Радиоҫыхӑну енӗпе пирӗн республика юлашки 20 ҫул хушшинче Раҫҫейри пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнман-мӗн. Кӑҫал вара айккинче юлас темен. Утӑн 20–21-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хули ҫывӑхӗнче иртнӗ Раҫҫей чемпионтне ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 13 ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче — Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗсем иккӗн, тӗнче класлӑ маҫтӑрсем пилӗккӗн, спорт маҫтӑрӗсем тӑххӑррӑн. 8 сехете пынӑ ӑмӑрту вӑхӑтӗнче республика ушкӑнӗ радиона юратакан пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе 1 065 хутчен радиосеанс ирттернӗ. Руслан Владимиров вара спорт маҫтӑрӗн виҫине тултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ыран, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Григорий Моклаков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Вӑрӑмах мар ҫак материалта унӑн юррисен ячӗсене асӑнса каймӑпӑр. Вӗсене вӑл 1956 ҫултах кӗвӗлеме пуҫланӑ. Унччен вара, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, тӑван Вӑрмар районӗнче окоп чавнӑ ҫӗрте бригадир та пулнӑ, пушар хуралӗн пуҫлӑхӗнче те тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑрать. Анчах ҫапӑҫу хирӗнче нумай пулаймасть вӑл. Сӗм суккӑр пулса тӑван киле таврӑнать. «Интернатрах юлас-и?» — тесе ыйтса ҫырса янӑ иккен вӑл госпитальте выртнӑ чух. Анчах ӑна тӑван килте чунтан кӗтнине пӗлтернӗ. Савнӑ хӗрӗ те ҫавнах систернӗ. Сӑмах май, мӑшӑрӗпе вӗсем 10 ача ура ҫине тӑратнӑ. Тӑван ялта, Кавалта, ӑна клуб заведующине лартаҫҫӗ. Пулӑшуҫӑ пулма саккӑрмӗш класра вӗренекен Вася Долгова шанаҫҫӗ. 1950 ҫулта Григорий васильевич Мускав облаҫӗнчи Загорск хулинче музыка шкул-интернатне вӗренсе пӗтерет, баянист пулса тӑрать. Тӑван ялта вӑл пысӑк хор йӗркелет. 1952 ҫулта ӑна районти культура ҫуртне халӑхпа ӗҫлекен инструктор пулма куҫараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вырӑнти Ленин ячӗллӗ хуҫалӑхра чылай ҫул тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ Милиция Павлова ҫак кунсенче тӑван, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗн, хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек тата ытти савӑнӑҫлӑ пулӑмпа асра юлӗ утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ ял уявӗ. Хӑйсен ылтӑн туйне кӑҫал паллӑ тӑвакан Николайпа Анфиса Квасовсене, ӗмӗр каҫалӑкне чӗрӗк ӗмӗр пӗрле такӑрлатакан Хураськинсемпе Падюковсене те саламланӑ. Василий Тимукова вара общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Евграфов Хисеп хучӗпе наградӑланӑ. Хурамалсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Чугаров та, ветерансен районти канашӗн ертӳҫи Н.Н. Кузыков та пырса ҫитнӗ. Уява вырӑнти тата Шупашкартан пынӑ артистсен концерчӗ малалла тӑснӑ. Тата, паллах, спорт мероприятийӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӑш чухне, тӗслӗхрен пульница килсессӗн учрежденийӗн регистраци уйрӑмӗнче страховани полисӗ, страховани свидетельстви е паспорт ыйтаҫҫӗ. Хӑш чухне вара ҫак документсенчен пӗрне манни те пулать. Вара ҫакна пула ҫыннӑн мӗн палӑртнине тӑваймасӑрах каялла тавранма тивет. Ҫакӑн пек пулӑмсенчен вара малашне ятарлӑ Универсаллӑ электрон карти хӑтӑлтармалла имӗш. Республика ҫыннисем ҫак карттӑна алла илме тытӑнни ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Паянхи куна вара УЭКа илнӗ ҫынсен йышӗ икӗ пине яхӑн ҫитнӗ, 800 ҫын вара картта паракан меллӗхе туйса илме та ӗлкернӗ. Республикӑра универсиаллӑ картӑна илес текенсем валли 8 пункт ӗҫлет. Шупашкарта УЭК валли кирлӗ документсене медицинӑн информаципе аналитика центрӗнче, перекет банкӗн икӗ уйрӑмӗнче тата Мускав районӗн социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта карттӑ илес текенсен хулари социаллӑ сыхлавне тата «Совет союзӗн урамӗ, 7» адреспа вырнаҫнӑ Перекет банкне кайма тивӗ. Канашпа Улатӑр хулинче заявленисене социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ. |
Йыхрав баннерӗ Чӑваш тӗнчинче пулса иртекен хӑш-пӗр пулӑма чӑвашлӑха ҫутатакан МИХсем темшӗн асӑрхамасӑр иртсе каяҫҫӗ. Хаҫат-журналсемшӗн вӗсем те ытлашши пӗчӗк шайра пек курӑнаҫҫӗ, те хӑйсен ӗҫне-хӗлне чуна парса ӗҫлеменнинчен ҫапла пулса тухать. Шупашкарӑн аслӑ урамӗсенчен пӗринче — Ленин проспектӗнче — виҫӗ уйӑх ӗнтӗ чӑвашла баннер ҫакӑнса тӑрать: «Блин комов» кафе хӑйӗн ҫӗнӗ менюпе паллашма сӗнет. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналакан кафесем хулара ҫук мар-тӑр — шӳрпепе сире «Ҫӑлкуҫра» кӑна мар, ытти хупахсенче те апатлантарма хатӗр. Анчах кӑсӑклӑ баннерпа йыхравлакансен хушшинче «Блин комов» чӑн та уйрӑлса тӑрать. Кафе ӗҫченӗсем каласа панӑ тӑрӑх «Чӑваш тутлӑхӗ» вӗсен менюре Химандритов Алексей Николаевич килсен ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе кунта халӑх апат-ҫимӗҫӗнчен 4 апат хатӗрлеме тытӑннӑ: «Какай шӳрпи» (пӗрле пӗчӗк хуплу илсе килсе параҫҫӗ), «Хӗрлӗ хуран кукли» (ӑшӗ ҫӗрулмирен-тӑпӑрчӑран, чустине хӗрлӗ кӑшманпа хатӗрленӗ), «Ӳсӗр сысна» (ҫӗрулми нимӗрӗпе параҫҫӗ, сысна урине сӑрапа техӗмленӗ тет), «Кишӗр кукли». |
Судра. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ Муркашра паян Илле Ивановпа «Сӗтев» хаҫата айӑплакан черетлӗ суд иртрӗ. Ларӑва килнисен умӗнче ыйтусем ҫине Романова Тамара тата ФСБ ӗҫченӗ хуравларӗҫ. Патшалӑх канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романовӑна суда айӑплакан ен чӗнсе илнӗ имӗш. Хӑйӗн сӑмахӗнче вара Тамара Ивановна Илле Иванова майлӑ тухса калаҫнӑ — статья ун шухӑшӗпе хавшакрах пулса тухнӑ, авторӗн ӑна ҫивӗчрех ҫырмалла пулнӑ иккен. Статьяра имӗш чӗлхене хӗсӗрлени пирки кӑна мар, халӑха хӗснине те (кунта вӑл Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицее хупнине асӑнчӗ), айӑплӑ ҫынсен хушамачӗсене те каламалла пулнӑ иккен. Юлашки тапхӑрта чӑн та чӑвашлӑха ура хуни нумайланчӗ — аслӑ шкулсенче чӑваш кафедрисене ыттисемпе пӗрлештереҫҫӗ, чӑвашла хаҫатсене пӗр ҫыхха пухаҫҫӗ, тата ыт.те. Наци телекуравӗн ертӳҫине суйлама пултарайманни те халӑха пулӑшмасть ӗнтӗ. Ларӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче ФСБ ӗҫченне ыйтусем пачӗҫ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх вӗсен служби следстви ирттерсе статьяна Илле Иванов ҫырнине палӑртнӑ. Ҫакна телефон калаҫӑвне итленӗ май пӗлме пултарнӑ имӗш. |
Нумай та пулмасть республика спортсменӗсем Хусанти Универсиадӑран таврӑнчӗҫ. Халӗ вара пирӗн ентешсем умӗнче тата тепӗр пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Паян, утӑн 22-мӗшӗнче, Мускавра «Лужники» спорт стадионӗнче ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ уҫӑлнӑ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркелеме палӑртнӑ. Тӑватӑ кун хушши ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем хушшинче 38 медаль комплектне выляттарӗҫ. Республика чысне Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн 10 ентеш хӳтӗлет. 5 000 метр дистанциллӗ чупӑва Елена Наговицына, Екатерина Ишова, Екатерина Матюнина тата Галина Иванова чупса тухӗҫ. Евгений Милин 110 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ каҫса чупмалли ӑмӑртӑва хутшӑнать. Ҫак спорт тӗсӗпех 400 метр дистанцие Николай Нртин, 100 метр дистанцийӗ Екатерина Блескина тата Екатерина Павлик хутшӑнаҫҫӗ. Марина Максимова сӑнӑ ывӑтас ӑмӑртура тата Евгения Смирнова йӗтре тӗртмелли ӑмӑртура медальсемшӗн тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей чемпионачӗн ӑмӑртӑвӗсен йӗркине республикӑри 16 судья тытса пырӗҫ. Тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне паяна пирӗн 5 спортсмен кӗнӗ: Вера Соколова (хӑвӑрт утассипе, 20 ҫухрӑм), Алевтина Биктимирова, Альбина Майорова, Татьяна Арясова (марафон) тата Кристина Савицкая (ҫичӗ енлӗ тупӑшу). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сиссе те юлаймарӑмӑр — ҫуллахи кунсен юлашки уйӑхне те ҫитсе килтемӗр. Шӑпӑрлансем кану кунӗсемпе хаваспах киленеҫҫӗ-ха. Шкулсенче вара ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хӗмленсе хатӗрленеҫҫӗ. Элӗк районӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 13 учрежденийӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 165 пӗрремӗш класс ачи вӗренме тытӑнать. 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗнче районти шкулсен партӑ хушшине пурӗ 1 973 вӗренекен ларать, ҫав шутра 1–4 класс ачисем — 682. Утӑн 18-мӗш тӗлнелле районӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче нумай ӗҫ тунӑ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи пекех пӗрремӗш классем ҫӗнӗ стандартпа вӗренме тытӑнаҫҫӗ. Шкулсенчи вулавӑшсем те ҫӗнӗ шкул кӗникесемпе пуянланнӑ. Пӗтӗмӗшле пӗлӗве модернезацилес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн Элӗк районӗн шкулӗсем шкул кӗнекисене 878 пин тенкӗллӗх туянма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Мӑн Ямашри, Тавӑтри, Утаркассинчи тата Тенинчи вӑтам шкулсенче вӗренӳ ҫулӗ валли сӗтӗл-пукан туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Юлашки ҫулсенче ял кунне уявлас йӑла кашни районта ҫирӗпленсе пырать. Шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи «Культура тата вулавӑшри ӗҫӗ-хӗлӗн аталану центрӗн» директорӗ Ю.Н. Николаева пуҫарӑвӗпе Канаш районӗнчи Кӗлтеҫулӗ ялӗнче те «пӗчӗк ялӑн» уявӗ иртнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе каҫхи апат панӑ хыҫҫӑн ялти ватти-вӗтти та пуҫтарӑннӑ. Ял халӑхӗ умӗнче чи малтан сӑмаха Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ илнӗ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ халӑха саламланӑ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине Раиса Гавриловна Григорьевӑна, ҫемьеленнӗ мӑшӑра — Павел Осиповича тата Зинаида Гавриловнӑна Козловсене, нумай ачаллӑ кил-йыша — Георгия Павловичпа Валентина Николаевна Козловсене тата ҫак эрнере ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫынсене асӑнмаллӑх парне панӑ. Кӗлтеҫулӗ ялӑн ҫыннисене чи малтан «Хаваслӑ картиш» ача-пӑча ансамбле хӑйӗн юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыҫҫӑн хӑйсен концерт программипе Александр тата Любовь Макаровсем сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем пахча ҫимӗҫӗ, улма-ҫимӗҫӗ тата килти сӑрана илсе тухса пӗр-пӗрне хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Шӑрпӑкпа выличчен, сӳнтеркӗчпе туслӑ пул» ҫак каларӑша ача-пӑчасем хушшинче сарса пукане-сӳнтеркӗч Мари Элте хӑйӗн ҫулҫӳревне вӗҫлет те Шупашкара ҫул тытать. Ҫулӑма кӑпӑк пӗрӗхтерсе сӳнтермелли хатӗр-пуканен ҫулҫӳрев тӗллевӗ сывлӑха ҫирӗплетекен ача-пӑча уйлӑхӗсем тата ача пахчи тӑрӑх ҫӳресе шӑпӑрлансене вӑйӑ урлӑ пушара хирӗҫ мӗнле майпа кӗрешмеллине вӗрентесси. Кузьма Пожаркин ятпа ҫӳрекен пуканене Мари Элте ачасем хаваспах йышӑннӑ, уссине те туйма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та сӳнтеркӗч-пукане Шупашкарти ача-пӑчана кӑсӑклантарма пултарни пирки никам та иккеленмест. Ҫакӑн йышши сӑнара Киров облаҫӗнчи Раҫҫейӗн МЧС ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ. Кӑсӑклӑ пукане ҫуллахи кунсем хушшинче Атӑлҫин пысӑк хулисене кӗрсе тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |