И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универстетри чӑваш филологийӗпе культура факультетне, вырӑс филологи тата журналистика факультетне кӑҫалхи абитуриентсене йышӑнма Раҫҫей вӗренӳ министерстви бюджет вырӑнне уйӑрса паман пулнӑ-мӗн. Ку хыпар асӑннӑ факултьтет ӗҫченӗсене самаях пӑшӑрхантарнӑ. Вара мӗне пула гуманитарлӑ факультетсене уйӑрса хӑварас тенӗ? Ҫак ӗҫ-пуҫа ӑнлантарас тесе Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерсви хутшӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пресс-конфиренцире вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх факультетсем бюджетлӑ вырӑнсӑр тӑрса юлни «техника йӑнӑшӗпе» пулнӑ имӗш. «Чӑваш патшалӑх университечӗ патшалӑх тытӑмӗнче тӑрать, ҫавна май кашни ҫулах бюджет вырӑнӗсене илес конкурсра хутшӑнать. Кӑҫал та ҫавӑн пекех. Раҫҫей министерстви ЧПУ адресне янӑ ҫырура чӑваш филогийӗпе культура, вырӑс тата журналистика факультечӗсенче бюджетлӑ вырӑнӗсен шутне палӑртман. Ҫак пулӑма вара техника йӑнӑшӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ Раҫҫей министерствинче», — пӗлтерет Владимир Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Шур акӑш» ансамбль Ҫак шӑматкун Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче тӳлевсӗр концерт пулать. Тулай чӑвашсене тӑван юрӑ-ташӑпа Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнчи «Шур акӑш» халӑх фольклор ушкӑнӗ савӑнтарӗ. Пушӑ вӑхӑта юрӑ-ташӑпа ирттерекен маттурсен концертне аякри ентешсем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнасса шанатпӑр. «Шур акӑш» ушкӑн пӗлтӗр Чунҫӳреве кайса килнӗренпе ӑҫта кӑна ҫитмерӗҫ ӗнтӗ — нумай пулмасть, ав, Турцирен таврӑнчӗҫ. Чӑн та, пирӗн халӑхӑн мӑн асаттесен вырӑнӗсене ҫитсе курни кулленхи ӗҫре самай пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Актер Шупашкарти пресс-конференцире Шупашкарта ҫак кунсенче иртекен кинофестивале килсе ҫитнӗ Александр Пятков актер вак халӑхсем пирки ӳкернӗ фильмсемпе кӑсӑкланасси ҫулсерен ӳссе пынине палӑртнӑ. «Чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе кун-ҫулӗ мана кӑна кӑсӑклантармасть. Анчах сирӗн пирки маларах мӗншӗн ӳкерменнине ӑнланмастӑп. Паянах ку ӗҫе пуҫарас шухӑш пур ман. Сценарине эпир хӑвӑртах ҫырӑпӑр, анчах чӑваш халӑх историне лайӑх пӗлекен ҫынсемпе малтанласа калаҫмалла», — тенӗ вӑл. Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ 16 ҫул каялла Шупашкарта пӗрремӗш хут пулнине те ырӑпа аса илет-мӗн. Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа килнӗскер чӑвашсен тӗп хулинче пӗр чипер хӗрпе паллашнине ӑшшӑн аса илнӗ. Унпа вӑл пристане хирӗҫ паркра уҫӑлса ҫӳренӗ-мӗн. «Тен, ҫавӑнпа та маншӑн Шупашкар ҫӑтмахӑн туйӑнать пуль», — тенӗ иккен актер. Шупашкар пики 16 ҫул каяллахи ҫав каҫа манман пулсан фильмра ҫав сюжет тивӗҫлӗ вырӑн тупасса палӑртнӑ актер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫул ҫитмен 16 пин ытла ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑтӑр урлӑ каҫнисемпе вӗсенчен аслисем 4-5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах колхозӑн кӑшман уйне ҫум ҫумлама е утӑ тавӑрма ҫӳренине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Каярах вара пӗчӗкле ӗҫлеттерме юрамасть тесе саккун тухрӗ. Халӗ 14 ҫултан иртсен ҫеҫ сенӗк-кӗреҫе тытма юрать. Вӗсен те пулин ашшӗ-амӑшӗ, опекӑпа попечительство органӗ хут ҫырса ирӗк пани кирлӗ. Унтан та ытларах — пур ӗҫе те кӳлӗнеймӗн, ҫӑмӑлтараххине кӑна. Юрӗ, ҫитӗ кун пирки — вӑл умсӑмах вырӑнне пулчӗ тейӗпӗр… Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхса хӑварнӑ, ҫамрӑксене шалу тӳлеме ӗҫ паракансен хӑйсен те тупра тупмалла — пурӗ 3,8 миллиона яхӑн. Паллах, муниципалитетсем те айккинче юлмӗҫ. Вӗсем 3 миллиона яхӑн уйӑрмалли паллӑ. Пуринчен пысӑк суммӑна (1,1 миллион тенкӗ ытларах) ҫак тӗллевпе Шупашкар хули кӑларса хурӗ. Кунта, ахӑртнех, ҫамрӑксем йышлӑ пулни те витӗм кӳрет-тӗр. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисем 220 тата 200-шер пин уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗрлӗ тӳрем Анчах паян-ыран мар, тепӗр 5-6 ҫултан. Кун пирки Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи пресс-конференцире каланӑ. Хальхи вӑхӑтра архитекторсем ӗҫлеме тытӑннӑ та-мӗн. Проект пирки тӗплӗнрех калама хальлӗхе иртерех. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗнлерех тума палӑртни пирки министр шарламан. Хӗрлӗ лапама Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550, Чӑваш Ен йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле улӑштарса ҫӗнетесшӗн иккен. Аса илтеретпӗр, ку паллӑ пулӑмсем 2019–2020-мӗш ҫулсене лекеҫҫӗ. Юбилейсене хатӗрленсе ирттермелли тӗп мероприятисем валли 25,76 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Ку вӑл — малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Ҫав шутран 8,11 миллиардне Мускавран памалла; 9,74 миллиардне — республика хыснинчен; ыттине хысна мар ҫӑлкуҫран тупасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта пурӑнакансем, хула хӑнисем кӑҫалхи кинофестивале чӑтӑмсӑр кӗтнӗ тейӗн, мӗншӗн тесен фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре, пӗлтерхи ҫулсемпе танлаштарсан халӑх самаях пухӑннӑ. Куракансене фестивалӗн пӗрремӗш кунхине Александр Прошкинӑн «Искупление» фильмӗпе паллаштарнӑ. Кино нумайӑшне кӑмӑла кайнӑ, чуна хумхантаракан пулӑмсем, актёрсен хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен куракансем хӗрӳллӗнех калаҫнӑ. Паян вара, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта конкурса тӑратнӑ Панков режиссёрӑн «Доктор» тата Георгий Паражданов «Все ушли» киносене кӑтартнӑ. Фестиваль йӗркелӳҫисен шухӑшӗпе кӑҫалхи кинофестиваль ӑнӑҫлӑ тата курӑмлӑ иртессе шанса тӑраҫҫӗ. Конкурс фильмӗсем куракансене кӑсӑклантараҫҫех тесе режиссёрсем те сӑмах параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Этем хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗнче мӗн кӑна тӳссе ирттермест ӗнтӗ. Нуши те ыррипе ҫума ҫумӑн пырать. Инкекӗ те килсессӗн ӑнсӑртран килет. Пурнӑҫра яланах килекен пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерме вӑй-хал кирлӗ, тепӗр ҫынна пур вӑхӑтра та инкекрен хӑтарма хатӗр пулмалла. Турра шӗкер, ун йышши ҫыннисем паянхи кун та пур. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 16:00 сехетсенче Гагарин кӗпер ҫулӗ тӑрӑх техникумран килекен хӗр ҫине ӑс-тӑнне пӗр-пӗр шухӑшпа минретнӗ ҫын тапӑннӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа инҫех мар 18-ҫулхи каччӑ асӑрханӑ, вӑл тӳрех хӗре пулӑшма чупнӑ. Хӗр ҫине тапӑннӑ арҫын каччӑран тарса пытаннӑ, ӑна вара кайран полицайсем тытнӑ пулнӑ-мӗн. Тӗпчев управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх 46-ҫулхи арҫын ҫине пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паянхи куна пуҫа минретекен, сывлӑха хавшатакан эрех-сӑрасемпе лавккан ҫӳлекӗсем самаях пуян. Сӑра, Эрех, Шампань, Водка — тем кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ ӗнтӗ чуна «лӑплантарма». Хӑш асӑннӑ шӗвӗксенчен сиенли-ши? Хӑшӗ ытларах кӑмӑла пӑтратать. Ку ыйту чӑнахах та кӑсӑклӑ. Медиксем вара ӗҫсӗр лармаҫҫӗ, ҫак енпе ятарлӑ тӗпчев ӗҫне ирттерме шутланӑ. Тӗп ыйту «хаяр» шӗвӗксенчен хӑшӗ чи сиен кӳрекен, пӑхӑну туйӑмне ҫуратакан шӗвӗк? Вара тӗпчев ӗҫне ирттернӗ хыҫҫӑн медиксем сӑрана чи сиенлӗ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тухтӑрсен шухӑшӗпе сӑрана ӗҫне чухне ҫын ӗҫнин виҫине манать, пӗрре-иккӗ ӗҫсенех тепӗр хутӗнче сӑран «пылак» туттине туяс кӑмӑл ҫыннӑ ҫуралать. Медиксен шухӑшӗпе сӑра алкоголизмӗ те пур имӗш. Тухтӑрсемпе специалистсем ҫынсене «пачах ӗҫмелле мар» тесе каласшӑн мар, «ӗҫнин виҫи пулмалла» тесе асӑрхаттараҫҫӗ. Сӑра вара чӑнипех те тейӗн ӗҫекенсене хӑйӗн «ытамне» туртать, ахальтен мар пуль ҫамрӑксене нумай чухне сӑра кӗленчипе «туслине» асӑрхама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ельников ращи тӗппипех ҫӳп-ҫап айне путнӑ Ҫуркунне ҫитнӗрен республика таврашӗнче шӑматкунлӑхсем самаях иртрӗҫ. Тавралӑха ҫӳп-ҫапран тасатни, илем кӳни — паха ӗҫ. Анчах та Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ку ӗҫ пахисен шутне кӗртесшӗн мар пулмалла. Мӗншӗн тесен хула таврашӗнчи хӑш-пӗр лаптӑкӗсенче паянхи кун та ҫӳп-ҫаплӑ. Хула ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх Ельников ращи (ун хӗрри) тата 13-мӗш шкул таврашӗнче лаптӑка тасатса тӑмаҫҫӗ. Культура паркӗн директорӗ Флавьян Воронов хӑйсен ӗҫне «тӗпипех пурнӑҫлатпӑр» тесе ӗнентерет, айӑпне вара ҫутҫанталӑкра пикник ирттерекенсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарманнинче курать. Вара кам, мӗнле пуҫтарать ыйту тавра «ҫатӑлтатаҫҫӗ» ҫеҫ. Чӑннипех те ҫак ыйту хӑмпине тем тӑршӗ хӑпартни кирлӗ те мар, хула администрацийӗн те 13-мӗш шкул дирекцийӗн те харӑс тасалӑх ӗҫне пуҫӑнмалла. Шӑматкунлӑха та пуҫлӑхсем каланнипе мар тухмалла, чун ыйтнипе. Таса таврӑлӑхра хамӑра та пурӑнма питӗ лайӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
тамограф Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Надежда Осипова тата пай пуҫлӑхӗ Наталия Полетаева пирки хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ун чух следовательсем вӗсене пульницасем валли томографсем тата ангиографи хатӗрӗсем хаклӑ хакпа туянма килӗшӳ туса хыснана 240 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ тесе палӑртнӑччӗ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни пулать тесе айӑпланӑччӗ вӗсене. Шупашкар хулин Ленин район сучӗ министерство ӗҫченӗсем усал шутпа мар, тимсӗрлӗхе пула йӑнӑшнӑ тесе палӑртнӑ. Тимсӗрлӗхшӗн явап тыттармалли вӑхӑт вара иртсе кайнине кура (хаклӑ ҫав оборудование туянасси ҫинчен калакан килӗшӗве 2008-2009-мӗш ҫулсенче тунӑ) пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |