![]() Ҫул-йӗре юсаса-ҫӗнетсе тӑни аван-ха. Анчах те технологие пӑхӑнманнипе, те урӑх сӑлтава пула ҫӗнӗ ҫулсем ҫинчех кӗҫех йӗр каять, шӑтӑк-путӑк пулса юлать. Йывӑр машинӑсем те ҫула перекетлеме пӗлменни пур-тӑр-ха: кӗрлӗ-ҫурлӑ хутласан чӑтаймасть пулинех… Ҫак кунсенче Чӑвашавтодорӑн ҫул-йӗр лабораторийӗ Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи ҫул пахалӑхне тӗрӗслеме тухнӑ. Элӗкри Совет урамӗнчи асфальтпа бетон сийӗ 3,8 сантиметрпа танлашать тесе пӗлтернӗ. Те ҫителӗклӗ ӗнтӗ вӑл, те ҫукрах — специалист мар та, калама хӗн. Вӑрнар районӗнчи Яхакассине те ҫитнӗ. Асфальт пахалӑхне виҫӗ талӑкра тӗрӗслесе пӗтермелле-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хысна резина пек тӑсӑлмасть те ӗнтӗ, укҫана валеҫиччен ӑна ӑҫта ямалли пирки ҫиччӗ виҫме тивет. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене аталантарасси ҫум программӑпа килӗшӳллӗн уйӑракан укҫана тивӗҫессишӗн республика шайӗнче конкурсах ирттернӗ. Пӗтӗмпе 75 учреждени хутшӑннӑ иккен. Территорие хӑтлӑх кӳме уйӑраканнине Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк», Ҫӗнӗ Шупашкарти туберкулезпа чирлисен «Чебурашка», Шупашкарти 134-мӗш ача-пӑча пахчи тивӗҫнӗ. Вӗсене кашнинех 48-шар пин тенкӗ лекӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен ӗҫӗнче ҫӗнӗ меслетсене аталантарма вара тупра йӑлтах Шупашкарта сапаланӗ. 65 пиншер тенке тӗп хулари 75-мӗш, 168-мӗш, 23-мӗш ача пахчисем илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пульницӑна ҫӳрекенӗсем ку хыпара хӑйсем темле йышӑнаҫҫӗ те, анчах халӑха тӳлевсӗр пулӑшу кӳресси регионсенче пӗлтӗр епле пурнӑҫланнине ҫӗршывӑн сывлӑх сыхлав министерстви сӑнаса пӑхнӑ та Чӑваш Ене лайӑх енчен палӑртнӑ. Хакланӑ чухне паха медицина пулӑшӑвӗ халӑха кӳресси епле шайрине тишкернӗ, кадрсемпе укҫа-тенкӗ тата пурлӑх базине пӑхнӑ, медпулӑшу кӳрессипе ҫынсен вӑтамран мӗн чухлӗ кӗтме тивнине тата ытти саманта тӗпе хунӑ-мӗн. Тӳлевсӗр медпулӑшу кӳме пӗлтӗр пӗтӗмпе 8,3 миллиарда яхӑн укҫа уйӑрнӑ, ку вӑл 2011-мӗш ҫулхинчен 8 процент нумайрах тенине пӗлтерет. Кашни ҫынна сиплеме «кӗмӗл» вӑтамран уйӑрнин хисепӗ 8,3 процент ӳссе 6 615,7 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене паянхи кун тӗлне 110 пин гектар ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкран 47 процента ҫӗннине пӗлтерет. Елчӗк районӗнче 83,8 процента ҫитнӗ; Шӑмӑршӑра — 63,2%; Вӑрнарта — 55,6%, Патӑрьелте — 55,3%; Комсомольскинче — 54,3%; Канашра — 54,3%; Красноармейскинпе Хӗрлӗ Чутайӗнче — 53,9%. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 19,2 центнер тухать. Вырмана вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур. Ун пеккисем республикипе — тӑххӑррӑн. Ҫурринчен иртнисем вара — 146-ӑн. Республикӑн ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен миҫешер гектар вырса пынине тата хирте миҫе комбайн ӗҫленине те сӑнаса пырать. Малтанхи кӑтартӑва илсен, кунсерен 17,5-шар пин гектар ҫинче вырса тӗшӗлеҫҫӗ. 774 комбайнран хирте 711-шӗ ӗҫлет. Пурте хире тухайманни вӗсем ваннипе ҫыхӑннӑ. Кашни комбайн вӑтамран талӑксерен 24,6 гектар ҫӗнет иккен. Ҫапах та ку кӑтарту Ҫӗмӗрле районӗнче калама ҫук пӗчӗк — пурӗ те 9 гектар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче куҫман пурлӑх правипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа регистрацилессине черетлӗ хутчен пӗчӗклетни пирки пӗлтерет асӑннӑ тытӑмӑн пресс-служби. Ҫӗнӗлӗх ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вӑя кӗнӗ. Регистрацилеме тӑрсан чи нумаййи 10 кунтан ытла кӗттермӗҫ. Чылай чухне вара, сӑмахран, хваттере приватизацилени, ҫӗр пайӗн хуҫи пулнине ӗнентерекен хутсене шӑп та лӑп пӗр эрнере алла илме май килӗ. Хутсене «Регистраци — Кадастр» «пӗр чӳрече» меслетпе е тата Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем урлӑ парсан та ӗҫе ҫичӗ кунта туса пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Финмаркет» информаци агентстви эрех уйрӑмах ӗҫекен 20 муниципалитет рейтингне йӗркеленӗ. Ӑна ӗненсен малти 10 йӗркене Канашпа Етӗрне хулисем лекнӗ. Етӗрнере пурӑнакан кашни ҫын ҫулталӑкне вӑтамран 27,9 литр ҫавӑрса хурать. Канашра вара 27,1 литр пушатаҫҫӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре ку кӑтарту 7,7 литрпа танлашать иккен. Уйрӑмах ӗҫекен муниципалитетсем йышлипе рейтинга Тутарстанран 6-ӑн ҫакланнӑ, Коми Республикинчен — 4-ӑн, Самар облаҫӗнчен — 2-ӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Унчченрех агитбригадӑсем уй-хирпе ферма тӑрӑх юрласа та ташласа ҫӳретчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрти культура учрежденийӗсем халӗ те ун пек йӑлана тытса пыма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Акӑ, Элӗк районӗнчи «Пучах» агитбригада ҫывӑх вӑхӑтра ҫула тухма пуҫтарӑнать. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ушкӑн культура учрежденийӗсем ҫук ялсене ҫитме палӑртать иккен. Хӑҫан каяссине те палӑртса хунӑ — ҫак уйӑхӑн 12-16-мӗшӗсенче. Юрласа та ташласа кӑтартнипех ҫырлахмӗҫ вӗсем. Районӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Григорьева вырӑнтисене кӑсӑклантаракан ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшӗ. Тӗлпулу ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, Атмалкасси ялӗнчен пуҫланӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче Качалов ялне, 14-мӗшӗнче Павлушкӑне тата Шавранчӑка, 15-мӗшӗнче Шуркассине тата Ҫулавӑҫне, 16-мӗшӗнче Атайкассине тата Мӑн Шӗвӗше ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен ҫурчӗсен тӑрӑмӗпе кӑсӑкланмаҫҫӗ иккен. Пурте мар-ха. Чылайӑшӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе потребительсен правине хӳтелес енӗпе ӗҫлекен общество ертӳҫи Олег Ялугин харпӑрлӑхҫисенчен 3 проценчӗ кӑна хастаррине палӑртнӑ. Шупашкар хула админситрацийӗн муниципалитет ҫурт-йӗрне тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫынсем хастар маррине асӑрханӑ. Тӗрӗссипе вара ҫынсен парвуртарах пулни кирлех. Шупашкарти ҫуртсенчен чылайӑшӗн, акӑ, ҫурт-йӗре тытса тӑма управляющи компание палӑртма вӑхӑт ҫитет. Пиллӗк ҫулта пӗрре ҫакӑн пек йышӑнмалла та, вӑхӑчӗ ҫитет-мӗн. Маларах асӑннӑ халӑх организацине илсен, ӑна уҫнӑранпа ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа 500 хут ытла йышӑнма тивнӗ. «Кунне 20–30 ҫын килет», — тесе каланӑ организаци ертӳҫи Олег Ялугин. Судра 40 ытла тавӑҫ выртать иккен. Халӑх организацине пыракансем тӗрӗслев органӗсем алран кайтӑр тенӗн хурав панине те калаҫҫӗ-мӗн. Кунта вӗсем прокуратурӑпа Ҫурт-йӗр инспекцине ӳпкелеҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче культурӑпа спорт центрӗ уҫма палӑртнӑ. Ӑна «Выла» тесе ят панӑ. Центра яла комплекслӑ аталантарас программӑпа килӗшӳллӗн туса лартма май килнӗ. Халӗ мӗнпур ӗҫе вӗҫленӗ ӗнтӗ. Центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирхи вунӑ сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти пӗр ашшӗ тӑван тӗпренчӗкӗ умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумай та мар, сахал та мар — 44 пин тенке яхӑн. Парӑмлӑскере суд приставӗсем чикӗ леш енне кайма чарас тенӗ. Чунӗ сиснӗ тейӗнех вӗсен. Кӗҫех ҫамрӑк ашшӗн инҫе ҫула тухас шухӑш ҫуралнӑ. Анчах парӑм пур та — ҫул та хупӑ. Инҫе ҫӗре каяс кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ-тӑр ҫав ун — алимент парӑмне тӳлеме амӑшне янӑ. Тен, кам пӗлет, асли хӑй пынӑ пуль. Ара, аннемӗрсемшӗн эпир яланах ача мар-и? Алимента тӳлеме арҫыннӑн амӑшӗ хӑй пынӑ. Тӗп парӑма татнисӗр пуҫне унӑн суд приставӗсем ӗҫ тунишӗн илекен тӳлеве те татма тивнӗ. Унӑн виҫи 7 процентпа танлашать. Ҫапла вара кӗсьене 3 пине яхӑн ҫӳхетме лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |