Ӗнер Шупашкарти Мускав районӗнчи кафесенчен пӗринче хӗрарӑм вилнӗ. Правӑна сыхлакан органсене синкер пирки хыпар ирхи 8 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти пасарта вырнаҫнӑ кафене 40–45-сенчи хӗрарӑм ирхи 5 сехетре пырса кӗнӗ иккен. Унта вӑл ҫине-ҫинех эрех илнӗ пулать. Сакӑр сехетсенелле хайхи сӗтел хушшинчен персе аннӑ-мӗн те бармен тӳрех ун патне чупса пынӑ имӗш. Хӗрарӑм сывламаннине ӑнлансан вӑл тухтӑрсене хыпарланӑ. Шурӑ халатлисем хӗрарӑм вилнине кӑна ҫирӗплетнӗ. Халӗ ку факт пирки тӗпчев пырать.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарта ӗнер кӑнтӑрла тепӗр хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 50 ҫулта иккен. Хӗрарӑм Шупашкарти тӗп пляжра, ҫырантан икӗ метрта, выртнӑ. Хӑй вӑл тумтирпе тата япаласемлӗ сумкӑпа пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтаналаса шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыва путнӑ пулать. Ку вилӗм сӑлтавне те тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.