Шупашкар хула кунӗ ҫывхарнӑ май тӗп хуламӑрӑн потребитель рынокне тата усламҫӑлӑха аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗпе Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати «Шупашкар сувенирӗ» конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Унта профессионалсем те, ал ӗҫне ӑста ахаль маҫтӑрсем те хутшӑнаяҫҫӗ. Ӗҫсене йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑртама юрать. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар хула кунӗнче саламлӗҫ. Вӗсене укҫан хавхалантарма та палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана 30 пин тенкӗ парӗҫ, иккӗмӗш вырӑншӑн — 15 пин тенкӗ, виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сыпкалама юратакансен кулленхи ыйту вӑл — «мӗнле майпа паян ӑша лӑплантарас-ши?» Черкке тупас нушта вара ҫынна тӗрлӗ ӑссӑр ӗҫсем тума хӗтертет. Сӑмахран, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче самай «хӗренкеленӗ» арҫын апат-ҫимӗҫ лавккине ҫул тытнӑ — ара, ун хуҫи амӑшӗ-ҫке. Унта вӑл лавккаҫӑран тӳлевсӗрех икӗ эрех кӗленчи илесшӗн пулнӑ. Лавкаҫӑ вара хуҫа хӑй ывӑлне эрех таврашӗпе тивӗҫтерме юраманнине тӗпе хурса Шупашкар районӗн 37 ҫулхи арҫынна мӗн ыйтнине пама килӗшмен. Лешӗ вара нумай шутласа тӑман иккен — лавкка ҫӳлӗкӗнчен икӗ кӗленче илсе кӗсьене чиксе тухса кайнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫпа вара паян суд ларӑвӗ иртнӗ. Унта хайхи арҫын амӑшӗ ывӑлне лавккаран эрех тавраш илсе тухма ирӗк паманнине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Енӗн РФ прокураторинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрӑ-хурах ӗҫне тытӑннӑ арҫына «Ҫарату» статьяпа «айӑплӑ» тесе палӑртнӑ. Ӑна вара пӗр ҫул та вунӑ уйӑхлӑх юсав колонине леҫмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян Чӑваш Енре республикӑри пульницӑсен тӗп врачӗсен кунӗ иртнӗ. Канашлӑва ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова хутшӑннӑ. Эпидемиологи тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ май, министр ҫак лару-тӑрӑва ача-пӑча уйлӑхӗсенче уйрӑмах ҫирӗп тӑмалли пирки хытарсах каланӑ. Чӑн та, чирленине сыватма вӑхӑт та кирлӗ, укҫа та. Ҫавӑнпа та амакран сирнине нимӗн те ҫитес ҫук. Халӗ вӑй питтисене пурне те диспансеризаци витӗр кӑлараҫҫӗ. Пӗтӗмпе 231 пин ытла ҫынна тӗрӗслемелле пулсан, унӑн пӗрремӗш тапхӑрне хальлӗхе 60 пин тыла ҫын тухнӑ иккен, иккӗмӗш тапхӑрне — 20 пин ытла ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар хулин Калинин район админиcтрацийӗ экопарковка тума сӗнет. Чӑн та, халӗ машина шучӗ йышлансах пырать те, вӗсене ӑҫта лартасси йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Машинӑсене симӗс курӑк тата ача-пӑча лаптӑкӗсем ҫинех хӑпартса лартаҫҫӗ. Анчах хальхи вӑхӑтри технологисем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ те, хӑйне евӗр меслетсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Экопарковка тени симӗс курӑк ҫине тимӗр решетке хумаллине пӗлтерет. Ун айӗнче курӑк таптанмасть. Ку ыйтӑва хваттер харпӑрлӑхҫисем хӑйсем тӗллӗнех татса пама пултараҫҫӗ иккен. Чи кирли — пуху ирттерсе йышӑну тӑвасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чишма ялӗнче пурӑнакан Гайше Идиятулловна Садретдинова 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл кӳршӗллӗ Елчӗк районӗнчи Сӑрьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. 19-а ҫитсен унпа Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Фетах ятлӑ тутар каччи паллашнӑ. Кӗҫех вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Вӑрҫӑран арҫын хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван хуҫалӑхра хуралҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. 34 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗнӗ. Гайше аппан халӗ ывӑлӗсем те ҫук ӗнтӗ — вӗсем куҫӗсене хупнӑ. Ватӑ ҫыннӑн хальхи савӑнӑҫӗ — 6 мӑнкуӗпе мӑнукӗсен 8 ачи. Тата ватта ял ҫыннисем хисеплени савӑнтарать. Юбилей ячӗпе ватта Раҫҫей Президенчӗн, Чӑваш Ен Элтеперӗн тата Патӑрьле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн саламӗсене тыттарнӑ. Ӑна саламлама Патӑрьел район тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пайташӗсем пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хальхи вӑхӑтри этнокультура тата халӑхсен хушшинчи лару-тӑру епле-ха? Ҫак ыйтӑва уҫӑмлатать те сӑрӑ шӑрши кайса пӗтме ӗлкӗреймен кӗнеке. «Информационно-коммуникационные технологии в этнокультурном развитии региона» ят панӑскерӗн авторӗсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Наталья Ивановӑпа Валентина Харитонова. 100 экзмепляр тиражпа пичетленнӗ ӗҫе кун ҫути кӑтартиччен вӗсем юлашки икӗ ҫулхи тӗпчеве тӗпе хунӑ. Сӑмах май, ку проекта Раҫҫейӗн гуманитарин ӑслӑлӑх фончӗ ырланӑ иккен. Тӗпченӗ чух тӗрлӗ материалпа усӑ курнӑ-мӗн: 2011 ҫулта экспертсен тата ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ, МИХсемпе Интернет материалӗсене шута илнӗ, статистсен кӑтартӑвӗсене тӗпе хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Куславкка районӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Унта вӑл экономикӑн тата социаллӑ сферӑн тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ. Ял хуҫалӑхне илсен, Василий Семенов фермер патӗнче пулнӑ. Пахча-ҫимӗҫ тата ҫӗрулми туса илессипе ҫине тӑракан ҫав фермер ӗҫ калӑпӑшне ҫулсерен ӳстерсе пырать-мӗн. Тепӗр хресченшӗн апат-ҫимӗҫе туса илессинчен вырнаҫтарасси хӗнтерех те, семенов фермерӑн ку енӗпе йывӑрлӑх ҫук темелле. Вӑл ӑна хамӑр тӑрӑха кӑна мар, Тутар Республикинчи тӗрлӗ хулара сутать, ҫывӑх вӑхӑтра Чӗмпӗрте те хӑйне валли ҫул уҫасшӑн. Предприятисенчен Михаил Игнатьев «Автофургон» обществӑна та ҫитнӗ. Унта «ГАЗ», «КамАЗ», «Урал» тата «КрАЗ» машинӑсем валли ятарлӑ техника кӑлараҫҫӗ-мӗн. Продукци калӑпӑшне кӑҫалхи ҫур ҫулта 15 процент ӳстернӗ иккен. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчен Михаил Васильевич Тӗрлемесри вӑтам шкулта пулнине палӑртмалла. Республика Пуҫлӑхӗн ӗҫлӗ ҫулҫӳревне район хастарӗсемпе ирттернӗ пуху вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хальхи вӑхӑтра — тӗнче тетелӗ, нанотехнологисем, компьютер таврашӗ вӑйлӑ аталаннӑ май — ҫынсем алӑпа сахалтарах та сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Алла кӑранташ е калем тытни кулленхи пурнӑҫра сахал тӗл пулать. Оклендри (Ҫӗнӗ Зеланди) ӑсчахсен тӗпчевӗ вара ҫак йӑла сиенлӗ пулнине палӑртнӑ — хут ҫине алӑпа ҫырни ҫыннӑн хавшанӑ ӑс-хакӑлне те, кӗлеткине те хӑвӑртрах сыватма пулӑшать иккен. Чи кирли — кӑмӑл- туйӑма кӑранташпа е ручкӑпа хут ҫинче ҫырса хурасси. Ӑсчахсен тӗпчевне 50 ҫын хутшӑннӑ пулать, вӗсен кашнин мӗнле те пулин суран пулнӑ. Пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, ҫын хӑйӗн кӑмӑлне, чунри туйӑмне хут ҫине ҫырса пыни сыватӑва икӗ хут хӑвӑртлатнине кӑтартнӑ иккен. Эксперимента хутшӑннӑ пӗр ушкӑнра — хайхисем туйӑм-кӑмӑла ҫырса пынӑ — чирлӗ ҫынсен 76% вунпӗр кун хушшинче сывалма пултарнӑ. Тепӗр ушкӑнӗ ҫырса пыман, ҫавӑнпа та 11 кунран вӗсен йышри 42% ҫеҫ сывалса ҫитнӗ. Ҫавӑнпа та, ал айӗнче компьютерӑн пускӑч хӑмийӗ е карас телефонӗ ҫеҫ пулсан та хӑвӑрпа пӗрле хутпа кӑранташ илсе ҫӳреме ан манӑр. Пӑсӑк кӑмӑл та вара сире нихҫан хуҫмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
База тӑкӑрлӑкӗ Шӑматкунпа вырсарникун, утӑн 20-мӗшпе 21-мӗшӗсенче, Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗнчи ҫула пӳлсе хурӗҫ. Ку ӗҫ ҫак урамри 2–5 ҫуртсем хушшинче шыв пӑрӑхне ҫӗнетнипе ҫыхӑннӑ. Ҫула тунтикун ирхине 5 сехетре уҫӗҫ. Хисеплӗ водительсем, енчен те сирӗн ҫул ҫак урампа иртет пулсан, ҫул-йӗр ӗҫченӗсем сире урӑх урамсене суйлама ыйтаҫҫӗ. Эсир вӗсене кансӗрлемесен вӗсем хӑйӗн ӗҫне хӑвӑрт кӑна вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Паллах, тавран ҫавранмалли ҫулсем те уҫӑ пулӗҫ, анчах хӑш тӗлтен каясси пирки маларах шутлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |