Шупашкарти урамсенче ҫитес вӑхӑтра сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Пӗрремӗш автоматсене ӗнер Чӑваш Енӗн ялхуҫаминӗ «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» куравра кӑтартма та ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Европӑра сӗткоматсене вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ҫӗнӗлӗх мар, Раҫҫейре вара асӑннӑ ҫӗнӗллӗхе тин кӑна пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Паянхи куна илес пулсан автоматсене Мускавпа Табов хулисенче йышлӑн лартаҫҫӗ. Шупашкарта сӗткаматсене вырнаҫтарас ыйтӑва пӗрремӗш хут Тӑвай районӗнче пурӑнакан Сергей Илларионов ҫӗкленӗ пулнӑ. Вӑл сӗт туса илме ӗне ферми уҫма шутланӑ. Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем питӗ те меллӗ иккен. Хуласенче вырнаҫтарнӑ сӗткаматсем чӑннипех халӑхшӑн тухӑҫлӑ пулӗ. Автоматпа усӑ курма та ҫӑмӑл. Хальлӗхӗ фермер 8 сӗткомат туянма палӑртнӑ. Автоматсене Чехинче туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа та тӗлентермӗш техникӑна вырнаҫтарма Шупашкара ятарласа Мускавпа Чехи ӑстисем ҫитнӗ. Сергей Илларионов фермер автоматсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче вырнаҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ыран, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнче стадион уҫаҫҫӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженине хута яма 54 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Футбол уйне искусствӑлла материалтан сарнӑ. Стадион уҫнӑ ятпа ыран районта пысӑк уяв ирттерӗҫ. Район администрацийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе спортсменсем парада тӑрӗҫ, артистсем вара юрласа та ташласа кӑтартӗҫ. Спорт ҫуртне уҫма республикӑри пысӑк пуҫлӑхсем килсе ҫитмелле-мӗн. Ҫав шутра — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов та. Стадиона савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн «Спорт ҫемйи» фестиваль пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансем Чӑваш Ен Элтеперӗн парнине ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртӗҫ. Конкурс спортӑн тӗрлӗ енӗпе иртмелле: сӑмахран, чупассипе, дартс, урамри баскетбол, хутӑш эстафета, ишес, сикес тӗлӗшпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хальхи вӑхӑтра тем тӗрлӗ конкурс та ирттернине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть, ав, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансем ӑмӑртнӑ. Ҫук, сиксе-чупса мар-ха. Унта вӗсем ҫак отрасльти ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӑл е ку енӗпе татса памалли ҫул-йӗре сӗннӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри тата строительствӑри чи лайӑх ҫамрӑк ӗҫчен» конкурса «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха модернизацилекен кадрсем» кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ ҫӗршыв шайӗнчи форумра пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсенчи пултаруллӑ ӑстасене палӑртнӑ. Ҫӗршыв шайне асӑннӑ тӑрӑхпа 9 ҫын тухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — пирӗн республикӑран. Ҫав йышра — «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗн информаци телепрограммине ертсе пыракан Валентина Алексеева тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «Текстильщик» управляющи компанийӗн инженер-энергетикӗ Максим Иванов. Юлашкинчен асӑнни ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрмашни паллӑ-ха, телевиденире ӗҫлекен вара хӑш енпе ҫыхӑннӑ-ши тесе тӗлӗнекенсем те, тен, тупӑнӗҫ. Мӗнех, уҫӑмлатар — Валентина Алексеева «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата строительство сферинчи чи лайӑх обществӑлла деятель» номинацире ҫӗнтернӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӗлӗк шыва ҫырмаранах йӑтса пурӑннӑ-ха. XXI ӗмӗрте пурӑнакансем вара кун пек нушаланасшӑн мар. Ҫапла пулмасӑр ӗнтӗ — чылай ялта халӗ хуларинчен кая мар-ҫке: пӳрте шыв та кӗрет, канализаци тунӑ, ҫӑвӑнмалли ятарлӑ кӗтессем вырнаҫтарнӑ. «Эпир кӑна темӗскерле», — тарӑхаҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Пӗчӗк Аначкасси ялӗнче пурӑнакансем. Алькешран инҫе мар вырнаҫнӑ ҫав ял ҫыннисем шыва ҫырмари ҫӑлтан йӑтаҫҫӗ иккен. Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл шыва ӗҫме хӑрушӑ — ҫӑлтан инҫех мар выльӑх ҫӑви вырнаҫнӑ-мӗн. Ҫуркунне уйрӑмах шиклентерет имӗш. Шыв питӗ лӗкӗллӗ пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн ҫынсем. «Выльӑх та ӗҫмест», — теҫҫӗ иккен вӗсем. Тӳре-шара «туса парӑр» тесе ыйтнине кӑмӑлламанни паллӑ-ха. Ҫавӑнпа вӗсем «ҫынсен те хастар пулмалла» текелеме кӑмӑллаҫҫӗ. Пӗчӗк аначкассисем кӗтсе ларас темен — проектпа смета хучӗсене туса хатӗрленӗ: ҫапах та лав вырӑнтан хускалман. Аптӑранӑ енне вӗсем таҫта та ҫырса пӑхнӑ. Район администрацийӗнче шыв пуласси пирки шантараҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах хӑҫан пирки унта та татса каламан иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта Республика кунне уявлани тата фейерверк фестивалӗ иртесси пирки ытти регионта пурӑнакансене... автобуссем урлӑ пӗлтереҫҫӗ. Епле майпа тетӗр-и? Реклама аталанӑва пуҫарса яраканӗ тетчӗҫ те хӑй вӑхӑтӗнче, паянхи саманара вӑл пушшех те пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла вара пирӗн республика ҫуралнӑ кунне уявланине пӗлтерекен хыпарсене пӗр хулапа тепӗрне ҫыхӑнтаракан автобуссем ҫине вырнаҫтарнӑ иккен. Паян, сӑмахран, ун пек автобус Шупашкарти тӗп автовокзалтан Чулхулана тухса кайнӑ. Ҫула май вӑл Воротынец, Лысково, Кстово хулисем патӗнчен иртет. Ҫапла майпа Шупашкара ытти регион ҫыннисене ытларах илӗртес тӗллев тытнӑ. Водительсем палӑртнӑ тӑрӑх халӑх пӗлтерӗве асӑрхать-мӗн. Салют пирки каларӑмӑр та, фестивале Мускавпа Питӗр хулисенчи тата Белоруҫпа Литвари пиротехниксем килсе ҫитмелле. Вӗсен пултарулӑхне тӗнче тетелӗ пулӑшнипе трансляциленӗ май куракансем те хак пама пултарӗҫ. Вӗсен шухӑшне ҫӗртмен 23-мӗшӗнче 23 сехетрен тытӑнса тепӗр кунхи 11 сехетчен пухӗҫ. Интернет-сасӑлава тӗпе хурса куракансене уйрӑмах килӗшнӗ пиротехниксене ятарлӑ парнепе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн виҫӗ факультечӗ пӗрлешесси пирки хыпарланӑччӗ. Ҫитес уйӑхран журналистика, филологи тата чӑваш филологийӗн факультечӗсем пӗр факультета пӗрлешӗҫ. Вӗсем ҫӗнӗрен йӗркеленекен «Вырӑс тата чӑваш филологийӗ тата журналистика» факультет йышне кӗрӗҫ. Факультета «чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профильсем валли кӑна бюджет вырӑнӗ лекмелле-мӗн. «Журналистика» специальноҫа алла илес текенсем тата «вырӑс чӗлхипе литератури, ӗҫлевлӗх филологи» профильсем бюджет вырӑнӗсемсӗр юлмалла теҫҫӗ. Кун пирки хальхи филологи факультечӗн деканӗн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Андрей Обжогин Интернет-хаҫатсенчен пӗрне пӗлтернӗ имӗш. Сӑмах май, укҫалла вӗрентмелли йыша та самай чакарнӑ-мӗн. Журналист пуласшӑн «кӗмӗл» тӳлесех куҫӑмлӑ майпа вӗренме килӗшекенсем валли пурӗ те 10 вырӑн кӑна палӑртнӑ иккен, курӑмсӑр меслет валли — 25. Вырӑс чӗлхипе литературине тата филологине укҫа тӳлесех ӑша хывас текенсем валли 10 (куҫӑмлӑ майпа вӗренекенсем валли) тата 12 (курӑмсӑр меслет). «Чӑваш чӗлхипе литератури; ют ҫӗршыв филологийӗ» профиле тӳлесе 3 ҫын куҫӑмлӑ майпа, 15-ӗн куҫӑнсӑр меслетпе вӗренейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫимӗкре Паян Ҫимӗк эрни пуҫланчӗ. Ытларах пайӗпе Ҫимӗке хальхи вӑхӑтра шӑматкунпа вырсарникун ирттереҫҫӗ пулин те, кӗҫнерникун пухӑнакан вырӑнсем те республикӑра сахал мар. Ку уйрӑмах кивӗ ҫӑва-масарсенче анлӑ сарӑлнӑ. Ҫимӗк — ӗлӗкхи чӑваш уявӗ. Ҫимӗк вӑл савӑнӑҫ, ҫамрӑклӑх, юрату уявӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра халӑх ваттисене асӑнма ҫеҫ ҫӳрет пулсан ӗлӗкрех вара ку уявра халӑх савӑннӑ, юрланӑ — ешерекен, чечекленекен ҫанталӑкпа киленнӗ. Леш тӗнчене ӑсаннисем те чӗррисем патне ҫак кун килнӗ пулать — ҫавӑнпа та вӗсене апат-ҫимӗҫпе сӑйлас йӑла халӗ те упранса юлнӑ ӗнтӗ (православи тӗнӗ ӑна «родительская суббота» тума тӑрӑшать пулин те). Ҫимӗк кун хальхи вӑхӑтра ирхине мунча хутса кӗреҫҫӗ — ҫитмӗл те ҫичӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнаҫҫӗ (пирӗн тӑрӑхра — ҫичӗ курӑк шывӗпе). Курӑкне татаймасан та милӗкне те пулин ҫӗннине кайса хуҫса килеҫҫӗ. |
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тӑрӑшакансемшӗн ыран хумхануллӑ кун пулӗ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унта ыран вӗренӳ заведенийӗн ректорне суйлӗҫ. Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗнче академи ректорне Николай Васильева кӗтмен-туман ҫӗртен ӗҫлеме пӑрахтарнӑччӗ. Яваплӑ тивӗҫе пурнӑҫлама Людмила Линик юриста шаннӑччӗ. Сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче Людмила Линик Чӑваш Енӗн суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑччӗ. Ректора сасартӑк ылмаштарнине ун чух Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви аслӑ шкул (академи асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать) тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе ӑнлантарнӑччӗ. Николай Васильев вара капла хаклавпа килӗшменнине, аслӑ шкулсен тухӑҫлӑхне 2011 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне кура йӗркеленине, академине вара вӑл 2012 ҫулхи ҫуркунне кӑна ертсе пыма пуҫӑннине палӑртнӑччӗ. Ректора хӳтӗлесе студентсем митинга та тухса пӑхнӑччӗ. Ыран вара академин ректора суйлама тивет. Маларах, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ректор пулма тивӗҫ кандидатурӑсене аттестацилемелли лару иртнӗ. Пирӗн республикӑран сакӑр кандидат тӑратнӑ иккен, федераци министерстви вӗсенчен виҫҫӗшне — вӗсем кашниех академире ӗҫлеҫҫӗ — суйласа илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Республикин никӗсӗ епле ҫурални, вӑл епле амаланни пирки ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Щербаков Сергей Владимирович, вӑл патшалӑх архивӗнче вӑй хурать, ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ хутсене тишкерсе чылай ҫӗнӗ материала ҫутта кӑларнӑ. Ҫавӑнпа та «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнеке тӑван республикӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансен аллине ҫывӑх вӑхӑтра лекессе шанас килет. Паян вара кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑвашлӑхпа тӑчӑ ӗҫлекен ҫынсем кунта чылайӑн пухӑннӑччӗ — кашни тенӗ пекех кӗнекене, уйрӑмах авторӑн ӗҫне ырларӗ. Пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсма сӗнчӗҫ — 1917–1920 ҫултисемсӗр пуҫне каярахри тапхӑра та тишкермелле. Мӗн ҫинчен-ха кӗнеке? Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ шухӑша ӗненес пулсан революциччен пирӗн халӑх тӗттӗм пулнӑ, нимӗнле наци идеологийӗ те пулман имӗш. Пӗтӗмпех большевиксем тӑрашнипе йӗркеленнӗ иккен, В.И. Ленин ырланипе. Республика таврашне тунӑ май та пирӗн халӑх, имӗш, вырӑссен, тутарсен тата ытти халӑхсен тӗслӗхӗсемпе усӑ курнӑ, хӑйӗн нимӗн те пулман. Ҫак кӗнеке вара суя шухӑша сирме пулӑшать, республикӑна тунӑ вӑхӑтра ӗҫ-пуҫ епле пулнине тӗплӗн ҫутатса парать: мӗншӗн Элмен ҫапла йышӑну тунӑ; мӗншӗн республика пирӗн пӗчӗк тата ытти те. |
«Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ», — теме юрататчӗ хӑй вӑхӑтӗнче кукамай. Ун чух самани урӑхларахчӗ те ялти мӗнпур арҫын вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче ӗҫлетчӗ, хӗрарӑмӗсем вара — е фермӑра, е хирте. Сенӗк-кӗреҫе йӑтса ҫӳресси ман валли мар тесе ӗҫ тиркекенсем те пурччӗ-ха, паллах. Хӑшӗсем (сӑмахӑм хамӑр тӑрӑхрисем, Шупашкар районӗсем пирки пырать) ҫӗвӗҫ пулса тӑрӑшнине астӑватӑп. Паян йӑлт урӑхла — арӗ-арӑмӗ ҫичӗ ютра тӑрӑшать. Ҫапла-ҫапла. Хӗрарӑмӗсем те ачисене кукамӑш-асламӑшӗсемпе пӑрахсах Мускавалла е ытти хуланалла тапса сикеҫҫӗ. «Пыл сӗрнӗ-им унта?» — тесе каланине хайхисем кӑмӑлсӑрланса йышӑнаҫҫӗ. «Ялта ӑҫта ӗҫлемелле? 5 пин укҫашӑн-и?» — касса татаҫҫӗ ун йышшисем туххӑмрах. Официаллӑ цифрӑсем тӑрӑх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 453 ҫын ют региона тухса кайнӑ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтеркен служба 9 тӑрӑхри 15 организаципе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ҫав шутра Мускав хулипе облаҫӗ, Чулхула, Волгоград, Амур, Воронеж облаҫӗсем, Тутар, Саха республикисем, Чукотка автономи округӗ пур. Тӗрӗссипе калас пулсан, ҫичӗ юта ҫӳрекенсем тата та йышлӑ-ха. Чӑваш Енри строительсем ҫичӗ ютра вӑтамран 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |