Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнче тӑвакан йӑлари хытӑ каяшсен полигонӗ патне ҫитмелли ҫула хула витӗр мар, айккипе ярасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Паян ку ыйтупа тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем ӗҫсем пыракан вырӑна тухса паллашнӑ. Йышра ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, транспорт тата ҫутҫанталӑк министрӗсем Михаил Янковскийпе Иван Исаев пулнӑ. Ҫул Шупашкар район территорийӗпе иртсе каять те, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров та ыйтӑва сӳтсе явнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Объекта ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре туса пӗтермелле иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене маларах ку ыйту кӑсӑклантарман та. Пур та — аван. Пӗрех мар-им епле ӑшӑнни? Халӗ вара ку ыйту ӑшӑ шывпа усӑ куракансене пурне те кӑсӑклантарать. Ҫапла, хваттерти шыв икӗ майпа ӑшӑнать. Специалитсем уҫӑ тата хупӑ тытӑм ҫине уйӑраҫҫӗ. Ҫавна кура ҫынсем ӑшӑ шывшӑн тӗрлӗрен тӳлеҫҫӗ. Пирӗн епле-ши тесе пуҫ ватакансен ыйтӑвне уҫӑмлатма пулӑшас тӗллевпе Шупашкарти тытӑм компанисенчен пӗри — «Эткер» — Трактор тӑвакансенчен проспектӗнчи ҫуртсене журналистсене экскурсие чӗннӗ. Чӑваш Енӗн тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗ Иван Никитин ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, уҫӑ тытӑм текеннинче шыв ансат меслетпе ӑшӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун йышшисенче шыва ӑшӑ сетӗнчен тӳрремӗнех илеҫҫӗ. Вӑл шыв таса, анчах ун пахалӑхӗ начартарах иккен. Хупӑ тытӑмра пӑрӑхпа пырса ӑшӑтмалли прибор патне ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Дмитрий Тарабин Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, Хусанта иртекен 27-мӗш ҫуллахи универсиадӑра пирӗн ентеш, Шупашкарти аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗн 2-мӗш курс студенчӗ Дмитрий Тарабин сӑнӑ ывӑтнипе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. РИА хыпар агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх спортсмен сӑнӑна ывӑтса пӗрремӗш хутӗнчех чи лайӑх кӑтартусем тунӑ: сӑнӑ 83 метр 11 сантиметр тӑршӗ вӗҫнӗ. Кӗмӗл медальне Джон Роберт кӑнтӑр африканеце ҫӗнсе илнӗ. Ун кутартӑвӗ — 81,63 метр. Виҫҫемӗш вырӑна вара Фатих Аван турккӑ спортсменӗ тивӗҫне (81,24 метр). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Видеоконференци вӑхӑтӗнче Республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсем уй-хир ӗҫӗсене яланах маларах пуҫланаҫҫӗ. Вырмана вӑл енчисем тунтикунах тухнӑ иккен. Яваплӑ ҫак ӗҫҫине пуҫӑнни пирки чи малтан Елчӗк районӗнчи «Победа» общество хыпарланӑ-мӗн. Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермер ир пулакан купӑстана касма тытӑннӑ. Сӑмах май, ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки республика элтеперӗ Михаил Игнатьев тунтикун районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоконференци вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ. Ял хуҫалӑх культурисене мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсенче (кунта предприятисемпе фермерсем кӗреҫҫӗ) пурӗ 549,3 пин гектар ҫинче акса-лартса хӑварнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл 4,9 пин гектар ытларах иккен. Кӑҫал тӗш-тырӑпа пӑрҫа йышшисене ытларах акнӑ. Техника культурисене — рапса, горчицӑна, хӗвелҫаврӑнӑш — туса илекенсем те йышланнӑ. Ака лаптӑкӗсене 15 районта ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах элӗксем, вӑрнарсем, канашсем, хӗрлӗ чутайсем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем ака-суха лаптӑкӗсене чакарнӑ. Ял хуҫалӑх культурисен лаптӑкӗсене уйрӑмах ҫӗмӗрлесем самай пӗчӗклетнӗ иккен, унта 30 процента яхӑн сахаллатнӑ, виҫӗм ҫулхинчен вара — икӗ хут таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Утӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри халӑх хаваспах юрату тата шанӑҫлӑх кунне паллӑ турӗ. Уяв кунне республикӑ тӗп хулинче те районсенче те тӗрлӗрен мероприятисем иртнӗ. Канаш хулинче вара ҫак кунхине 70 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурта купалассипе ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫуртӑн пулас кил-хуҫисем — ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсемсӗр пуҫне аварилле кил-ҫуртран куҫарас программипе килешӳллӗн 10 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсен кил хуҫисем пулса тӑрӗҫ. Строительсем ҫӗнӗ ҫурт таврашӗнче ача-пӑча лаптӑкне туса лартнӑ, подъездалла ҫул сарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, Венгри ҫӗршывӗнчен ача-пӑча делегацийӗ Шупашкара хӑнана ҫитмелле. Ку йӑлана Шупашкарпа Эгер (вӑл шӑп та лӑп Венгрире вырнаҫнӑ) хулисем тӑванлашнӑ хыҫҫӑн пуҫарса янӑ. Ҫавна май утӑн 14-31-мӗшӗсенче венгр ача-пӑча ушкӑнӗ кану программипе килешӳллӗн сывлӑха ҫирӗплетекен тата пӗлӳ паракан «Бригантина» центрта кун каҫаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ йӗркеленӗ культура мероприятийӗ программипе килешӳллӗн килсе ҫитнӗ хӑнасене хулан паллӑ вырӑнӗсемпе, наци историйӗпе тата йӑла-йӗркисемпе паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех хула музейӗсенче, кану паркӗсенче, кондитер фабрикинче, тӗрлӗ предприятисенче экскурсисем иртерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне венгр ача-пӑчисем хула ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ку икӗ тӗрлӗ хулари ҫамрӑксем хушшинче туслӑ ҫыхӑнусене йӗркелеме пулӑшӗ. Пӗлме, 2007 ҫулта Шупашкарти пултаруллӑ ача-пӑча ушкӑнӗ Эгер хулин муниципалитечӗ йыхравӗпе «Культурӑсен тӗлпулӑвӗ» халӑхсем хушшинчи ача-пӑча лагерьне кайса курнӑ. Унта вӗсене хула историйӗпе, культурипе, паллӑ вырӑнӗсемпе, йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӑлӑхсемпе ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ (кунта тӗрлӗ сӑлтава пула, сӑмахран, эрех-сӑрана хӑйсен тӗпренчӗкӗсенчен мала хунишӗн ашшӗ-амӑшӗн правине туртса илнисен е ҫав правана хӗснисен ывӑл-хӗрӗ кӗрет) ачасене ҫемьере ӳстересси юлашки ҫулсене патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсенчен шутланать. Ара, кил ӑшшине нимӗн те ҫитмесси каламасӑрах паллӑ-ҫке. Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе черетлӗ Хушу кӑларнӑ. Тӑлӑхсемпе ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисене патшалӑх енчен пулӑшу кӳрессипе хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен калакан ҫав документра усрава илекен ҫемьесене пӗр хутчен пособи тӳлессине те пӑхса хӑварнӑ. Тӗрӗссипе, ун пек тӳлев пирки пӗлтӗрхи кӗркуннех саккун кӑларнӑччӗ. Маларах ӑна 300 пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ. Хальхи Указра унӑн виҫине 75 пин тенкӗ ӳстерме йышӑннӑ. Тупрана ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма, ачан сывлӑхне ҫирӗплетме е сиплеме, ачана вӗрентме яма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак кунсенче Финляндире (Тампер хулинче) ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫамрӑксен чемпионачӗ иртет. Унта кайнӑ Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн 5 ентеш кӗнӗ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Светлана Васильева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ спортсменка наци командинче икӗ регион — Чӑваш тата Мордови Республикисен чысӗсене хӳтелет. Ӑмӑртура 5 вӑйлӑ спортсменсен йышне тепӗр пирӗн ентеш Нина Охотникова та кӗме пултарнӑ. Шел пулин те тата тепӗр республика спортсмене Кирилл Фролов 20 ҫухрӑм дистанцире 17-мӗш финиша тухса ҫӗршыв чысне тивӗҫлипех хӳтелеймен. Тата тепӗр пирӗн икӗ ентеш хӑйсен стартне кӗтеҫҫӗ. Екатерина Блескина 100 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртӑва хутшӑнма хатӗрленет. Катерина Федотова вара ҫӳле сикес секторта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫессишӗн ӑмӑртать. Европа чемпионачӗ вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче вӗҫленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак кунсенче республикӑра ҫемье пахалӑхӗсене упраса хӑварас тӗлӗшпе тата ачана пӑрахтарнӑ пулӑмсене хирӗҫ тӑма чӗнекен «Пурнӑҫ парнеле!» ятпа акци иртет. Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кунсенче хӗрарӑмсен канашӗнче уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Кӑмӑл тӑвакансем унта психологсемпе, юристсемпе тата социаллӑ ӗҫченӗсемпе тӗл пулса кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе явма пултараҫҫӗ. Паян Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницинче «Пепке ҫураласса кӗтни» ятпа пур хӗрарӑмсен пултаруллӑх ӗҫӗсенчен ятарлӑ курав уҫнӑ. Презединт пепкелӗх центрӗнче вара пулас амӑшсен дефилене ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
И.Н.Ульянов ячӗлле Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗнче «Хусанти 2013 ҫулхи XXVII Тӗнчери ҫуллахи универсида» ятпа ятарлӑ сӑнкуравне уҫнӑ. Куравра 2013 ҫулхи чи пӗлтерӗшлӗ спорт мероприятине ҫутатса паракан сӑнӳкерчӗкесене курма май пур. Ӗҫсене ятарласа Универсида уҫӑлнӑ вӑхӑталла ҫакнӑ. Унсӑр пуҫне ӗҫсен пӗр пайне университет истори музейӗнче те курма пулать. Пӗлме, 2011 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетне «Ҫуллахи Универсиада ВУЗӗ — 2013» статуса панӑ. Паяна Тутарстан тӗп хулинче асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн 90 яхӑн студенчӗ волонтер пулса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |