![]() Ку инкек иртнӗ шӑматкун пулнӑ. Сыхланакана Турӑ сыхлать тенине аса илтерме тивӗҫ вӑл. Куславккара пурӑнакан 41 ҫулти вӑй питти ҫав кун икӗ тусӗпе Атӑл юханшывӗ хӗрне пулла кайнӑ. Кун пек пулӑма епле паллӑ тумӑн-ха тенӗ-ши мӑнтарӑнсем?.. Аванах ӗҫнӗ иккен. Унтан 41 ҫулти арҫын резина кимӗ ҫине ларса утрав енне ишме шут тытать. Пӗрле пулнисем тусӗ ҫула хускалнине сиссе те ӗлкӗреймен имӗш. Шывра чӳхенсе тӑракан кимме асӑрхасан тусӗ унтах ҫывӑрса кайнӑ пуль тесе те шухӑшланӑ иккен. Анчах кимӗ пушшине ӑнланнӑ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Лешсем арҫын виллине ҫырантан инҫех мар тупнӑ… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӑмран япала ӑсталакансем кӑҫал Шупашкарта симпозиума пуҫтарӑнӗҫ. «КераМагия» ят панӑ мероприяти тӗрлӗ регионти маҫтӑрсене пухмалла. Ҫав шутра Чулхулари, Кисанти, Нальчикри, Егорьевскри, Мускавпа Питӗрти ӑстасем. Тӑмран илемлӗ тем тӗрлӗ япала хатӗрлеме май пуррине вӗсем пултарулӑх лаҫҫисенче кӑтартӗҫ. Ӑсталӑха ӑша хывас текенсене вара хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑха ним мар вӗрентӗҫ. Симпозиум ҫак уйӑхӑн 10-25-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Канашлура. Б. Филатов сӑнӗсем Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ ваттисем. Патне ҫитсен хускалса кайсан тем туса ӗлкӗрмелле… Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ ҫак кунсенчи канашлусенчен пӗринче ҫӳлерех асӑннӑ шухӑша тӗпе хурса калаҫнӑ та. Коммуналлӑ хуҫалӑх отрасльне хӗле хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ та унта. Юсамаллине юсаса ҫитерсен те чӑрмав пуласран хӑрамалла. Ара, газшӑн, ҫутӑшӑн, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ тата ытти тӑкака вӑхӑтра тӳлесе татмасан ҫав пулӑшӑва кӳрекенсем ним те мар кутӑнлашма пултараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм виҫине муниципалитетсем 27 процент чакарнӑ. Кун пирки строительство министрӗ Олег Марков асӑнса хӑварнӑ. Виҫӗ муниципалитет (канашлу пирки хыпарланинче вӗсене ятран асӑнман та, хӑшӗсем иккенне пӗлейместпӗр) парӑм тавраш пухман-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗмӗрле хулин тӳлемелли аванах пуҫтарӑннине каланӑ. Парӑмлӑ управляющи компанисене те асӑнса хӑварнӑ. Кунта 318,5 миллион тенкӗ таран пухса янӑ «Новэк», 57,3 миллионлӑ «Реал-Люкс», 37,9 миллионлӑ «Ниди» компанисене кӗртнӗ. «Коммуналлӑ технологисем» обществӑн парӑм чакма мар, чӗрӗк пай ытларах хушӑнса кайнӑ иккен — 454 миллиона ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хула кунӗ ҫитесси нумай та юлмарӗ ӗнтӗ — эрне ытларах кӑна. Ҫавна пулах ӗнтӗ уява халь хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ. Шупашкар хули кӑвакалсен кӳлеписемпе тулса ларӗ иккен. Стеклопластикран ӑсталанӑскерсем пысӑках мар, 140х140 см кӑна. Йывӑрӑшӗпе те сахал — 20 кило ҫех. Ҫавах та ҫирӗп тӑтӑр тесе ӑна тимӗр постамент ҫине вырнаҫтарӗҫ. Уява хатӗрлекен комитета ку шухӑшпа пӗри пынӑ иккен, тӳре-шара вара унпа килӗшнӗ. Ара, кӑвакалсем хула гербӗнче те пур-ҫке. Ҫапла май малтан йывӑҫран кӳлепине касса ӑсталанӑ, кайран вара ун ӗлкипе усӑ курса ҫак кӑвакалсене хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче стекластикран ӑсталанӑ пӗр кӑвакала хулана илсе ҫитернӗ иккен — вырӑна вырнаҫтарсан вӑл епле курӑннине тӗрӗсленӗ пулать. Хула кунӗччен вара 10 кӑвакал ҫитмелле. Халӑх кӑмӑлне ҫӗклемешкӗн вӗсене уявӑн ҫутӑ тӗсӗсемпе сӑрласа лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Юпана тӳнтерме чавнӑ шӑтӑк Шупашкарпа Лапсар ял тӑрӑхӗн чиккинче, Вӑрманкас ялӗ ҫывӑхӗнче юпа ларать. Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫулпа ҫӳрекенсем ӑна курнӑ курнах ӗнтӗ. Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ Чӑвашсен йӑлари инемлӗхӗн вырӑнти «Турӑ» тӗн пӗрлешӗвӗ сӑваплӑ ӗҫ тӑвать ӗнтӗ — пирӗн мӑн асаттесем тытса пынӑ, пирӗн асаттесем упраса хӑварнӑ халӑх тӗнӗн пурнӑҫне тӑсать. Анчах ҫак пӗчӗк пӗрчӗ евӗр япала та православи тӗнӗшӗн пӳрнене кӗнӗ шӑрпӑк пекех — патшалӑх толерантность пирки кунӗн ҫӗрӗн калаҫать пулин вӗсем пирӗн халӑхӑн авалхи тӗнне йышӑнасшӑн мар. Вӑрманкас патӗнчи юпапа ҫыхӑннӑ пур пӑтӑрмах та, Фёдор Мадуров шухӑшӗпе православӗ пупӗсем хистенипе пулса иртет: малтан ку юпана пуртӑпа такканӑ (хӗрарӑм алли пулни тӳрех паллӑ), кайран лартнӑ йӑмрасене тӳнтернӗ, ҫӑлкуҫа питӗрсе хунӑ. Хальтерех вара, кӑна хӑвсамӑр та асӑрханӑ пуль, ҫывӑхра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку та кӑна мар, юпана кӑларса перес тесе чавма та пуҫланӑ, анчах те хурахӑн вӑйӗ ҫитмен, те такам хӑратнӑ — ӗҫне туса ҫитереймен. Фёдор Мадуров каласа панӑ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫсем пирки ӑҫта кӑна ҫырман пулӗ — пӗр тӳре-шара та хутта кӗресшӗн пулман. |
![]() Кӑҫалхи ҫур ҫулта учительсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 22 пин тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку вӑл 40 процента яхӑн пысӑкрах-мӗн. Ача пахчисенчи воспитательсен те кӳренме сӑлтав ҫук — вӗсем халӗ вӑтамран 17 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Сӑмах май, вӗсене 63,5 процент ӳстерсе панӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен 57,4 процент ӳссе 16,5 пин тенке ҫитнӗ. Культура тата социаллӑ учрежденисенче тӑрӑшакансене уйӑхсерен вӑтамран 11–10 пиншер тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Тухтӑрсем те ӳлӗмрен укҫа пӗчӗк тесе тарӑхма пӑрахасса шанас килет. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче врачсен вӑл вӑтамран 27 пин тенкӗ ларнӑ, медицина сестрисен — 15,5 пин тенкӗ ытларах, санитаркӑсен 9 пин тенкӗрен иртнӗ. Врач тенӗрен, т.п врачсен 87 пин тенке ларни те пур иккен. Пӗр муниципалитетри тӗп тухтӑрӑн ача ҫуратма каяс умӗнхи отпуск 150 пин тенкӗ тухнӑ-мӗн. Ҫапах та пур ҫӗрте те шалу пӗр пек лармасть иккен. Пӗр енчен, вӑтам тенине тӗп тухтӑр та, ансӑр специализациллӗ врач та кӗни паллӑ ӗнтӗ. Е тата ҫакна палӑртмалла. Пӗр ӗҫе пурнӑҫлакансен шалӑвех тӗрлӗ муниципалитетра расна-мӗн. Акӑ, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене илсен, Элӗк районӗнче педагогра тӑрӑшнине нимӗн те ҫитмест темелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Конкурса хутшӑнакансене хакланӑ самант Ҫӗмӗрле хулинче чи хӑтлӑ та илемлӗ вырӑна палӑртассипе конкурс ирттернӗ. Вырӑнтисем вӑл ырӑ йӑлана кӗни пирки пӗлтереҫҫӗ. Хальхи икӗ уйӑха тӑсӑлнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисем 23-ӗн пулнӑ иккен. Социаллӑ сфера учрежденийӗсем тата управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсене ҫирӗплетсе панӑ территорие пӑхса-тытса тӑрассипе ирттернӗ номинаци валли никам та заявка тӑратман-мӗн. Социаллӑ сфера учрежденийӗсенчен хулари 19-мӗш ача пахчи пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — 1-мӗш тата 4-мӗш ача пахчисем, виҫҫӗмӗшӗнче — 3-мӗш шкулпа 8-мӗш гимнази. Чечек ӳсекен вырӑнсемпе кану вырӑнӗсене хитрелетессипе 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулне ҫитекен тупӑнман. Уйрӑм ҫынсем вара хастарлӑхпа палӑрман. Ҫӑлтӑрлӑ тӑкӑрлӑкри 4-мӗш ҫуртра пурӑнакан В.Г. Петрова кӑна хутшӑннӑ. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Сахал тата нумай хутлӑ ҫуртсене тытса тӑрассипе вара управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсем йышлӑн ӑмӑртнӑ. Мала «Вымпел» юлташлӑх тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хула кунӗнче чыслама палӑртнӑ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хальхи вӑхӑтра хресчен уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнче те хӗвеллӗ ҫанталӑкра май килнӗ таран ытларах вырма хыпӑнаҫҫӗ. Районӗпе илсен, пӗрчӗллисене унта 3 609 гектар е мӗнпур лаптӑкӑн чӗрӗк пайне яхӑн ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗш тырӑ гектартан вӑтамран 22,9 центнер тухать-мӗн. Чи тухӑҫли — К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра. Унта ӑна гектар пуҫне вӑтамран 38 центнер вырса илеҫҫӗ. «Ӗнер «Юнтапа», К. Маркс ячӗллӗ, «Мураты» хуҫалӑхсенче, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» обществӑра, Михаил Максимов фермер хуҫалӑхӗнче пӗчӗкшерӗн ӗҫленӗ. Паян мӗн пур хуҫалӑхра тенӗ пекех выраҫҫӗ», — хыпарлать паян район администрацийӗ. «Гвардеец» тулли мар яваплӑ обществӑра вара ӗҫ комбайн юсавсӑррине тӑрать-мӗн. «Шел пулин те, унта пӗртен-пӗр комбайна ниепле те юсаймаҫҫӗ, 150 гектар лаптӑк ҫинче ӳстернӗ кӗрхи тулла выраймаҫҫӗ», — теҫҫӗ унта. «Кольцовка» обществӑра та вырмана халь тин пуҫӑнаҫҫӗ иккен. Анчах унта комбайн енчен йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫалӑхӑн ҫӗнӗ ертӳҫисем комбайн туяннӑ. Вӗсем тырӑ пулса ҫитеймен тесе вырма васкамаҫҫӗ имӗш. Анчах паян тухма пулнӑ иккен-ха унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Муркаш районӗнчи Ильинкӑри авалхи юмана «Чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус панӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, унӑн ӗмӗрӗ 362 ҫулпа танлашать. Вулли 182 сантиметр, ҫавӑрса тытса илес тесен темиҫен алла аллӑн тытӑнса тӑрса тухмалла: сарлакӑш — 570 сантиметр. Юмана виҫӗ хутчен те аслати ҫапнӑ иккен. Унччен йывӑҫ тӑршшӗ 26 метр ҫӳллӗш пулнӑ, халӗ 24 метр тӑрса юлнӑ. Ҫамрӑк мар пулин те юман халӗ те йӗкел тӑвать. Ятарлӑ статус панипе ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унта Федераци Канашӗн ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварассипе ӗҫлекен канашӗн ӗҫ тӑвакан дирекцийӗн ертӳҫи Владимир Зотов тата асӑннӑ органӑн пайташӗ Сергей Пальчиков, Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Вӑрман департаменчӗн ертӳҫи Александр Орнатский тата ыттисем хутшӑннӑ. Сӑнсем (25) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарта 2008 ҫултанпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль килес ҫул ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче пулӗ. Кун пирки иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑну тунӑ. Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче 330 ытла фильм кӑтартнӑ. Кинофестиваль ӗҫне хамӑр тата ют ҫӗршыври 220 ытла киноматограф хутшӑннӑ. Фильмсене тӳлевсӗр кӑтартаҫҫӗ, пултарулӑх ҫыннисемпе йӗркелекен тӗлпулусемшӗн те кӗсьене ҫӳхетме кирлӗ мар. Кинофестивалӗн президенчӗ пулма 2009 ҫултанпа Раҫҫей халӑх артистне Карен Шахназарова, «Мосфильм» киноконцерн гендиректорне Карен Шахназарова ҫирӗплетеҫҫӗ. Шел те, юлашки ҫулсенче вӑл тӗрлӗ сӑлтава пула фестивале килейменччӗ. Килес ҫул та ӑнах президент пулма шанасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шахназаровпа Мускавра тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ, лешӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |