Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Лаш Таяпа тӑрӑхӗнче хӗлле пулӑ тытма юратакансен фестивалӗ иртнӗ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Софья Савнеш 01.03.2015 22:04 | 921 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара хӗлле пулӑ тытма юратакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртуҫӑсем Яманчӳрелпе Пикшик ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ плотинӑна пухӑннӑ.

Кун пек фестивале вӗсем иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр «Елчӗк» команда ҫӗнтернӗ. Кӑҫал вӗсем ӑмӑртӑва алран алла куҫакан кубока йӑтса килнӗ. Вӑл вара кӑҫал «Лаш Таяпа» команда аллине куҫнӑ. Вӗсем пуринчен те нумайрах пулӑ тытнӑ.

Аслӑ Елчӗкри Виталий Иванович Орехов чи пӗчӗк пулла ҫаклатнӑ. Вӑлах пӑра пуринчен малтан катнӑ.

Патреккел ялӗнчи Смирновсем ҫемйипех килнӗ: ашшӗ, ывӑлӗ тата хӗрӗ. Мероприятие Александр Анатольевич Дмитриев фермер йӗркеленӗ. Вӑл пулӑ тытма, сунара ҫӳреме кӑмӑллать. Ҫакнашкал ӑмӑрту ирттернӗшӗн халӑх кӑмӑллӑ юлнӑ.

Сӑнсем (60)

#Лаш Таяпа, #Аслӑ Елчӗк, #Елчӗк районӗ, #ӑмӑртусем, #пулӑ тытасси, #Яманчӳрел, #Пикшик, #Патреккел

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org