Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экскурсие килнӗ ачасем
Экскурсие килнӗ ачасем

Шоркка ялӗ ҫумӗнчи икӗ арман пирки сахал мар ҫырчӗҫ ӗнтӗ — Шупашкар район хаҫачӗ те, «Хыпар» та, ытти МИХсем те. Ӗмӗр ытла ларакан армансем чӑн та хӑйсен хӑвачӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Паян вара вӗсемпе паллашма Ҫатра-Лапсар шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ.

Ӗнер кӑна Шуршӑлти Космонавтика музейӗнче пулнӑ ачасемшӗн кунти армансем чӑнах та питӗ кӑсӑклантарса ячӗҫ. Хӑй арманӗсене ҫӑрапа питӗрнӗрен шала кӗрсе пӑхма май пулмарӗ пулин те таврари ытти ял хуҫалӑх ҫурчӗсем вара вӗсене самай илӗртрӗҫ — тырӑ типӗтмелли агрегатсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, вир тыррине епле суйланине курчӗҫ.

Армансемпе вара Колешша ял клубӗнче ӗҫлекен вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Николаев Владимир Никонович паллаштарчӗ. Ачасем арман чӑннипе епле пулнине пӗлчӗҫ, ҫил арманӗсене халӑх мӗншӗн нумай лартнине ӑнланчӗҫ (вӗсене лартма патшалӑхран ятарлӑ ирӗк илмелле пулман имӗш). Схемӑпа та паллашрӗҫ — хӑш-пӗр пайӗсене Шоркка арманӗсене сӑнаса хӑйсене валли палӑртрӗҫ. Каласа хӑварас пулать: пӗр арманне 1908 ҫулта лартнӑ (ӑна халь кӑштах юсанӑ, шӑвӑҫпа витнӗ), тепӗрне ывӑлӗ 1920-мӗш ҫулсенче юнашар вырнаҫтарнӑ.

Малалла...

 

Юлашки вӑхӑтра ҫанталӑк самаях шӑрӑх тӑнипе шыва кӗме каякансен йышӗ кунран-кун ӳссех пырать. Шыва кӗрес тапхӑр йышӑннӑ йӗркепе ҫӗртмен пӗрремӗш кунӗнче пуҫланать пулин те республикӑра паянхи куна икӗ пляжа ӗҫлеме ирӗк пама ӗлкернӗ те. Пӗр пляжӗ Ҫӗктер посёлокри кану базинче Атӑл хӗрринче йӗркеленнӗ, тепри вара Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ пляжсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухса ӗҫлеме ирӗк панӑ.

Ҫитес кунсенче ытти пляжсене те тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вара ҫуллахи шӑрӑх кунсенчен ҫынсем хаваспах шыва кӗме кайма пултарӗҫ. Маларах сире систерсеччӗ ӗнтӗ — кӑҫал ҫуллахи кунсенче пурӗ те 16 пляж ӗҫлӗ.

 

Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуркуннехи экологи мероприятийӗсене акан 1-мӗшпе ҫӑвӑн 11-мӗшччен 145,4 пин ҫын хутшӑннӑ иккен. Паркпа сквер, йывӑҫ-курӑклӑ вырӑна, юханшыв ҫыранӗсене, тӗрлӗ ҫурт-йӗр таврашӗсене ҫӳп-ҫапран тасатас тӗлешпе шӑматкунлӑхсене хутшӑнса вӗсем хулана самай илем кӗртнӗ.

Унсӑр пуҫне кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте ӳсекен 706 йывӑҫа каснӑ, 3 647 йывӑҫ, 7 510 тӗмӗ лартнӑ пулнӑ.

Ҫу кунӗсенче 49 ҫуп-ҫаплӑ лаптӑка тасатнӑ, 9 711 куб метр каяш, 1 805 тонна ЙХК пуҫтарса тирпейленӗ.

Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсен ӗҫне тишкернӗ май вӑл тухӑҫлӑ та усӑллӑ пулнине пӗтӗмлетме май пур. Ҫуллахи кунсем хӑйӗн тасалӑхӗпе, илӗмлӗхӗпе тата симӗс капӑрлӑхӗпе савӑнтарни вара — ним иккеленӳсӗр каласан — чуна самай хавас кӳрет.

 

«Тӗтре» пневмаход
«Тӗтре» пневмаход

Мӗн кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ-ши ӗнтӗ этем пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе. Уй-хирсенче те халӗ ӗлекхилле алӑпа тырра ӳстерсе пуҫтармаҫҫӗ, мӗн пур ӗҫе пӗтемпе техника пурнӑҫлать.

Етӗрне районӗн хирӗнче те паянхи куна ҫӗнӗ технологи урапи (машина) «хуҫаланма» тытӑннӑ. Пайӑртарах ячӗ унӑн — «Тӗтре» пневмаход. Уй тӑрӑх ҫак урапа сехетре 60 ҫухрӑм таран хӑвалама пултарать. Ҫулпа мар, ӗҫ вӑхӑтӗнче. Ҫапла май халӑхра ӑна «луноход» ят пани те тӗл пулать.

В.И. Чапаев ячӗллӗ ОАО ПКЗ пуҫлӑхӗ тӗлентермӗш пневмахода шанать, кӑҫал тыр-пулла пысӑк тухӑҫпа пуҫтарса илме ӗмӗтленет. Ҫак тӗллеве тӳрре кӑларас тесен вара пайтах вӑй хумалла — сӑмахран ятарлӑ им-ҫам сапмалла. Племконезавод обществин пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов В.И. Чапаев ячӗлле ОАО ПКЗ хирне ҫумсенчен хӑтарас тӗллевсемпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи хресчен хуҫалӑх ертӳҫинчен Александр Кузнецовран пулӑшу ыйтнӑ — лашӗ вара ҫак тӗлӗнтермӗш урапана пирӗн тӑрӑха илсе ҫитернӗ те ӗнтӗ.

Паян, ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, Владислав Ижетников «Тӗтре» пневмохочӗпе ӗҫе пикенчӗ. Ҫак техника пулӑшӑвӗпе вӑл 2-3 кун хушшинче 1 000 гектар ҫӗре имҫамласа тухасшӑн — ҫанталӑк лайӑх тӑнӑ вӑхӑтра кунне вӑл шӗвекпе 500 гектар таранах сапайрать.

Малалла...

 

Шкулсемпе техникумсенчен вӗренсе пӗтерекенсем паянхи куна пӗр пӗрлехи патшалӑх экзаменне — вырӑс чӗлхипе — тытнӑ ҫеҫ пулин те калаҫӑвӗ вара ун тавра Раҫҫей шайӗпех сарӑлнӑ. Пӗр регионта экзамен ӗҫӗсене Тӗнче тетелне кӑларса хунӑ, тепӗр вырӑнта карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫсене пула Раҫҫей вӗренӳ министерстви экзамен материалӗсем Тӗнче тетелӗ тӑрӑх ан сарӑлтӑр тесе ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ.

Раҫҫей вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗртмен 3-мӗшӗнче математикӑпа иртекен ППЭ условисене самай ҫирӗплетме палӑртнӑ. Мӗнле майпа ҫирӗплетессине министр каласа пама васкамасть-ха, мӗншӗн тесен ултавҫӑсем те ҫӗнӗ улшӑнусене кура ҫӗнӗ меслетсем шутласа кӑларма пултарӗҫ.

Вӗренӳ министерстви хальхинче тата мӗн шутласа кӑларӗ-ши? Ку ыйту чӑнахах та кӑсӑклӑ. Хуравне вара ҫитес патшалӑх экзаменӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлме пултарӑпӑр.

 

Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче чӑваш наци радиовӗнче тӳрӗ эфирта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха кӑсаклантаракан ыйтусем ҫине хуравлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Радио итлекенӗсем тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, вӗсен хушшинче тӑван чӗлхен йывӑрлӑхне хускатни те пулнӑ-мӗн.

Муркаш районӗнче пурӑнакан республика тӗп хулинче чӑваш чӗлхине тивӗҫлипех хисеплеменни ҫинчен калаҫнӑ. «Шупашкара пырсан чӑваш хулипе пынӑн туймастӑп — ют патшалӑхри пек. Реклама — чӑвашла ҫырни ниҫта та ҫук. Ытти ҫӗрте те ҫавах, Муркаша мар — Моргаушине кӗретпӗр. Уявра-мӗнре те чӑвашла калаҫмаҫҫӗ...» — шухӑшне пӗлтернӗ вӑл.

Республика Элтеперӗ асӑннӑ ыйтӑва тӗпе хурса Шупашкарта тӑван чӗлхене ытларах сарасси ҫинчен ҫӗнӗлӗхсем кӗртме шантарать. Тӳре-шара те ку ӗҫ-пуҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хатӗр имӗш.

— Эпӗ республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫласанах кун пирки ҫынсем ыйтнине кура Тӗнче тетелӗнчи сайта чӑвашлатрӑмӑр. Тӗрлӗ реклама-растяжкӑна илес тӗк — йышӑнмалла, ку ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшӑпӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62994.html
 

Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ предпринимателӗ» хисеплӗ ята парасси пирки йышӑну тӑвиччен «халӑх тарҫисем» хӗрсех тавлашнӑ-мӗн. «Regnum» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, усламҫӑсене хавхалантарассипе хавхалантармасси пирки ҫур сехете яхӑн сӳтсе явнӑ.

Ытти регионта ҫук хисеплӗ ята кама тата мӗне кура парӗҫ, усламҫӑсене, тен, уҫӑ кӑмӑллӑхшӑн е налук нумай тӳленӗшӗн чысласан тӗрӗсрех пулмӗ-и текенсем те тупӑннӑ иккен. «Хисепе тивӗҫлисем пур. Анчах вӗсем наградӑсемпе хисеплӗ ятсене илмесӗр юлаҫҫӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов.

Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 34 депутат сасӑланӑ, пилӗккӗн хирӗҫ пулнӑ, иккӗн тытӑнса тӑнӑ.

 

Пӗр-пӗр предприяти е учреждени, е тата уйрӑм ҫын пирки халӑха каласа парассипе ятарлӑ специалистсем тар тӑкнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа усӑ курса каласан, пиар теҫҫӗ-ха ӑна. Пиар енӗпе тӑрӑшакансен ӗҫӗнче хӑйсен ятарлӑ вӑрттӑнлӑхсем пур.

«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тенине тӗпе хурса пурӑнакансен талпӑнмалли-ӑнтӑлмалли яланах тупӑнать. Акӑ, патшалӑх служащийӗсем «Халӑхпа ӗҫлессинчи тухӑҫлӑ PR» программӑпа квалификацие ӳстерес тесе кӗҫех парта хушшине ларӗҫ.

Кун пирки патшалӑх заказӗсем пирки хыпарламалли официаллӑ сайтра пӗлтерӳ тухнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, вӗрентекене суйлама Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ уҫӑ аукцион ирттерет. Пӗлтерӳре ҫырнӑ тӑрӑх, парта хушшине 25 служащи ларӗ. Вӗсен ӑсталӑхне пурӗ 72 сехет хушши туптамалла. Анчах кунне 8 сехетрен ытла «тиемӗҫ». Патшалӑх служащийӗсене вӗрентме пӗтӗмпе 189 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

 

Ҫапла-ҫапла. Агрономсем е ял хуҫалӑхӗнче тӑрмашакан ытти ӑстасем мар, алӑра хутпа ручка, диктофонпа камера тытакансем. Пресс-тур ят панӑ мероприятие ыран республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ирттерет.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтерчӗҫ ӗнтӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене хресчен яваплӑ тапхӑрта епле тӑрӑшнине каласа кӑтартма тӗллев лартнӑ май Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» кооператива (вӑл Тутаркасси ҫуммӑн вырнаҫнӑ) илсе кайӗҫ. Калем ӑстисем калча пахалӑхне хаклӗҫ, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан меслетсемпе паллашӗҫ.

 

Вӑрӑ-хурахсем аптраса ҫитнӗ пулмалла тейӗн, мӗншӗн тесен хӑйсен тискер ӗҫесене кӑнтӑрла та пурнӑҫлама хӑяҫҫӗ. Ӗнерхи кун, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ятне-шывне тӗпчесе пӗлеймен арҫын урампа утса пыракан 60 ҫулхи хӗрарӑмӑн ылтӑн вӑчӑрине татса тарнӑ.

— Хӗрарӑм Женя Крутов урамӗнчи 9-мӗш ҫурт хӗррипе утса пынӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен ун патне арҫын чупса пынӑ, вара хӗрарӑм мӑйӗнче ювелир хатӗрне татса чупса тарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ хӗрарӑма 10 пинлӗх шар кӳнӗ, — пӗлтерет Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пай пуҫлӑхӗ Александр Алексеев.

Хӗрарӑмсен те хӑйсене асӑрхануллӑрах тытмалла ӗнтӗ. «Турра та шан, ху та сыхлан» тесе ахальтен каламан. Ылтӑн, кӗмӗл йышши капӑрчӑксене урамра, обществӑлла транспортра сахалрах ҫакса ҫӳремелле. Вӑрӑ-хурах ҫывӑрмасть — вӗсене пулах хӑлхасӑр юлни нимӗнле укҫа-тенкӗ те саплаштарас ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62973.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3523, 3524, 3525, 3526, 3527, 3528, 3529, 3530, 3531, 3532, [3533], 3534, 3535, 3536, 3537, 3538, 3539, 3540, 3541, 3542, 3543, ... 3803
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 09

1921
104
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ.
1948
77
Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1995
30
Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...