Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта тӗрлӗрен ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Нумаях пулмасть ҫӗршыва сыхлакансене халалласа 4 ушкӑн хушшинче «Савӑнӑҫлӑ стартсем» ӑмӑрту ирттерчӗҫ, ӗнер вара виҫӗ ушкӑн тӗл пулчӗ, ҫывхарса килекен уява — Хӗрарӑмсен уявне — халалласа савӑнӑҫлӑ ӑмӑрту ирттерчӗҫ.
Культура ҫурчӗн ертӳҫи Николай Майоров пухӑннисене уяв пирки каласа кӑтартрӗ, Иван Сатлайкин вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ ӑмӑрту пуҫланни пирки пӗлтерчӗ.
Амӑшсен командинче ялта ырӑ ята тивӗҫнӗ тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан хӗрарӑмсем пулчӗҫ: Светлана Соловьева, Надежда Егорова, Галина Арсенкина, Галина Кириллова, Надежда Ефремова, Алена Майорова, Елизавета Никитина, Зоя Герасимова (Прокопьева), Алина Осеева. Мечӗкпе, кӑшӑлпа, кашӑкпа чупрӗҫ, сикрӗҫ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртрӗҫ.
Аслисене ачасемпе тан чупма йывӑртарах, паллах, ҫапах та вӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ-пултарчӗҫех! Николай Майоров кашни командӑна ятарлӑ пылак парнепе чысларӗ.
Сӑнсем (12)