![]() Дмитрий Ефимов Паянхи кунсенче Пенза хулинче Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиадин финалӗ пырать. Нумай пулмасть унта «Чистые пруды» кану базинче триатлонпа ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 16 тӗрлӗ тӑрӑхри 90 спортсмен хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче пирӗн 7 ентеш. Спартакиада историнче пӗрремӗш хут яшсем хушшинче пирӗн ентеш, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти УОР тата Чӑваш Ен Минспорчӗн СДЮШОР №3 вӗренекенӗ Дмитрий Ефимов ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Дистанцийӗ — 300 м шывра ишесси, велочупу — 10 ҫх тата 2 ҫх чупу. Ӑна пӗтӗмешле вӗҫлеме Дмитрие 27 минут 16,07 секунд ҫеҫ кирлӗ пулнӑ. Дмитрий Ефимов «ылтӑн» тивӗҫнӗшӗн ӑна эпир саламлатпӑр, унӑн ҫитӗнӗвӗпе мухтанатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть Турцире иртнӗ фестивальсене чӑвашри ташӑ ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Чикӗ леш енчи пирӗн аякри тӑвансем патӗнче хӑйсен пултарулӑхне Марина Тимукова ертсе пыракан «Тайны Востока» (чӑв. «Тухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ») ансамбль тата Кӳкеҫри «Илем» ушкӑн кӑтартнӑ иккен. «Тайны Востока» ансамбль Турцири Газиантеп тата Силифке хулинсенче чӑваш ташшисене лартнӑ. «Илем» валли вара тепӗр хуласем лекнӗ — Эрбаа тата Акчаабат. Турцири халӑх пирӗн ентешсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ тет, тепре те килсен та хапӑл кӗтсе илесси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кашнинех тесе юсама палӑртнӑ ҫуртсем пирки каларӑмӑр. Патӑрьел районӗнче нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурта юсама шутлаҫҫӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ район центрӗнче вырнаҫнӑскерсем, тепри — Туҫара. Ҫуртсене ҫӗнетме пурӗ 6,2 миллиона яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Юсавшӑн яваплисене палӑртнӑ, вӗсем кашниех ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Строительсем ҫивиттине, подьезд алӑкӗсене, ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштараҫҫӗ, сӑрламаллине вара сӑрлӗҫ. Туҫара ӗҫ-пуҫ уйрӑмах аван пырать темелле. Унта графикпа пӑхса хӑварнинчен те ирттереҫҫӗ иккен. Юсав ӗҫӗсене подрядчиксем 2014-мӗш ҫулхи авӑн ҫурри тӗлне вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Элӗк районӗнче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пилӗк Макҫӑмпа пилӗк Тари ҫуралнӑ. Тӗрӗссипе вӗсене ашшӗ-амӑшӗ чӑвашла ҫакӑн пек ачашласси иккӗленӳллӗ. Ӗлӗкхи ятсем таврӑнаҫҫӗ-ха, анчах Максим тата Даша тенипе... Асӑннӑ районта кӑҫал 107 пепке кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 56-шӗ — хӗрачасем. Ҫавсенчен пиллӗккӗшне Даша тесе чӗнме тытӑннӑ, арҫын ачасен хушшинче вара — пилӗк Максим. Дмитрийсемпе Павелсем, Ксенийӑсемпе Анастасийӑсем тӑватшар, Кирилл, Артемий, Арсений тата Марийӑпа Анна — виҫшер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Этем яланах шухӑш-ӗмӗтпе ҫунатлӑ. Анчах тӑвас тенине пурнӑҫлама ал айӗнче укҫа хӗсӗкки те тепӗр чух кансӗрлет. Хӗрлӗ Чутайри чылай ҫын хушма хуҫалӑха аталантарма ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа усӑ курать. Кун пирки район администрацийӗ хыпарлать. Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра кӑна унта 458 ҫын 87,9 миллион тенкӗлӗх кивҫене кӗнӗ. Кам ӑҫтан пултарать, ҫавӑнтан илет: пӗрисем — Перекет банкӗнчен, теприсем — Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗнчен. Аса илтеретпӗр, хушма хуҫалӑха аталантарма тесе уйӑракан кредитӑн процент ставкин пӗр пайне патшалӑх саплаштарать. Кивҫен илессипе Хӗрлӗ Чутай, Питеркасси, Акчикасси ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем уйрӑмах хастар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кун пек каланипе экологсем килӗшмесси паллӑ-ха. «Пирӗншӗн хытхура та курӑках», — теме кӑмӑллатчӗ паллакан пӗр эколог. Ҫутҫанталӑкра, чӑн та, пурте кирлӗ-ха: ҫум курӑкӗ те, тыр-пулӗ те. Анчах ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫинчи ҫын ҫӳллӗш хытхура кашлани тем тесен те йӗркеллӗ япала мар. Патшалӑх ҫӗр тӗрӗслевӗн специалисчӗсем нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Катькас ял тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӗсем ултӑ ҫыннӑн уйӗсене хакланӑ. Вӗсенечн иккӗшӗ пурӗ 2,84 гектар ҫинчи ҫӗре япӑхтарса янине асӑрханӑ. Унта ҫум курӑк ашкӑрать иккен тата йывӑҫ-тӗм ӳсет. Асӑнӑн лаптӑксен хуҫисем тӗлӗшпе административлӑ правӑна пӑснӑ тесе протокол шӑрҫаланӑ, асӑрхаттару хучӗ парса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шӑматкун Чӑваш Енре юн памалли кун иртнӗ. «Юн паракансен шӑматкунӗ» акцие ҫав кун Раҫҫейӗпех йӗркеленӗ, пирӗннисем те хутшӑннӑ. Юн илекенсем каланӑ тӑрӑх, пархатарлӑ ҫак ӗҫ валли ҫулла вӑхӑт ҫынсен хӗсӗкрех. Канмалли кун вара май тупасса шанаҫҫӗ. Акцие хутшӑнма йӗркелӳҫӗсем телевизор-радио урлӑ йыхравланӑ. «Шаккасан — уҫӗҫ» тенешкел, чӗнӳ-йыхрава илтнисем юн памалли станцине ирхи сакӑр сехет валлиех ҫитсе тӑнӑ. Вӗсен шутӗнче тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнисем те, пӗрремӗш хут ку утӑма тума шут тытнисем те пулнӑ. Пуҫласа пынисене шурӑ халатлисем юн илекенсем патне тепӗр ултӑ уйӑхран пымалли пирки асӑрхаттарнӑ. Мӗншӗн тесен илнӗ хыҫҫӑн ҫынна ярса париччен ӑна малтан тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, вӑхӑт иртсен кӑна унӑн пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Юн пама шӑматкун 150 ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсен юнӗпе пурӗ 77 литр ытла юн компоненчӗ хатӗрленӗ. Кун пек акцие ӳлӗмрен те ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑхӑт ҫамрӑк чух кӑна иртмен пек туйӑнать ҫав. Ҫулсем кайнӑҫем урхамах юрттипе вӗҫтерет вӑл. Шкул ҫунатти айӗнчен темиҫе ҫул каялла тухса кайнисен ҫулла тӗлпулу ирттерес йӑла ҫирӗпленнӗ ӗнтӗ. Вӑрнар районӗнчи ҫӗрпелсем те ҫаплах тунӑ. Вӗренӳ учрежденине 20 ҫул каялла пӗтернисем, акӑ, концерт йӗркеленӗ. «Ӗмӗр ҫамрӑк, ӗмӗр ашкӑнчӑк» тесе ят панӑ ӑна. Концерта ӗнерхи ачасем хӑйсен вӗрентекенӗсене йыхравланӑ. Пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрекенсене вӗсем ҫӑмӑл мар ӗҫӗршӗн тесе Тав хучӗсемпе чысланӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Эрнекун пирӗн ҫӗршывра десантҫӑсем хӑйсен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак уяв хуласенче тӗрлӗрен иртет — пӗрисем фонтанта шыва кӗреҫҫӗ, теприсем Атӑлпа ҫырлахаҫҫӗ. Хӑйсене эрех-сӑра тӗлӗшӗнчен чарманнине пула десантҫӑсене йӗрке хуралҫисем тытса кайни те тӗл пулать. Шупашкартах, ав, эрнекун унашкал 15 ҫынна хупса лартнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан сывлӑш ҫарӗн салтакӗсем ҫак куна ҫуталӑк хушши асӑнмалӑх питӗ кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ. Ялтисем те хуларисенни пекех уява паллӑ тумасӑр хӑвармаҫҫӗ. Фонтан таврашӗ ҫукран пулӗ вӗсен канӑвӗ культурӑллӑрах иртет. Ак, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялнех илес. Пӗвесӗр мар ӗнтӗ ҫак тӑрӑх, кирлӗ пулсан фонтан вырӑнне ӑна та усӑ курма пулать пуль. Владимир Владимиров вара, иртнӗ ҫулсенче сывлӑш ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑскер, ҫак кун ялти музейпе паллашнӑ иккен. Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче хӑнана Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене халалланӑ кӗтес кӑсӑклантарнӑ — чылай вӑхӑт хушши вӑл унта сӑнӳкерчӗксемпе, хутсемпе тата ытти тӗрлӗ экспонатсемпе паллашнӑ. Музей ертӳҫине те тав тунӑ — ара кун чухлӗ материала пухма, вӗсене типтерлӗ упраса тӑма самай вӑхӑт кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Регионсенчи влаҫ ӗҫ-хӗлне хаклас йӗркене ӳлӗмрен ҫӗнӗлӗх кӗртӗҫ. Экономика, социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн тата ытти хӑш-пӗр кӑтартӑва тӗпе хурса палӑртнипе пӗрлех регионсенче халӑхсем хушшинчи хутшӑну еплине те малашне шута илӗҫ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн миснистерствин департаменчӗн пуҫлӑхӗ Александр Журавский пӗлтернӗ. Федерацин тӳри-шарине ҫак шухӑш патне ҫитсе тухма Сарӑту облаҫӗнчи Пугачев хулинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хистенӗ-мӗн. Иртнӗ уйӑхра унта урӑх ҫӗртен куҫса килнӗ ҫул ҫитмен каччӑ Пугачевра пурӑнакан пӗр ҫынна скалпельпе амантнӑ иккен. Унччен вӗсен тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрсе кайнӑ каччӑ алла скальпель ярса илнӗ. Сурана пула лешӗ вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑнти халӑх тепӗр кунхине пуху ирттерсе Кавказ ҫыннисене хуларан хӑваласа ямалла тесе йышӑннӑ. Маларах асӑннӑ департамент пуҫлӑхӗн шучӗпе ун пек ыйтусене Мускав йӗркелесе тӑраймӗ, вырӑнти пуҫлӑхсен тӑрӑшмалла. Ҫынна вӑл нацине кура уйӑрма юраманни пирки палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |