Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, тӗрлӗ мероприяти йӗркеленнӗ. Чӑваш Енре «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗ иртнӗ. Вӑл республикӑра кӑҫалхипе иккӗмӗш хут пулнӑ. Пӗлтӗр унта 150 яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Кӑҫал йыш самаях хутшӑннӑ: акцие 300 яхӑн ҫын тухнӑ. «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раҫҫей акцине ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнман салтаксене, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнисене асӑнса ирттереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ фронтовиксен тӑванӗсем салтаксен сӑнӳкерчӗкӗсене ҫыпӑҫтарнӑ транспарантсене йӑтса утнӑ. Колонна 18.00 сехетре Анне монуменчӗ патӗнчен ҫула тухнӑ. Унта пухӑннисем — аслисем те, кӗҫӗннисем те — «Катюша» юрра шӑрантарнӑ, унтан К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне утнӑ.
Акци Хӗрлӗ тӳремре пӗр минут шӑп тӑнипе вӗҫленнӗ.