Шупашкар хула администрацийӗ ҫулсерен суту-илӳ павильонӗсемпе киоскӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлет. Кӑҫал та хула мэри ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерсе юрӑхсӑр, кивӗлнӗ сӑн ҫапнӑ объектсене палӑртнӑ. — Шупашкар хула администрацийӗ чӗретлӗ инвентаризаци вӑхӑтӗнче киоск, суту-илӳ павильонсен хуҫисене хӑйсен объекчӗсене ҫитес вӑхӑтра тивӗҫле сӑн кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Шупашкар администрацийӗн пресс службийӗнче. Хула мэри те кӑҫал киосксен ҫур пайӗ улшӑнасса палӑртать. — Юпа уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр 10 павильонӑн тулаш питне ҫӗнӗ сӑн кӗртме планланӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хула ҫыннисемпе, хӑнисене яланах илӗртсе тӑма республика тӗп хулинче тасалӑхпа илем кӳрессипе пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере хулари 10 оъекта реконструкциленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Антонина Савельева Хусанта иртекен Тӗнчери ҫуллахи универсиадӑра сӗтӗл теннисӗпе ӑмӑртусем иртереҫҫӗ. Виҫӗмкун, утӑн 11-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн пӗрлешӳлле командине кӗрекен пирӗн ентеш Антонина Савельева хӗрсен ушкӑнӗн турнирӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Шел пулин те ҫурмафиналта Раҫҫей ушкӑнӗ яппунсене 2-3 счетпа выляса янӑ. Малалла пӗчӗнлӗ тата мӑшӑрлӑ ӑмӑртусем иртӗҫ. Унта тӗнчери 22 ҫӗршывран 200 яхӑн спортсмен хутшӑнӗ. Сӗтӗлҫи теннисӗпе ӑмӑртусем утӑн 7-15-мӗшӗнче иртеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 7 чыслав комплект тӗлӗшпе тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Каткасси. Н. Плотников сӑнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи пысӑках мар Каткасси ялне нумаях пулмасть хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ, халӗ республикӑн тӗп хулинчи паллӑ предприятисенчен пӗрне ертсе пыракан Валентин Иванов; ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев; Ҫӗрпӳ районӗн тата вырӑнти Паваркасси ял тӑрӑхӗн Шупашкарти ентешлӗхӗсен пайташӗсем пулнӑ. Ун чух Каткассинче ял уявӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелеме укҫа-тенкӗ енчен Валентин Иванов (ун пирки маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ) пулӑшнӑ иккен. Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Данилов вара ӑна яла хӑтлӑх кӗртме пулӑшнӑшӑн хисеп хучӗпе чысланӑ. Уява ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Вячеслав Оринов уҫнӑ. Ял уявӗнче каткассисене Шупашкартан килсе ҫитнӗ артистсем — Людмила Гордеева, Вячеслав Христофоров, Елена Иовлева — савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Эпӗ нимрен те тӗлӗнместӗп», — теҫҫӗ вара хӑш чух теприсем. Чӑн та, нимрен те тӗлӗнмелле мар-тӑр ҫав. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсенчен пӗри. Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 35 ҫулхи хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер хӑйне пӗрле пурӑнакан арҫын мӑшкӑллани, ҫав вӑхӑтра лешӗ пуртӑпа хӑмсарни пирки пӗлтернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, суйса евитлеме юраманни, суйсан пуҫиле майпах явап тыттарасси пирки хӗрарӑма тӗпчевҫӗсем асӑрхаттарнӑ. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, лешӗ хӑйӗннех пенӗ. Унтан… тӗпчев пуҫланнӑ. Анчах никам та никама та ирӗксӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем патне заявленипе пырас умӗнхи кун иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтра арҫынӗ хӗрарӑма айккинелле чупатӑн тесе ӳпкеленӗ-мӗн. Ҫакӑн пек каланине хӗрарӑм ытла та йывӑра илнӗ курӑнать ҫав — тавӑрас тесе (кӑна хӗрарӑм каярах хӑех йышӑннӑ) йӗрке хуралҫисем патне ҫул тытнӑ. Арҫынна кирпӗч ӑсатма шут тытнӑ хӗрарӑма халӗ хӑйне пӗр ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Енӗн наркополицейскийӗсем йӗркеленӗ Ача-пӑчан полицейски академийӗ «Чӗрӗ юлассин шкулӗ» ятпа ҫарпа спорт пухӑвне ирттернӗ. Нумаях пулмасть унӑн пӗрремӗш смени вӗҫленнӗ. Унта полицейски академине ҫӳрекен 38 ачаран 13-шӗ ҫеҫ хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Лагерь вунӑ куна пынӑ. Ҫав вӑхӑтра ачасен тревогӑпа вӑранма, «салука илнисене» хӑтарма, ирпе тата каҫпа пилӗкшер ҫухрӑм чупма, турист эстафетисене хутшӑнма, столовӑйра наряд тӑма, территорие хураллама тивнӗ. Кунпах йывӑрлӑхӗ вӗҫленмен-ха. Вӗсене ал вӗҫҫӗн кӗрешме те, пӑшалтан пеме те хӑнӑхтарнӑ. Инструкторӗсем — наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен управлени офицерӗсем. «Хура берет» тӑхӑнса ҫӳреме Александр Шипуновпа Ксения Гордеева тивӗҫнӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче лагерӗн иккӗмӗш смени ӗҫлеме тытӑнӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Укӑлча» халӑх фольклор ансамбле Утӑн 4-7-мӗшӗсенче Коми Республикинчи Сыктывдин районӗнчи Выльгорт ялӗнче «Завалинка» ятпа ҫӳрекен халӑх юррине шӑрантаракан пултаруллӑх ушкӑнӗсен регионсем хушшинчи Х фестивалӗ иртнӗ. Юбилейлӑ фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен — Коми, Мари Эл, Карели, Удмурт республикисенчен тата Киров, Архангельск, Вологодск, Самар, Мурманск, Ярославль, Чулхула облаҫӗсенчен — 30 коллектив хутшӑннӑ. Асӑннӑ фестивальте республика чысне Шупашкарти икӗ ушкӑн — «Акаци» культура кӗрменӗн «Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Алевтина Щетинина) тата вырӑс юррисен «Ылтӑн ҫӑлкуҫсем» халӑх ансамблӗ (ертӳҫи Татьяна Григорьева) — хӳтеленӗ. Пултаруллӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене жюри членӗсем — Питерти культура академин вӗрентекенӗсем тата Раҫҫейри паллӑ «Балаган Лимитед» юрӑҫсен ушкӑнӗн солисчӗсем хакланӑ. «Укӑлча» ансамбль конкурс программине хутшӑнма 2 хӑна юрри тата ташӑ такмакӗсем хатӗрленӗ. Хӑйсен юрӑ-ташшипе пирӗн ентешсем фестивале пуҫтарӑннӑ ҫынсене пурне те тыткӑнлама пултарнӑ. Конкур пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх наци йӑли-йӗркисене тытса пынишӗн «Укӑлча» ансамбле II степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тем аташтарать пуль ку тетӗр пулӗ материал ятне вуласан. Ҫук, чӑнах-чӑнах: ҫӗнни йӳнелнӗ, кивви хакланнӑ. Сӑмахӑм — ҫурт-йӗр хакӗ пирки-ха. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталти хаксене статистсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчипе танлаштарса пӑхнӑ та ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫӗнӗ хваттерӗн пӗр тӑваткал метр хакӗ вӑтамран 40 пин те 272 тенкӗ тӑнӑ; киввин — 38 пин те 124 тенкӗ. Ҫапла вара ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхи квартал вӗҫӗнчинчен 2 процент чакнӑ иккен, киввин 1 процент хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Утӑн 9-мӗшӗнче пулса иртекен Вожатӑйсен пултарулӑхӗн IV республика фестивалӗ ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене те тума пулать. Фестиваль ӑмӑртӑвне пурӗ сывлӑха ҫирӗплетекен ҫичӗ уйлӑх тата студентсен педагогика отрӗчӗсем («Звездочка», «Волна», «Лесная Сказка», «Березка», «Росинка», «Белые камни», СПО «Весельчаки») хутшӑннӑ. Вожатӑйсен фестивалӗ «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗнче иртнӗ. Фестиваль виҫӗ туртӑмпа иртнӗ — юрӑ-кӗвӗ, ташӑ тата видео (педагогика ӗҫ-хӗлне ҫутатса паракан хӑтлав). Ҫапла вара «Вожатӑйсен ушкӑнӗн юрри» номинацире: 1 вырӑн — «Сашкины дети» ушкӑн («Березка» уйлӑх), 2 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Лесная сказка» уйлӑх; «Эстрада ташши» номинацире: 1 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх), 2 вырӑн — «Лесная сказка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх, «Хальхи вӑхӑтри ташӑ» номинацире: 1 вырӑн — «Сашкины дети» ушкӑн («Березка» уйлӑх), 2 вырӑн — «Росинка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх); «Реклама видеороликӗ» номинацире: 1 вырӑн — «Пятая четверть» ушкӑн («Белые камни» уйлӑх), 2 вырӑн — «Звездочка» уйлӑх, 3 вырӑн — «Волнари» ушкӑн («Волна» уйлӑх). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ыран Раҫҫей Почтин ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ. Унӑн Чӑваш енри филиалӗн кӑҫал тата тепӗр паллӑ кун та пур-мӗн. Шупашкарта почта кантурӗ пурри пирки истори хучӗсенче пуҫласа асӑннӑранпа 220 ҫул ҫитнӗ. Паян Чӑваш Енре пурӗ 402 почта уйрӑмӗ, вӗсенчен 324-шӗ яллӑ вырӑнсенче ӗҫлет, куҫса ҫӳрекен уйрӑм та пур. Юлашкинчен калани — автомобиль ҫинче вырнаҫнӑскер. Вӑл эрнере темиҫе хут темиҫе сехетлӗхе пырса каять. Хаҫат-журналпа тӗрлӗ корреспонденцие, йӑнӑшмастӑп пулсан, Пӑрачкав районӗнчи темиҫе яла ҫитерет. Професси уявӗ умӗн ҫак тытӑмра тӑрӑшакан Чӑваш Енри виҫӗ ҫын чыслава тивӗҫнӗ — вӗсене «Ҫыхӑну ӑсти» хисеплӗ ят панӑ. Вӗсем пурте Людмилӑсем: Раҫҫей почтин Чӑваш Енти филиалӗнче тӑрӑшакан пӗрремӗш категориллӗ инженер Людмила Васильева, Шупашкар почтамчӗн участок пуҫлӑхӗ Людмила Чукова тата Ҫӗрпӳ почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Патӑрьел районӗнчи Каншел тата Упамса ялӗнче пурӑнакансем Питравра ял кунне уявлассине йӑлана тахҫанах кӗртнӗ-мӗн. Кӑҫал та вӗсем уява пухӑннӑ. Ҫуралнӑ кӗтесе ун чух ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнисем килсе ҫитеҫҫӗ иккен. Вӗсенче пурӑнакансене ял кунӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Турхан тата Первомайски ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем Александр Сымовпа Владимир Секретов. Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи Михаил Петров предприятире ӗҫлекен маттурсене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ тата преми парса хавхалантарнӑ. Ялти хастарсене те уявра палӑртса хӑварнӑ. Упамсара та чыслав ирттернӗ. Ял кунне уявланӑ вӑхӑтра спорт ӑмӑртӑвӗсем, конкурссем те йӗркеленӗ, каруҫҫелсем те ӗҫлеттернӗ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр иртӗ-ха? Пурте пулнӑ уявра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |