҫулла пахчана кӑна мар, кил хушшине те тухаймастпӑр тесе каланине тӑтӑшах илтме тивет. Чӑн та, пӗрисем (хурт тытакансем) пылне ҫиеҫҫӗ, теприсем (вӗсен кӳршисем) вӗлле хурчӗ сырӑннипе нушаланаҫҫӗ. Кун пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗнче те сахал мар-мӗн. Кашни япалан йӗрки пулмалла. Ҫав шутра — пыл хурчӗ тытассин те. Вӗллесене кӳршӗсен чиккинчен вунӑ метртан кая мар инҫӗшре лартса тухмалла тесе ӑнлантарать Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗ. Урӑхла май ҫук тӑк вӗллесене икӗ метртан кая мар ҫӳллӗшӗнче вырнаҫтармалла е кӳршӗ-аршӑн ҫӗрӗнчен икӗ метртан кая мар ҫӳллӗш карта е ҫавӑн пек ҫӳллӗ хуралтӑ уйӑрмалла. Пыл хучӗ тытассин правилисене пӑхӑнмасан хуҫисене саккунпа килӗшӳллӗн яваплӑх кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарти Ленин районӗнче «2013 ҫулти капиталлӑ ремонт тата нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене, ҫурт таврашӗнчи ҫула хӑтлӑх кӗртесси» муниципаллӑ ятарлӑ программӑна пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. «Гарант» тата «Стройсфера» ТМЯОсем 67 адреспа 25 709 тӑваткал метр картиш лаптӑкне юсама планланӑ. Утӑн 10-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх асӑннӑ организацисем 7 018 тӑваткал метр лаптӑкра хӑтлӑх кӗртнӗ те иккен. Паянхи куна илсен вӗсем Совхоз тата 9-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗсенчи картишсенчи ҫула юсаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Противогаз кӑна мар тата наҫилкка та панӑ. Кун пирки Муркаш район админиcтрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Гражданла хӳтӗлевӗн ҫак хатӗрӗсене районти мӗнпур шкула валеҫнӗ иккен. Ҫапла вара Муркаш тӑрӑхне 1800 противогазпа 69 наҫилкка ҫитнӗ. «Асӑннӑ пурлӑха вӗренӳ тӗллевӗпе усӑ курмалла», — тесе пӗлтернӗ райадминистрацин официаллӑ сайтӗнче. Эпир шкулта вӗреннӗ чухне пире противогазсем тӑхӑнтартса ҫырмана чуптарнине астӑватӑп-ха. Маларах асӑннӑ хатӗрсене, тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн урокӗсенче темӑна лайӑхрах ӑша хывтарма усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Кун пек уява тахҫанах курман», — тенӗ-мӗн Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти уява пухӑннисем. Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрлӗн кӗрлекен ял кунӗ пуль тетӗр-и? Мар-ха. Вӑл тӑрӑхри халӑх валли утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти райпо пысӑк уяв туса панӑ. Мӑн Сӗнтӗрти потребитель обществин савӑнмалӑх-палӑртмалӑх сӑлтавӗ чӑннипех пулнӑ — вӑл 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вырӑнти райпон «ҫавра» дата ҫывхарнине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малтанах туйса тӑнӑ: иртнӗ уйӑх тӑршшӗпех райпо лавккисенче «Чи хастар туянакан» акци иртнӗ. Кам пин тенкӗрен ытлалӑх туянать, ҫавӑ лотерейӑна хутшӑнма тивӗҫет. Уявра вара чи хастар туянакансене парнесемпе чысланӑ. Николай Прохоров (уяв пирки хыпарлакан информацире вӑл ӑҫтан пулнине, шел те, каламан), сӑмахран, велосипедлӑ пулса тӑнӑ иккен. Ӑна кӑна чысламан-ха, ыттисене те парне лекнӗ. Кама — пӗчӗк хумлӑ кӑмака, кама — электричествӑпа ӗҫлекен чейник, кама — парне сертификачӗ. Парне списокӗнче ҫавӑн пекех — карас телефонӗ, телевизор, электровентилятор. Пурне те асӑнса пӗтереймӗн... Уяв вара ирхи вунӑ сехетре мини-футболтан пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Ҫынна ырӑ тӑвиччен усал ту», — тесе такам ӑшши-пӑшшипех каланӑ пуль ҫав. Вӑрнар районӗнчи кинемей хӑйӗнчен икӗ ҫул ҫамрӑк арҫынна лешӗн пурӑнма вырӑн ҫуккине кура (вӑй питтин ҫурчӗ юрӑхсӑра тухнӑ иккен) хӑй патне пурӑнма кӗртнӗ. Ватӑ ҫынна пӗччен ҫӑмӑл мар та, хама пулӑшӗ тесе шухӑшланӑ-ши? Пӗр пилӗк ҫул таран усранӑ вӑл ӑна. Кинемей ҫулне кура мар вӑр-вар пулнӑ курӑнать: 91 ҫулхискер пӗр кунхине вӑрӑлӑх лартнӑ сухана кӑларса пуҫтарнӑ. Ун патӗнче пурӑнакан 45 ҫулхи арҫын шучӗпе вара ӑна кӑларма васкамалла пулман. Ӳсӗр арҫын сӑмахпа кӑна ятланӑ-и — кинемее аяк пӗрчи хуҫӑличченех хӗнесе пӗтернӗ. Кайран ӑна вӑл вырӑн ҫине вырттарнӑ, хӑй те ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Ирпе пӑхать те ватӑ сывламаннине асӑрхать... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре 848 ҫын наркӑмӑшланнӑ. 100 ҫын пуҫне илсе пӑхсан кӑтарту 68,0 тӗслӗхпе танлашать иккен. Иртнӗ ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен ку вӑл 2,6 процент пӗчӗкрех. Тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе сиенлекенсен хушшинче такам та пур: ватти-вӗтти, арӗ-арӑмӗ. Наркӑмӑшланнин йышӗпе Куславкка, Красноармейски районӗсем, Шупашкарпа Канаш хулисем начаррисен шутӗнче. Спиртлӑ шӗвексемпе 374 ҫын шар курнӑ, вӗсенчен 27-шӗ вилнӗ. Ҫапах та эрех-сӑрапа сиенленекенсен шучӗ пӗлтӗрхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен чакнине палӑртма кӑмӑллӑ. Инфекционитсенчен пулӑшу ыйтни тӑрӑх хакласан, хаяр шӗвекпе иртӗхме арҫынсем ытларах кӑмӑллаҫҫӗ тесе шухӑшлама май килет. Спиртлӑ шӗвеке пула наркӑмӑшланнисен шутӗнче 80,2 проценчӗ — шӑпах вӗсем. Ҫынна пульница койки ҫине суррогат кӑна мар, этил спирчӗ те илсе ҫитерет: 374 тӗслӗхрен 65 проценчӗ шӑпах ӑна пула аптӑранӑ та. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен шучӗ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарпа Канаш хулисенче ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |