Политика
![]() Ҫуллахи вӑхӑтран хӗллехи вӑхӑт ҫине куҫас йӑлана Раҫҫейре 2011 ҫултан пӑрахӑҫланнӑ пулин те паянхи кунччен те ҫак ыйту тавра хӗрӳллӗ тавлашусем пыраҫҫӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен вара ҫак йӑлана — хӗллехи вӑхӑта куҫассине — тепӗр хут чӗртесшӗн иккен. Кун ҫинчен федераллӑ пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри пӗлтернӗ. Ҫапла вара кӑҫаллӑха Раҫҫей халӑхӗ ҫак ҫулталӑка ҫуллахи вӑхӑтпах вӗҫлет, тепӗр ҫул вара юпа уйӑхӗнче вӑхӑта куҫарма планланӑ. Пирӗн республикӑна илес пулсан, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Михайлов ҫак йышӑнӑва ырлать. — Ман шутпа вӑхӑта ҫулталӑкра икӗ хут куҫарни — ҫынсен кӑнтӑрлаххи кунне те вӑрӑмлатать, Раҫҫейре электричество энергине те перекетлет, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет депутат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шухӑшлатӑн та, этемпе этем пӗрех-ҫке — мӗн парас-илес пур тейӗн. Ҫапах та кулленхи пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула ӑнланманлӑх сиксе тухасси те часах. Пӗр халӑхпа тепӗр халӑх хушшинчи тавлашу, хирӗҫ-тӑрушӑн малашне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗсене явап тыттарӗҫ. Наци хушшинчи харкашусемшӗн тӳре-шара ӗҫ вырӑнне те ним мар ҫухатма пултарӗ. Асӑннӑ йышши ӑнланманлӑх шутне чӗлхепе, религипе тата ыттине кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Саккун кӗпӗрнаттӑрсене, апла тӑк регионсен пуҫлӑхӗсене, пырса тивмест иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чун юрланӑ чух». Ҫак ятпа Етӗрне районӗнчи Культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Манӑн ҫулсем — манӑн пуянлӑхӑм» девизпа йӗркеленӗ мероприятие районта пухӑниччен ял тӑрӑхӗсенче утӑ–авӑн уйӑхӗсенче тӗрлӗ жанрлӑ уявсем ирттерсе пултаруллисене палӑртнӑ. Кам мӗнле пултарать, хӑйӗн пултарулӑхне ҫавӑн пек кӑтартнӑ: хӑшӗсем хӑйсем кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарнӑ, сӑввисене вуланӑ, хут купӑспа вылянӑ, такмак каланӑ. Фестивале Валентина Семяхина ертсе пыракан «Калинка» халӑх ансамблӗ уҫнӑ. Мероприятие Етӗрне хулин тата ялӗн, ҫавӑн пекех Хучаш, Кӑкшӑмри, Кивӗ Тинкешри, Пӗрҫырланти, Мӑн Явӑшри, Пушкӑрт сали тӑрӑхӗсенчи маттурсем пуҫтарӑннӑ. Илемлӗ вулассипе Хучашри Николай Ефимов ҫӗнтернӗ. Хор ансамблӗсенчен Пӗрҫырланти «Сар Ен» халӑх фольклор ушкӑнне ҫитекен тупӑнман. Вокалистсенчен Хучашри Алевтина Соколова мала тухнӑ. Кунсӑр пуҫне ытти номинаципе те хавхалантарнӑ. Районта ҫӗнтернисем халӗ Ҫӗмӗрлере ҫитес уйӑхра иртекен республикӑри фестивале тухса кайма хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялта пурӑнакан ҫирӗм ҫулхи каччӑ психика чирӗсене сиплекен пульница сӑлтавсӑр лекмен ӗнтӗ. Ӑна социаллӑ тетелте экстремизмлӑ шухӑшлӑ материала вырнаҫтарнишӗн айӑпланӑ пулнӑ. Республикӑри СУ СКР управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ материал халӑхсем хушшинчи танмарлӑха ҫутатнӑ, вулаканта курайманлӑх, хирӗҫӳ туйӑмӗсене ҫуратнӑ. Полици ӗҫченӗсем яша кӗске вӑхӑт хушшинче тупма пултарнӑ, ӑна хирӗҫ вара пуҫиле ӗҫӗ пуҫарса янӑ. Судпа психиатри экспертизине тунӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк ӑс-тӑн енӗпе пӑсӑлни палӑрнӑ. Ҫапла майпа 20 ҫулхи ялти ҫамрӑка психиатри станционерне сипленме яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ку тата кам?» — тесе ыйтса ларчӗ нумаях пулмасть кайса курнӑ пӗр концерта пынӑ пӗлӗшӗм. Чӑн та, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пекех йышланса кайрӗҫ те, палласа пӗтерме те, астуса юлма та ҫук. «Юрать, йыхрав хучӗпе килтӗмӗр-ха, ҫакӑн пек юрӑсене итлессишӗн укҫа кӑларса хума тивсен ытла та кӳренмелле пулатчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ тусӑм. Чунтанах ӑнланма пулать ӑна — кӗвви-ҫемми пахалӑхӗ урӑх теме тейӗпӗр, анчах хӑш-пӗр юрӑҫӗ хатӗр фонограммӑпа ҫӑварне тан уҫса та ӗлкӗреймест-ҫке... Хӑйсемпе ҫӑлтӑр тесе паллаштаракан мӗнпур артиста ҫапла хӑртса пӗтерес килмест-ха. Концертра ӳркенмесӗрех хӑйсем юрлакансем те, стена ҫинче тытма пӗлекенсем те, тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем шӑрантаракансем те, вокал енчен ӑстасем те пур. Анчах, шел те, сахалтарах-ҫке вӗсем. Ҫавӑнпах эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ тенипех пули-пулми ҫынна илӗртме йывӑртарах пек туйӑнать. Анчах тепӗр артист ятне каласан тухман ҫын та тухӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Августа Уляндина. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Унӑн концерт турӗ юпан 19-мӗшӗнче пуҫланӗ те 23-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Вӑл е ку регионта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗ еплине Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви хакланӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи тӑрӑма танлаштарса пӑхнӑ та ӑҫта хаксем мӗн чухлӗ ӳснине палӑртнӑ. Хаксем Курган облаҫӗнче, Ненец тата Ханты-Мансийск автономи округӗсенче тата Чечен Республикинче тата Чӑваш Енре ытти ҫӗртинчен сахалрах ӳснӗ иккен. Сӑмах май, иртнӗ уйӑха пӗлтӗрхи авӑнпа танлаштарса пӑхсан та пирӗн патра хаксем питӗ хӑпарса кайнӑ тееймӗн — эпир хаксене аван ҫӑварлӑхлакан ҫирӗм регион шутне лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче илем индустрийӗн «Ылтӑн коллекци» XVII уҫӑ фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑн Экономика министерствипе тӗп хула администрацийӗ ырланипе йӗркелеҫҫӗ. Фестиваль тӗллевӗн шутне ҫынсене хитре тӑвассишӗн тӑрӑшакан ҫамрӑк та пултаруллӑ специалистсене — косметологсене, визажистсене, парикмахер-стилистсене, художник-модельерсене, дизайнерсене палӑртассине кӗртеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӗҫре ҫӗнӗ технологисене анлӑрах сарасса, специалистен професси шайне ӳстерме май килессе шанаҫҫӗ иккен. Тӗп мероприяти чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ваттисем хушшинчен ахальтен мар ҫӳрет иккен. Кӑна, нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ. Ку хутӗнче вара хырӑм тӑрантарас нушта арҫына хыр тӑрне мар, ҫурт тӑрне хӑпартма хӗтертетнӗ. Совет урамӗн 15-мӗш ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй куҫӗпе темле арҫын «Дубрава» лавккан тӑрринче шашлык ӑшаланине курнӑ. — Вырсарникун, юпан 13-мӗшӗнче 10–15 минут хушши палламан арҫын лавкка тӑрринче какай ӑшаласа тӑчӗ. Шашлыкӗ пиҫсе ҫитсессӗн хайхи ҫын иккемӗш хутра вырнаҫнӑ хваттере кӗрсе ҫухалчӗ, — каласа парать хӗрарӑм. Ҫӗнӗ Шупашкарти РФ ОМВД штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев палӑртнӑ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫа администрацилле йӗрке пӑсӑвӗ тесе хаклама пулать. Вара ашкӑнчака 500–2 500 тенкӗлех штрафлама е 15 кунлӑх хупса лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак кунсенче республикӑра халӑхсем хушшинчи кайӑксене тӗпчес кунне халаласа ирттернӗ акцин пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствийӗн тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх 1 910 вӗренекенпе вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫченӗсем 19 районта кайӑксен перепиҫне ирттернӗ. Перепиҫе хутшӑнакансем вара ҫак икӗ кун хушшиче 56 тӗрлӗ 41 267 кайӑка шутласа кӑларма пултарнӑ. Ҫак перепиҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх курак — чи нумай тӗл пулакан кайӑк тӗсӗ, ҫак икӗ кун хушшиче 18 003 курака шутласа кӑларнӑ. Хыҫҫӑн уй ҫерҫисем — вӗсем 6 704, ула курак — 3 184 штук, чана — 2 938 тата ял ҫерҫие — 2204. Ҫырава сайра-хутра тӗл пулакан, республикӑри Хӗрлӗ кӗнекери кайӑксем те кенӗ: тӑрна, ылтӑн ҫурка, орлан-шурхӳре, уй лунӗ, хура улатакка. Пӗтӗмӗшле Раҫҫейре волонтерсем кӑҫал 1,2 миллион кайӑк яхӑн шутласа кӑларнӑ. Ҫапла майпа Раҫҫейри кайӑксене сыхлас пӗрлешӗвӗ пирӗн ҫӗршыв чӗретлӗ акцийӗн чемпионӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Этем йӑнӑшмасӑр пурӑнаймасть ӗнтӗ. Анчах тунӑ йӑнӑша вӑхӑтра тӳрлетме пӗлес пулать. «Йӑрӑм ҫулпа» («Зебра») каҫакан ачана ҫапса каякан водитель ҫакна чухлайман иккен, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑнтан тарас тенӗ. Ку ӗҫ юпан 11-мӗшӗнче, 14:15 сехетсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш корпус 1/34 ҫурт хирӗҫ пулса иртнӗ. 10 ҫулхи ача «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑнӑҫлӑ каҫасси пулайман ӗнтӗ унӑн, шӑпӑрлан урапа айне лекнӗ. Водителӗ вара те хӑраннипе те урӑх сӑлтавпа чарӑнса ачана пулӑшас темен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗ те малалла чуптарнӑ. Сусӑрланнӑ ачана вара пульницӑра тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ. Патшалӑх автоинспекцийе ҫак пӑтӑрмаха курма май лекнисене ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтать: 62-65-27 (Шупашкарти Раҫҫейӗн ОБ ДПС ГИБДД УМВД шырав уйрӑмӗ) е 24-07-70 (ГИБДД хурал пайӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |