Чӑваш чӗлхи
![]() Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть…» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ҫавра сӗтелӗн кун йӗркинче чӑваш чӗлхин XXI ӗмӗрти шӑпине пӑхса тухнӑ — кунта институтӑн челхе пӗлӗвӗ пайенче ӗҫлекенсем сӑмах каланӑ. Ҫӑвӑн пекех вӗренӳри ҫӗнӗ саккунсене, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсемпе ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавра сӗтелте орфографи ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ шӑв-шав сӑлтавӗсене сӳтсе явнӑ, ӑна пула вӗренӳ ӗҫӗнче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухнӑ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар кӳлмекӗнче автомобиль спорчӗ енӗпе Чӑваш Енӗн уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр республикӑри автомобилистсемсӗр пуҫне Мари Элти тата Киров облаҫӗнчи харсӑрсем килсе ҫитнӗ. Ҫапла вара 59 экипаж пухӑннӑ. Пӑр трасса ҫине пухӑннисем «моноприводлӑ», «тулли приводлӑ», «спорт» тата «ирӗклӗ» класс енӗпе тупӑшнӑ. Старта тӑнисем хушшинче хӗрарӑмсем те пулнӑ. Тольяттинчи заводӑн «саккӑрмӗш ачин» рулӗ умӗ умне ларнӑ Марина Леонтьева, хӑй каланӑ тӑрӑх, «техника сӑлтавне пула» тупӑшуран тухса ӳкнӗ пулин те ӳлӗмрен та ӑмӑртма палӑртать. Ҫитес вӑхӑтра вӑл пуш уйӑхӗнче Раҫҫейӗн Кубокӗн финалне хутшӑнас тесе ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Районсен ентешлӗхӗсем пуррине пӗлетпӗр-ха. Красноармейски районӗнче ҫамрӑксем те пӗрлешме шутланӑ. Нумаях пулмасть йӗркелӳ пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ. Ларӑва район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата «Трак ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Львов хутшӑннӑ. Львов ҫамрӑксен пӗрлешӗвне пулӑшса пыма шантарнӑ. Юлашкинчен асӑннине, ҫамрӑксен ентешлӗхне, Станислав Трофимов текен ҫамрӑк ертсе пырӗ. Вӑл тӑватӑ ҫул каялла Красноармейскинчи 2-мӗш шкула пӗтернӗ, халӗ Социаллӑ университетӗн Шупашкарти филиалӗнче юриста вӗренет. Пӗрремӗш курсран пуҫласах каччӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗпе тӑрӑшать иккен, тӗп хулари Калинин районӗнчи Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ шутланать, Красноармейски районӗнче те апла пӗрлешӗве вӑл пуҫарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ Халӑх йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси хальхи вӑхӑтра уйрӑмах ҫивӗч. Ҫавӑнпа педагогсен халӑх юррисене, вӑййисене ачасене вӗрентме тӑрӑшмалла. Элӗксем ҫакна тӗпе хураҫҫӗ те ӗнтӗ. Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи фольклор уйрӑмӗнче вӗренекенсем несӗлсен культурине ӑша хывма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку вӗсен чунне те пуянлатать. Шӑпах ҫак тӗллевпе пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнче «Сурӑм шевлисем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ертӳҫи — А.М.Михайлова, концертмейстерӗ — С.П.Артемьев. Ансамбль солистки Ольга Егорова республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссен, фестивальсен лауреачӗ, Раҫҫей шайӗнче пулнӑ конкурссен дипломанчӗ. Ансамбле 9 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑн тӗллевӗ — музыка тата ташӑ фольклорне вӗренесси, ӑна анлӑ сарасси. «Сурӑм шевлисен» репертуарӗ тӗрлӗ жанрпа пуян. Вӗсем районта, республикӑра иртекен концертсене, мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, музыка тата ташӑ культурине хастар пропагандӑлаҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — ӗлӗкхи йӑласем, лирика юррисем, хаваслӑ ташӑсем, вӑйӑсем. «Сурӑм шевлисем» халӑх хореографине те вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Елена Муратова Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта ски-кросс енӗпе ӑмӑрту пуҫланнӑ. Тупӑшӑва уҫмашкӑн Сочири хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Муратова ҫитнӗ. Ӑмӑрту Энергетиксен урамӗнче вырнаҫнӑ сӑрт-ту йӗлтӗрӗн центрӗнче 11:00 сехетре пуҫланнӑ. Елена Муратова унта хутшӑнакансене саламласа ӑнӑҫу суннӑ. — Чи кирли — хӑвӑра шанӑр, вара пӗтӗмпех пулать. Сирӗнтен кашниех тӗллеве пурнӑҫлама пултарнине пӗлетӗп. Эппин — малалла! — тенӗ могулҫӑ. Ӗнер фристайл енӗпе (слоуп-стайл) ӑмӑрту пулнӑ. Вӑл та «Вертикаль» сӑрт-ту йӗлтӗрӗн центрӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре ӗҫсӗр 5 016 ҫынна регистрациленӗ. Ку ӗҫлекеннисемпе танлаштарсан — 0,77 процент. Кун пирки ЧР патшалах ӗҫлев службин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Муркаш районӗнче ӗҫ вырӑнне тупайманнисен йышӗ чи пӗчӗкки — 0,23 процент. Ҫӗрпӳ районӗнче вара — 0,32%, Етӗрне районӗнче — 0,35%, Елчӗк районӗнче — 0,41%, Вӑрмар районӗнче — 0,42%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,43%. Чӑваш Енри организацисенче тулли мар кун ӗҫлекенсем — 14 751 ҫын. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 2 231 ҫын валли пушӑ вакансисем пурри пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче Валерий Албутова асӑнса волейбол турнирӗ иртнӗ. Валерий Албутов Аслӑ Арапуҫ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чечня вӑрҫине хутшӑннӑ. Турнира Валерин тӑванӗсем тата ял-йыш пуҫарма сӗннӗ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов, ял тӑрӑхӗн депутачӗ, спорт ветеранӗ Арсентий Иванов сӑмах илнӗ. Турнира 6 команда хутшӑннӑ: Шупашкарти «Вадюк» тулли мар яваплӑ общество, «Букет Чувашии», Аслӑ Арапуҫри «Школьники», «Аслӑ Арапуҫ ҫамрӑкӗсем», «Аслӑ Арапуҫ шкулӗн вӗрентекенӗсем», Шупашкарти ЧР ШӖМӗн «Динамо». Валерий Албутовӑн амӑшӗ тата арӑмӗ турнир йӗркелӳҫисене тата унта хутшӑнакансене тав тунӑ. Турнирта «Динамо» 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна «Вадюк» тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна «Букет Чувашии» тухнӑ. Сӑнсем (28) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пушартан хӑрушӑраххи мӗн пур-ши? Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче пушар алхаснине пӗлтернӗччӗ. Телее, ун чухне инкекпе вӗҫленменччӗ. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасанта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫапла, каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Хальхинче ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ирхине пушар хуралне Шӑхасанти Николаев урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннине кӳрши шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шел те, ҫуртра пулнисене ҫӑлма май килмен. Пушар амӑшӗн тата виҫӗ ачан пурнӑҫне татнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм 1989 ҫулта ҫуралнӑскер. Унӑн ачисем 3, 2 тата 1 ҫулсенче пулнӑ. Пушарнӑйсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электричество плиткипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Ҫак ҫуртрах хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ. Вӗсем пушар тухнӑ чухне килте пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хастар педагогсем Улатӑрти ӳнер шкулӗнче сусӑр ачасене ӳстерекен ҫемьесем валли пулӑшу йӗркеленӗ. Чирку пулӑшнипе сенсор пӳлӗмне уҫнӑ. Вӑл ҫитес вӑхӑтра юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта куҫӗ. Улатӑрта сусӑр ачасемпе тухтӑрсем мар, вырӑнти музыка шкулӗн вӗрентекенӗсем заняти ирттереҫҫӗ. Кунта икӗ ҫула яхӑн ачасен социаллӑ адаптаци уйрӑмӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть хула администрацийӗ шкула юсамалли ҫурт уйӑрса панӑ. — 2013 ҫулхи ҫулла ман пата икӗ амӑш пычӗ. «Пирӗн урӑх ниҫта кайма та ҫук. Пирӗн валли мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑр», — терӗҫ вӗсем, — каласа кӑтартнӑ Улатарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Надежда Тютина. Улатӑр хулинче 200 яхӑн сусӑр ача. Кунта коррекци шкулӗ те, шкул умӗнхи ятарлӑ шкул та ҫук. Тухтар патне та 200 ҫухрӑм, Шупашкара, каймалла, мӗншӗн тесен вырӑнти пульницара ятарлӑ ӑстасем ҫук. — Эпӗ шухӑшлама тытӑнтӑм, — малалла каланӑ Надежда Тютина, иккӗмӗш пӗлӗвӗпе психолог пулнӑ май. Ҫавна май вӑл сусӑр ачасем валли программа хатӗрленӗ: хӑш-пӗр информацие тетелте тупнӑ, спициалистсемпе калаҫнӑ. Ҫак программӑпа вӗрентме килӗшекен преподавательсем те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикинче министрсем улшӑнаҫҫӗ. Хальхинче улшӑну пурлӑхпа финанс ведомствисене пырса тивнӗ. Светлана Енилина халӗ финанс министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать, Ирина Устенко вара унӑн вырӑнӗнче — пурлах министрӗ (хальлӗхе тивӗҫсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать). Ҫӗнӗ министрсем тӗлӗшпе каларнӑ Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Светлана Енилина министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулнине тата финанс министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланине кӑтартакан документа алӑ пуснӑ. Паян вара Ирина Устенко Пурлӑх министерствине ертсе пынине калакан Хушӑва ала пуснӑ. Светлана Енилинӑшӑн ку — ертӳҫӗ должноҫне йышӑннӑ виҫҫӗмӗш ведомство. 2003–2010 ҫулсенче вӑл ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ, 2010 ҫултанпа вара пурлӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ирина Устенко 2010 ҫултанпа Светлана Енилинӑн ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |