![]() Паянхи кун та Улатӑрта ҫул сарас ӗҫ хастаррӑн пырать. Ҫак кунсенче ҫула хула пасарӗ йӗри тара вырнаҫнӑ Гончаров, Пушкин, Гоголь тата Жуков урамӗсенче юсаҫҫӗ. Кунта Вӑрнар ДРСУ филиалӗн специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫӗн хакӗ вара — 38 миллион тенкӗ. Ҫав хушӑрах асӑннӑ лаптӑсенче электричесто ҫуттине тивӗҫтерес ӗҫ те пырать. Горький урамӗнчен пуҫласа Пушкин урамӗ таран асфальта сарма та ӗлкернӗ, бордюр чулӗсене вырнаҫтарнӑ. Гоголь, Гончаров тата Жуковский урамӗсем тӑрӑх никӗс сарас ӗҫе вӗҫленӗ, 80% тротуарсем тунӑ. Ӗҫе юпан 1-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Уҫӑ ҫырури алӑ пуснисем Илле Иванов журналиста хӳтӗлесе паллӑ ӑсчахсемпе культура ӗҫченӗсем уҫӑ ҫырупа тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Республикин Аслӑ судне «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна 2012 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче «экстремистлӑ» тенине ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ, Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Уҫӑ ҫырӑва алӑ пуснисен шухӑшӗпе статья халӑхсем хушшинче нимӗнле хирӗҫӳлех те ҫуратмасть, унта Алексей Кудрин автор чӑваш чӗлхин статусӗ пирки хӑйӗн ирӗклӗ шухӑшне пӗлтернӗ ҫеҫ. Куншӑн никама та айӑплама юрамасть. Алӑ пусакансен йышӗнче: В.Г. Родионов философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Н.А. Енилин халӑх художникӗ, Н.А. Исмуков Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи, А.В. Кулагин депутат, Н.И. Егоров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Ф.И. Мадуров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, В.С. Пряников Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлах ӗҫченӗ, Б.Н. Глинкин кире пуканӗпе спорт мастерӗ, В.Ф. Павлов Вӑрмар район пухӑвӗн депутачӗ. Уҫӑ ҫырупа кунта паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫапла шут тутнӑ иккен американ сывлӑшҫӳревҫи Джонатан Трапп. Вӗҫеве вӑл ӗнер ирхине (выранти вӑхӑтпа) АПШри Карибоу хулинчен тухнӑ. Атлантика океанӗ урлӑ каҫма пурӗ 4 пин ҫухрӑм вӗҫмелле, ҫакӑн валли ӑна 3–5 кун кирлӗ пулӗ. Океанӑн тепӗр енне каҫса Джонатан Трапп Европӑн пӗр-пӗр кӗтесӗнче чарӑнма шухӑшлать. Ҫул тӑкакне — 300 пин доллара — вӑл халӑхпа пӗрле пуҫтарнӑ иккен. Чи йывӑр самант ҫак ҫулҫӳревре — ҫанталӑк улшӑнӑвӗ. Пӗр ҫил вӑйӗпе кӑна каҫма шутланӑран унӑн ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене мӗнле пур ҫапла йышӑнма юлать ҫеҫ вӗт. Енчен те унӑн ҫулҫӳревӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫленет пулсан — океан урлӑ ҫак мелпе каҫнисен шутӗнче вӑл пӗрремӗш пулӗ. Опычӗ ҫук темелле мар ӗнтӗ — унччен вӑл 2010 ҫулта Ла-Манш пролив урлӑ вӗҫсе каҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ӑмӑрту иртрӗ![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Советская Чувашия» хаҫат Андриян Григорьевич Николаев космонавта асӑнса ирттерекен спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнассишӗн, ҫавӑн пекех районти «Пирӗн пурнӑҫ» парнишӗн чупассипе «Тӗп» стадионта фестиваль иртрӗ. Пухӑннисене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, ялхуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен администраци заместителӗ Владимир Храмов, «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторӗ Галина Ястребова, «Поддержка» страхлакан кампанин начальникӗ Виталий Чишкин тата ӑмӑртусен тӗп судьи Алексей Никитин саламласа пурне те ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Пухӑннисем чи малтанах пурте пӗрле кар тӑрса физзарядкӑна хутшӑнчӗҫ. Хускану йӗркине Наталья Храмова ертсе пычӗ. Малтанах ӑмӑртусем кил-йышсен хушшинче иртрӗҫ. Малти вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи Макаровсен ҫемьи тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри Кондратьевсен ҫемьи пулчӗ, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньри Макаровсен ҫемьи. Спорт уявне тӗрлӗ спортсмен ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Шкулсем хушшинче мала Хусанушкӑньсем тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — Штанашсен команди, виҫҫӗмӗшсем — Тури Ҫӗрпӳкассисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗк Чӑваш халӑх сайчӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене кӗнекен кӑларасси пирки те, ӑна илемлетме пуҫарнӑ «Ҫӑлтӑрпа ҫӑлкуҫ сӑнарӗ» ӳнер конкурсӗ пирки те пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шел те, ӳкерекенсем нумаййӑнах тупанмарӗҫ-ха — пӗртен пӗр Вӑрмар районӗнчи Тикаш тӗп шкулӗнчен 4 ӗҫ килчӗ. Кӗнеке кӑларас ӗҫе эпир чӳк-раштав уйӑхӗсем тӗлне — «Чӑваш йӑмри» ӑмӑртӑва пӗтемлетиччен — вӗҫлесшӗн, ҫавӑнпа та, енчен те сирӗн хутшӑнма кӑмӑл пур пулсан сирӗнтен, ачасем, пулӑшу кӗтетпӗр. Аса илтеретпӗр, ӳнер ӑмӑртӑвне шкулта вӗренекен кашни ача хутшӑнма пултарать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӑна кӗнекене кӗнӗ хайлав тӑрӑх ӳкермелле (хуть те хӑшне суйлама пулать). Ӗҫсене йышӑнас тапхӑра эпир кӑҫалхи юпа уйӑхӗ вӗҫлениччен тӑсрӑмӑр. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн электронлӑ ӗнентерӳ хутне ҫеҫ ярса парӑпӑр. Кӗнекене вырнаҫма тивӗҫлӗ ӗҫ авторне эпир сӑвӑ-калав пуххине парнелӗпӗр. Кӗнекене кӗмелли хайлавсен йышӗпе кунта паллашма пултаратӑр: http://docme. | ||
![]() Чӑваш Ен экономаталануминӗ наци кухнин историйӗпе, йӑлипе тата уйрӑмлӑхӗпе паллаштарас тӗллевсемпе вырӑс тата акӑлчан чӗлхипе «Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» ятарлӑ брошюра кӑларнӑ. Кӗнекере Чӑваш Республикин обществӑлла апатлану организацийӗсем сӗннӗ чӑваш халӑхӗн тата паянхи кунсенчи кухньӑн рецепчӗсене илсе панӑ, сӑнӳкерчӗкесемпе илемлетнӗ. Уйрӑмах унта ҫӗрулмирен, хӑй тӗллен ӳсекен ӳсентӑранран, сӗт-ҫу таврашӗсенчен тата чустаран пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пирӗн республикӑра ҫеҫ мар ытти ҫӗршывсенче те паллӑ. Ҫакӑн пек апат-ҫимӗҫ шутне — какай шӳрпи, шӑрттан, хуплу, чӑкӑт, хуран кукли тата ытти кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне брошюрӑра Чӑваш Республики ҫинчен, чӑваш кулинарийӗ тӗрлӗ шайри фестивальсенче, чемпионатсенче, олимпиадӑсенче тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен тата «Чӑваш биопродукт» тавар палли ҫинчен калакан хыпарлав пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кӑҫал Чӑваш Ен правительстви выльӑх-чӗрлӗхе ерчетекенсене ятарлӑ пулӑшу кӳрес тет. Республика Элтеперӗн администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ валли 106 миллион уйӑрма палӑртнӑ. Ятарлӑ йышӑнупа килешӳллӗн 2012 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх туяннӑ выльӑх апачӗ хакланнӑ май укҫана сысна, чӑх-чӗп какайне тата ҫӑмарта туса илекенсене тӳлеме йышӑннӑ. Тӳлевсӗр субсиди ставкин вӑтам кӑтартӑвӗ тӑрӑх 10 ҫӑмарта ҫине 2,9 тенкӗ, 1 тонна чӑх-чӗп какайӗн чӗрӗ йывӑрӗшӗ ҫине — 4 124 тенкӗ, 1 тоннӑ сысна какайӗн чӗрӗ йывӑрӑшӗ ҫине — 10 479 тенкӗ тухать. Выльӑх-чӗрлӗх ерчетекенсене валли уйӑрнӑ 100,7 миллион тенкӗ федераллӑ хыснаран лекӗ, ытти 5,3 миллионӗ вара — республика хыснинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Карачай-Черкиессин ИӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Домбай шырав-ҫӑлав отрячӗ Горалыкол ту каҫҫин 3 670 ҫӳлӗшӗнче Шупашкар ҫулҫӳревҫӗн виллине тупнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын сӑрт хысакӗнчен йӑтӑнса аннӑ иккен. Аса илтеретпӗр, чӑваш ҫулҫӗревҫине авӑнӑн 3-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ. Ҫурлан 24–31-мӗшсенче ҫулҫӳревҫӗн Домбай посёлок — Джамагат ту хушӑкӗ маршрут тӑрӑх иртмелле пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн палӑртса хунӑ вӑхӑтра турист ҫыхӑнӑва тухман. Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вӑйлӑ юр ҫунине пула шырав-ҫӑлав ӗҫне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче 15 ҫын тата Ми-8 вертолет шырава ҫӗнӗрен пуҫарӑннӑ. 49 ҫулхи арҫына шырассипе Раҫҫей ИӖМ службинчен пурӗ 18 ҫын тата 2 техника единици хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулхи хӗрарӑм саккуна улталаса хӑйне валли тупӑш кӳрессишӗн чее план шутласа кӑларнӑ. Вӑл пӗр паллакан 17 ҫулхи хӗре ача ҫуратма ыйтнӑ, анчах та ҫуратакан хӗрен докуменчӗпе мар, хӑйӗннипе. Хайхи 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн вара пӗр ача пулнӑ, тепӗр ача пулни ӑна амӑшсен капиталне илме май панӑ. Республикӑри СКР йӗрлев управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх чее хӗрарӑм ҫав ҫавах социаллӑ тӳлеве ала илме пултарнӑ. Ултавӗ вара ҫиеле ӑнсӑртран тухнӑ. Хайхи хӗрарӑм хӑйӗн 17 тата 18 ҫулхи юлташӗсемпе ачан тӑван амӑшне тапӑнса ватнӑ хыҫҫӑн ҫаратнӑ пулнӑ имӗш. Шар курнӑ 17 ҫулхи хӗр вара полици управление кайса ӳпкелев хутне ҫырнӑ. Паянхи кун виҫӗ хӗрарӑма та ҫынна хӗнесе ун пурлӑхне вӑрланӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн 18 ҫула ҫитмен хӗре йывӑр айӑплӑ ӗҫӗ хутшӑнтарнишӗн те явап тыттарӗҫ. Амӑшсен капиталне ултавлӑ майпа илнӗшӗн пуҫарӑннӑ ӗҫе суда яма хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫак кунсенче Канаш районӗнчен тухнӑ ҫынсене пӗрлештерекен «Канашсем» ентешлӗхӗн президиум ларӑвӗ иртнӗ — унта тӗрлӗ ыйтусем сӳтсе явнӑ, ҫав шутра Чӑваш наци конгресӗн ҫитес Аслӑ пухӑвне кама ямаллине те. Лару хыҫҫӑн хатӗрленӗ протоколта (шел те, ӑна вырӑсла ҫырнӑ: е Анатолий Кипеч протокол ҫырма чӑваш чӗлхине кирлӗ шайра пӗлмест тесе шутлать, е ҫыруҫи, Юрий Тарасов, чӑвашла лайӑх пӗлмест — калама ҫук) ЧНК хӑйӗн ӗҫне япӑх пурнӑҫлани пирки асӑннӑ. Халӑхра та имӗш, чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑллах мар. Чӑваш халӑхӗн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ организаци ларӑва хутшӑннисен шухӑшӗпе концертсемпе илемлӗх конкурсӗсене ирттерекенсен шайне анса ларнӑ. Конгресӑн чаплӑ ятне тавӑрас тесен ӑна малашне тивӗҫлӗ ҫын ертсе пымалла — «Канашсем» ентешлӗх вӑл ҫын вырӑнӗнче ЧАП партийӗн ертӳҫи пулнӑ Лукианов Николай Егоровича курать. Ҫак кандидатурӑпа вӗсем ытти ентешлӗхсене килӗшме сӗннӗ. Аса илтеретпӗр, ЧНК Аслӑ пухӑвӗ юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле. Унта, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ Президента суйламалла. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |