Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче диплом илекенсене чысланӑ пулнӑ. Вӗренсе тухакансене саламлама уяв каҫне ятарласа Чӑваш Республикин культура, национальность ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева килнӗ. Вӑл диплом илекенсене ӑнӑҫу суннӑ, кашниех пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн тупасса шанса каланӑ. Культура институчӗ хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне 12 ҫул хушши тытса пырать. Учрежденире ҫулсерен пултаруллӑ музыкҫӑсем, театр ӑстисем вӗренсе тухаҫҫӗ. Диплом илекенсенчен чылайӑшӗ хӑйсен малашнехи пурнӑҫне чӑвашлӑхпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗрпӳ ярмӑрккиЯрмӑрккӑра Ҫӗрпӳ ярмӑркки виҫҫӗмӗш кун пырать. Кӑҫалхи пек уяв кунта тахҫантанпах пулман пулӗ — вӑл культура, спорт программисемпе пуян. Республикӑри тӗрлӗ районсенчен килсе ҫитнӗ фольклор коллективӗсем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ, районти драма кружокӗсемпе халӑх театрӗн ушкӑнӗсем спектакль сыпӑкӗсене кӑтартрӗҫ. Мотокросра та, штанга йӑтассипе тупӑшнӑ ҫӗрте те халӑх йышлӑ пухӑнчӗ, бокса, волейбола, шашкӑпа шахмата юратакансем те тулли кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Ярмӑрккӑра ал ӑстисем хӑйсем япалисене сутрӗҫ. Кунтах тӗрлӗрен аттракционсем, карусельсем нихҫанхинчен йышлӑ ӗҫлерӗҫ. Какай шӳрпи е шашлык ҫиес текенсем, тумтир таврашӗ е асӑнмалӑх парне туянас текенсем валли тӗрлӗ лавкка нумай ярмӑрккӑ тӳремӗнче. Йӑлана кӗнӗ Тихвин ярмӑркки ыран ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫленет. | ||
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Шупашкарти ШӖМ управленийӗн хурал уйрӑмне шӑнкӑрав ҫитнӗ пулнӑ — велосипед вӑррине тытни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл кунхине 18:30 сехет тӗлнелле 10 ҫулхи арҫын ача Граждан урамӗнчи 131 ҫурт подъездӗнче «тимӗр лашине» кӑкарса хӑварнӑ. Хӑй вара 10 минутлӑх юлташӗ патне кӗнӗ. Тантӑшӗ патӗнчен тухсан велосипед ҫухалнине асӑрханӑ. Арҫын ача аптраса ӳкмен, хӑйӗн юлташӗпе поъезд умӗнче ларакансенчен унӑн ҫӳрев хатӗрӗ ӑҫта кайса кӗме пултарни ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. Пӗри вара палламан ҫынна асӑрханӑ пулать — вӑрӑ велосипеда йӑтса Мата Залка урамӗ еннелле кайнӑ иккен. Аслисем ача-пӑчана хӳтте кӗме шухӑшланӑ — вӑрӑ ҫулӗпе йӗрлесе кайнӑ. Вӑрра кӗске вӑхӑт хушшинчех тытнӑ, вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пасарне ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен. Полици ӗҫченӗсене те шӑнкӑравланӑ. Велосипед вӑрри 55 ҫулта иккен. Тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн ӑна хайхи ҫакӑн йышши ӗҫсемшӗн малтан та явап тыттарнӑ пулнӑ имӗш. Вӑрланӑ велосипед хакӗ 5 000 тенкӗ пулнӑ. Хӑйне ярса иличчен вӑрӑ «тимӗр лашана» 500 тенкӗпе палламан ҫынна сутса яма та ӗлкернӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли Республикӑра ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли кун ҫути курни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Фото-видео регистратор приборӗ вырнаҫнӑ таврашӗнче ҫӗнӗ паллӑсене утӑн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухмалла пулнӑ. Ҫапла вара хальхи вӑхӑтра Шупашкарӑн тӗп ҫулӗсем ҫинче вӗсене хӗрсе кайсах ҫакаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн ҪЙХПИ управленийӗ хушнипе ҫак палла «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсем 5 адреспа вырнаҫтарнӑ — пурӗ 21 штук. Пӗтӗмӗшле ӗҫе вара ҫак кунсенче вӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, XXIV Раҫҫей Олимп кунне халаласа Вӑрмар посёлокӗнче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне тата Олимп кунӗн темипа асфальт ҫинче ӳкерӳ конкурсне ирттернӗ. Мини-футбол, урам баскетболӗ — тӗрлӗ тӗслӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унсӑр пуҫне «Илем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче дартс вӑййипе, сӗтелҫи тенниспа, шывра ишессипе ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫакӑнтах «Шыври хаваслӑ стартсем» те пулнӑ. Спорт уявӗ «Урмары» ФК — «Локомотив» (Канаш) футбол командисем вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӑлӑха юлнӑ, ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗсӗр ача ҫуртӗнче ӳсекен ачасем шел пулин те пирӗн республикӑра та самаях. Тен, ҫемье ӑшшине, йӑпатнине, кирлӗ чухне канаш пама пултарнине — ҫак хӑватсене нихҫан туйса курман ачасем ҫунатсӑр кайӑк пек тискер пурнӑҫ хирӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхсен те, «пысӑк» чӗрелле ҫынсен те чи ҫутӑ тӗллевӗ вӑл — тӑлӑха юлнӑ ачасен, пулӑшу кӗтекенсен чӗрисенче шанчӑк кӑвайтне упраса пырасси. Ҫуллахи кунсем пур шӑпӑрланшӑн чи савӑк кунсем. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене вӑл вӑхатра час-часах кану ҫурчӗсене, хула ачасене — яла, ялтисене — хулари тӑванӗсем патне канма кайса яраҫҫӗ. Ача ҫуртӗнче ӳсекен шӑпӑрланӑн вара нумай чухне ҫуллахи кунсем пӗлтерӗшсӗр иртеҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса «Сывлӑх планети» проект ҫуралнӑ та. Ӑна ятарласа ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳсекен ачасем валли пуҫарса янӑ. Проект тӗллевӗ — ача ҫуртӗнче, интернатра, ашшӗ-амӑшсӑр ӳсекен ачасене валли ҫуллахи кану кунӗсене савӑнӑҫлӑ, кӑсӑклӑ туса парасси. «Сывлӑх планети» хӑйӗн ӗҫне утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫлӗ. Асӑннӑ проект Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ятарлӑ (тӳрленме пулӑшакан) шкул-интернатра ӗҫлеме тытӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Юрату вӑхӑтлӑха ӑс-тӑна минретме пултарнине илтнӗччӗ те пуль, анчах унӑн каварлӑхӗ ҫынна термене ӑсатма пултарни пирки пӗрремӗш хут тӗл пулатӑп. 22 ҫулхи качча хӑйӗн хӗрӗпе тӗл пулмалла васканӑ тет. Укҫи-тенки унӑн пулман, ҫапах тӗлпулӑва вӑл пуш алӑпа каяс темен. Чечек сутакан лавккана кайнӑ, унта кӗл чечек саккасланӑ тет. Сутӑҫ чечеке чӑркас тесе йӑпӑртлӑх ҫаврӑннӑ хушӑра каччӑ хӑвӑрт кӑна ӑна йӑтнӑ та лавккаран тухса вӗҫнӗ. Вӑрра тытас тесе лавкка хуралҫи хыҫҫӑнах чупса тухнӑ, анчах хайхи каччӑ ӑна ҫӗҫӗпе хӑратнӑ тет. Ҫапларах ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ иккен республикӑмӑрӑн тӗп хулинче. Вӑрӑ-хураха ҫав ҫавах каярах тытнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ҫак ӗҫ-пуҫшӑн каччӑна 4 ҫуллӑх колоние ӑсатмалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ӳнер шкулӗнчи илемлӗ чечексем Ҫӗмӗрле хулинчи ачасене хушма пӗлӳ паракан муниципаллӑ автономилле вӗренӳ учрежденийӗ «Ача-пӑча ӳнер шкулӗ №1» хулара иртекен ҫурт-йӗр таврашӗнчи лаптӑка илем, йӗрке кӳрес конкурс-куравне хутшӑннӑ пулнӑ. Пӗр номинаципе ҫырлахман, икӗ номинаципе хутшӑнма шутланӑ: пӗри учрежденийӗ таврашӗнче чечек йӑранӗсене ӳстерес тата кану кӗтесӗсене йӗркелессипе, тепри вара — шкул таврашӗнчи лаптӑка «симӗслетсе» йӗркене кӗртессипе. Кану вырӑнне йӗркелесси — самай кӑсӑклӑ ӗҫ, пултарулӑха та аталантарать. Ӳнер шкулӗн ӗҫченӗсем нумай шухӑшласа тӑман, илнӗ те хула ҫыннисем кану вырӑнӗ хатӗрленӗ иккен. Хулари пурӑнакан ватти-вӗтти та учреждени таврашӗнчи чечек йӑранӗсемпе киленеҫҫӗ: ҫамрӑксем фото ӳкереҫҫӗ, ваттисем хӑйсен мӑнукӗсемпе таса та илемлӗ лаптӑк таврашӗнче уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш Енӗн Транспортминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 28-мӗшӗ тӗлне ҫынсене турттарма республикӑра 1 289 таксине ирӗк панӑ. Тепӗр 953 ҫыннӑн заявленине вара хальлӗхе пӑхса тухайман-ха. Ҫак эрнене илес пулсан — 4 таксиста ӗҫлеме ирӗк паракан хутпа тивӗҫтернӗ, тепӗр 3 заявкӑна ырланӑ (хутне каярах парӗҫ ӗнтӗ). Ирӗк парас умӗн транспорта тӗрӗслеҫҫӗ, урапана кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернине пӑхаҫҫӗ. Ӗҫлеме ирӗк илнӗ таксистсен йышӗпе транспорминӗн сайтӗнче паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарти Ленин районӗнче «Картиш» муниципаллӑ программӑна тӗпе хурса пӗчӗк архитектура ӗскерӗсене хута ярас тӗлӗшпе тӑрмашса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗртмен 27-мӗш тӗлне, сӑмахран, «Хӗвеллӗ айлӑм» ТМЯО подрядчик ача-пӑча вылямалли 15 ҫӗнӗ лаптӑк хута янӑ, «Романа» ТМЯО — 7 кӑна ӗлкӗрнӗ. Районта вара кӑҫал ача-пӑча вылямалли 32 ҫӗнӗ лаптӑк йӗркелемелле, ун валли 3 330 пин тенкӗ тӑкакласшӑн. Лаптӑксен хакӗ тӗрлӗрен — 42 000 пуҫласа 126 000 тенкӗ таранах ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |