Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вожатӑйсене хӳтӗлесе акцие пухӑннисем
Вожатӑйсене хӳтӗлесе акцие пухӑннисем

Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, ку тӗслӗхре урӑхла пулаймасси паллӑ ӗнтӗ. Сӑмахӑмӑр Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ылтӑн пучах» уйлӑхра вожатӑйсем ухмахла ашкӑнни пирки пырать. Аса илтеретпӗр, вӗсем ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗпе коридора йӑтса тухнӑ, ыйхӑран вӑратнӑ, хӑратнӑ. Пӗр арҫын ачана матрасӗ-утиялӗпе пӗрле ваннӑна хунӑ, душ кӗмелли шлангран шыв янӑ. Ун пирки эпир хыпарланӑччӗ.

Ҫӗршывӗпе янӑракан тӗслӗх хыҫҫӑн ведомствӑсем хушшинчи комисси васкавлӑ майпа канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва хупӑ алӑк хыҫӗнче ирттернӗ-ха. Унччен вара журналистсене пухса кӗске калаҫу йӗркеленӗ. Брифинг вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӗренӳ институтӗнче вожатӑйсене хатӗрлемелли программа хатӗрлесшӗн. Психологсем вара хирӗҫтӑруллӑ лару-тӑрура епле тытмалли пирки сӗнӳсем хатӗрлесшӗн. Ку вӑл килес ҫула палӑртнӑ ӗҫ. Анчах Вӗренӳ министерстви унччен алӑ усса ларасшӑн мар-мӗн. Сӑмахран, вожатӑйсене ҫывӑх вӑхӑтра психологи тата педагогика тӗлӗшӗнчен тест витӗр кӑларасшӑн.

Сӑмах май, ӗнер Шупашкарти Константин Иванов палӑкӗ умне асӑннӑ уйлӑхра пӗрремӗш сменӑра каннисем хӑйсен вожатӑйӗсене хӳтӗлес тӗллевпе ятарлӑ акцие пухӑннӑ.

Малалла...

 

Шупашкар тепӗр темиҫе ҫултан мӗнле аталанассине утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Анчах малтанласа. Ун чух хула тӑвӑм канашӗн ларӑвӗнче план проектне архитекторсем, строительство, энергетика, ҫул-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗн ӗҫченӗсем (ара, шӑпах ҫавсем унпа вӗҫӗм усӑ кураҫҫӗ мар-и?) пӗрле пулса сӳтсе явӗҫ. Пысӑк кӑлтӑксем пулмасан ӑна халӑх итлевӗнче сӳтсе явма сӗнӗҫ.

Тӗп плана Питӗр хулинчи архитекторсем хатӗрленӗ. Ӗҫшӗн вӗсем 6,2 миллион тенкӗ ыйтнӑ-мӗн. Ӗҫе вӗсем пысӑк пахалӑхпа тата кӗске вӑхтӑра пурнӑҫлама шантарнӑ имӗш.

Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тӗп планне унччен те ялан тенӗ пекех асӑннӑ хулари Урбанистика инсититучӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ. Шупашкарӑмӑр хальхи вӑхӑтра аталанса пурӑнакан плана кӑна урӑххисем шухӑшласа кӑларнӑ иккен.

 

Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Федераци канашӗ ҫӗнӗ саккун проектне йышӑннӑ пулнӑ. Унпа киллешӳлӗн инкеклӗ ӗҫ сиксе тухни ҫинчен халӑха кашни массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтермелле иккен. Влаҫ органӗсем ыйтсан пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру пирки тӳрех тӳрӗ эфирта хыпарламалла пулӗ — ку тӗлӗшпе яваплӑхӗ патшалӑх МИХӗсен те, ыттисен те пӗрешкелех.

Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн ытти федераллӑ саккунсене улшӑнусем кӗмелле, вӗсен шутӗнче: «Халӑха тата лаптӑксене ҫутҫанталӑкпа тата техникӑпа ҫыхӑннӑ инкеклӗ ӗҫсенчен хӳтӗлесси ҫинчен», «Граждансене хӳтӗлесси ҫинчен», «Масӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫинчен» тата «Ҫыхӑну ҫинчен».

 

Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, ҫаплах пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, эрех ярса паманшӑн ним мар ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахаяҫҫӗ иккен.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинче пулса иртнӗ. Унти пӗр арҫын хваттерӗнче ҫав кун ирех хӑна-вӗрле пухӑннӑ (тен,. малтанхи каҫ килнӗскерсемех кайса пӗтмен-ши? Ара, сӑра сакки сарлака-ҫке. Тата мухмӑрӗ ирех аптӑратать мар-и?). Хӑнасем — 53 ҫулхи ниҫта та тӗпленсе пурӑнман хӗрарӑмпа 63-ри Канаш хӗрарӑмӗ хирӗҫсе каяҫҫӗ. Аслӑраххи ҫамрӑкраххине тӗксе ярать, эрех ярса пама килӗшмест. Ҫавна пула кӑтӑрса каять те 53 ҫулхи хӑна. Сӗтел ҫинчен ҫӗҫӗ ярса илсе 11 хутран кая мар чикет. Суранланнӑ хӗрарӑм ҫавӑнтах вилсе каять.

Халӗ ку ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ.

 

Ҫуллахи кунсене пурте чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр пулин те вӗсем ыррипе кӑна мар асра юлаҫҫӗ. Ҫу вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе республикӑра шыва путса вилнӗ тӗслӗхсем тӑтӑшах тӗл пулма тытӑннӑ.

Ытларикун, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчи пӗвере 52 ҫулхи путса вилнӗ. Чӑваш Енчи Раҫҫейӗн ИӖМ ПУ пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ инкек ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ. Хальлӗхе путса вилнӗ арҫын ӳсӗр е урӑ пулнине пат татса калаймаҫҫӗ-ха. Комсомольски районӗнчи Йӑлмахва ялӗнчи пӑтӑрмахра вара — вӑл ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ — 35-ри арҫын ӳсӗрле вутӑшсен аллине лекнӗ.

Кӑҫал республикӑра шыв таврашӗнче пуре 11 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Вӗсенче 8 ҫын вилнӗ, 13 ҫынна ҫӑлма пултарнӑ. Ҫапла май пурне те асархаттарас килет — шыва кӗрсен инкек-синкек тухасран тимлӗхе ан ҫухатӑр.

Аса илтеретпӗр, официаллӑ майпа республикӑра 15 пляж ӗҫлет.

 

Инкекрен хӑтарнӑ Альберт Ефимов
Инкекрен хӑтарнӑ Альберт Ефимов

Вырсарникун, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, 15:00 сехет тӗлнелле Шупашкарта пурӑнакан Альберт Ефимов шывра путакан хӗре ҫӑлнӑ пулнӑ.

Инкек хула пляжӗнче сиксе тухнӑ. Альберт хӑй вӑл вӑхӑтра шывра пулнӑ, сасартӑк такам пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Йӗри-тавра пӑхсассӑн вара шывра путакан хӗре асӑрханӑ.

— Хӗр ҫыран хӗрринчен 50 метр инҫӗшре путма пуҫланӑ. Ӑна ҫӑлас тесе манӑн шыва виҫӗ хутченех чӑмма тиврӗ. Хӗре аллинчен тытма пултарнӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна ҫыран хӗрнелле туртма тытӑнтӑм. Ҫав вӑхӑтра хам та чутах путмарӑм — ҫынна шывран кӑларма вӑй нумай кирлӗ иккен. Инкекрен хураллакан ҫӑлавҫӑсем вара ку ӗҫ-пуҫа асӑрхаса та ӗлкермен пулнӑ — ҫын нумайран пурне те кураймӑн вӗт, — каласа парать Альберт Ефимов.

Ҫырана тухсан сывлӑш ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн хӗре лӑпланма самай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Ҫавах та ҫӑлакана тав тума хал вӑл ҫитернех. Тӗрӗссипе хӗр ишме те пӗлмен иккен, тарӑн мар вырӑнта утса ҫӳренӗ хушӑра ӑна хум Атӑлалла юхтарса кайнӑ пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63504.html
 

Пирӗн республика витӗр пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫех. Анчах халь мар. Тепӗр пилӗк ҫултан.

Пирӗн республика территорийӗпе пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссене ҫӳретме ӗмӗтленни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ вара шухӑшлани пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пур тесе калама юрать. Паян Раҫҫей Патшалӑх Думин парламент ларӑвӗнче «Мускав–Улатимӗр–Чулхула–Шупашкар–Хусан» чукун ҫул трассине тумалли проекта ырланӑ. Ҫӗнӗ лини федерацин Вӑтам, Атӑлҫи округӗсене, каярах вара Урал тӑрӑхне те ҫыхӑнтармалла. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулне хута ярсан пӗр хуларан тепӗрне 1–1,5 сехетре ҫитме май килӗ. Кӑнтӑрла пуйӑсем 200–400 ҫухрӑм таран хӑвалӗҫ, каҫхине — 140-200 ҫухрӑм. Проекта пурнӑҫлама мӗнпур тӑкакӑн 70 процентне федераци хыснинчен уйӑрмалла, ыттине уйрӑм партнерсем тӳпе хывасса шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63517.html
 

Ӗнер, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, темиҫе банкрах виҫҫӗ суя хут укҫа палӑртнӑ. Пӗри 5 000 тенкӗлӗскер (БА 5876960 сериллӗ), унпа алӑк сутакан предприяти менеджерӗ усӑ курасшӑн пулнӑ. Теприсем — 1 000 тенкӗлли (АЛ 3851404 сериллӗ) тата 5 000 тенкӗлли (ЕК 2744361 сериллӗ). Ку суя укҫасене банка Шупашкарти пӗр коммерци компанийӗн ӗҫченӗсем тыттарнӑ иккен.

Хальхи вӑхӑтра тӗрӗслев ӗҫе пырать. Тӗпчев вӗҫленнӗ май пуҫиле ӗҫ те, тен, пуҫарӗҫ.

Вулаканӑмӑрсем, асӑрхануллӑ пулӑр. Суя укҫан уйрӑмлӑхӗсемпе банксен стенчӗсенче паллашӑр. Сирӗн алла лексен те, тепӗр ҫынна улталама ан васкӑр, ку ӗҫре полици ӗҫченӗсене чӗнсен вырӑнлӑрах пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63503.html
 

Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫӗршывӑн пур тӑрӑхӗсенче Раҫҫей олимп кунӗ иртӗ. Кӑҫалхи спорт уявне вара 2014 ҫулта Сочире ирттерме палӑртнӑ XXII хӗллехи олимп вӑййине Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнӗ хутшӑннине халалланӑ. Вулакан ҫак сӑмахсенче йӑнӑш шырама та пултарӗ пуль, анчах чӑн та ҫапла. Ҫук-ҫук, пирӗн ҫӗршыв ушкӑнне спорт вӑййисенчен никам та пӑрма шутламан, ытти ҫулсенче те вӗсем яланах хутшӑннӑ. Тӳре-шара ҫапла йышӑннӑ пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшесси ҫеҫ юлать.

Чӑваш Енте Олимп кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спорт лаптӑкӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак кун республикӑра спорт енӗпе 400 мероприяти ирттерме планланӑ, унта спортпа туслӑ, ҫирӗп сывлӑхшӑн ҫунакан 10 пин ҫын хутшӑнӗ.

Спорт уявне Шупашкарти кӳлмекре хастаррӑн ирттерме палӑртнӑ. Вӑл кунхине ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Урамри баскетболпа чемпионат тата республика ӑмӑртӑвӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне велосипедпа 3 ҫухрӑм ярӑнӗҫ (кӑмӑл пур пулсан унта пурте хутшӑнма пултарать), ҫавӑн чухлех хӑварт утассипе ӑмӑртӗҫ.

 

Ҫӗртмен 20–23-мӗшӗсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетикӑпа япӑх илтекен спортменсем хушшинче чемпионат иртнӗ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫӗнтерӳҫесем Болгари ҫӗршывӗн София хулинче иртекен XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййине хутшӑнӗҫ. Пирӗн 3 ентеш те — Анастасия Мамлина, Иван Пакин тата Андрей Андреев — иртнӗ кунсенчи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх унта кайма ҫул уҫнӑ. Мамлина, Пакин, Андреев — олимп резервӗ йышне кӗрекен 1-мӗш ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем.

Шупашкарта иртекен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне пурӗ Раҫҫейри 247 вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче хастарлӑхпа палӑрма пултарнӑшӑн эпир хамӑр ентешсене чун-чӗререн саламлатпӑр!

 

Страницӑсем: 1 ... 3499, 3500, 3501, 3502, 3503, 3504, 3505, 3506, 3507, 3508, [3509], 3510, 3511, 3512, 3513, 3514, 3515, 3516, 3517, 3518, 3519, ... 3804
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 10

1931
94
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...