![]() Ялта ҫуралнӑ, анчах вӑтам е аслӑ пӗлӳ илме республика тӗп хулине вӑхӑтлӑха пурӑнма куҫнӑ ҫамрӑксем лавккара туяннӑ сӗт таврашне тутанса пӑхсанах тӳрех «ку ӗнтӗ тӑван килти Бурёнка сӗчӗ мар ҫав» тесе сӑмсисене йӗрӗнсе аякалла пӑраҫҫӗ. Технологи тапхӑрӗ аталаннӑ май паянхи кун ҫак пулӑмӑн лару-тӑруне те начасах техника улӑштарма пултарӗ. Шупашкарти урамсенче сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсене вырнаҫтарма планлани ҫинчен эпир сӑмаха хускатнӑччӗ. Ку ҫӗнӗлӗхе «Регионсем — чикӗсӗр ҫыхӑну» куравра специалистсем ырланӑ май хулара ҫак кунсенче 7 сӗткомачӗ «ӳссе те ларнӑ». Вӗсене 02.08.2012 №220 «Шупашкар лаптӑкӗнче ял-хуҫалӑх продукцийӗн суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫласси ҫинчен» ятарлӑ хула администраци йышӑнӑвӗпе вырнаҫтарнӑ. Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем чӑннипех те меллӗ. Вӗсен тупӑшне хула администрацийӗ те, ҫыннисем те туйса илме май пулӗ. Хальлӗхе сӗткоматсем Ленин районӗнче икӗ вырӑнта: Мир проспекчӗн 7-мӗш тата 9-мӗш Пиллӗҫуллӑх урамӗн 16/15 адрессемпе вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне Калинин районӗненчи Калинин урамӗн 100-мӗш тата Трактӑр тӑвакан проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче те автоматсем «ӳссе ларнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Виҫӗмкун Шупашкарти «Мир Люксор» кинотеатр умӗнче оппозици лидерне Алексей Навальныя хӳтӗлесе пикет иртнӗ. Ун тӗлӗшпе, аса илтеретпӗр, «Кировлес» продукцине вӑрланӑ тата «Ив Роше» компание улталанӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Прокурор ӑна ултӑ ҫуллӑха хупма ыйтнӑ.
Акцие РПР-ПАРНАС партин уйрӑмӗ йӗркеленӗ-мӗн. Унта хутшӑннисем Алексей Навальнӑя тата политика тӗлӗшӗнчен хупнӑ тесе шухӑшлакан ытти ҫынна хӳтте кӗрес шухӑшпа пухӑннӑ иккен. Унта 30-35 ҫын таран хутшӑннӑ. Вӗсене икӗ теҫеткене яхӑн йӗрке хуралҫи сӑнаса тӑнӑ теҫҫӗ. Тата информагентствӑсен пайташӗсемпе блогерсем те курма тухнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар хула урамӗсене епле юсанине тӗрӗсленӗ. «Урам варрисене юсаҫҫӗ пуль-ха. Ҫын сахал ҫӳрекен вырӑнсене кӗрсе пӑхасчӗ», — тесе шухӑшлакансене лӑплантарар. Шупашкарта кӑна мар, хӑш-пӗр район центрӗсенче те нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенчи ҫул-йӗре юсассипе ӗҫлеҫҫӗ. Михаил Игнатьев тӗп хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнче тата Кадыков урамӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе кӑсӑкланнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем ҫын йышлӑ ҫӳрекен ҫурт-йӗре хитре тытса тӑрассишӗн кӑна мар, картишсене те куҫран вӗҫертменнишӗн тав тунӑ. Республика ертӳҫи вара ҫынсене те хамӑр пурӑнакан вырӑна типтерлӗ ыйтма чӗнса каланӑ. Картишсене юсас калӑпӑшлӑ ӗҫе Шупашкарта 2011 ҫулта пуҫарнӑ. Икӗ ҫулта 344 лаптӑка юсанӑ. Кун валли 59,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш халӑхӗ яланах хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, тӗллевлӗхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, лартнӑ тӗллевсене вара яланах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пирӗн республика пысӑках мар пулин те, халӑхӗ вара пирӗн чӑннипех-ҫке маттур. Чӑваш Республики вара хӑйӗн пин-пин юрӑ, пин-пин тӗррипе кӑна мар килленме пултарать, чӑваш ҫӗрӗн халалӗпе чӑмӑртаннӑ спортсменкӑсемпе те мухтанма тивӗҫ. Ӗнер, утӑн 18-мӗшӗнче, 14:00 сехетре правительство ҫуртӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Универсиадӑран тӑван кӗтӗсе ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменкӑсемпе тӗл пулнӑ. Йышӑннӑ йӑла тӑрӑх Михаил Васильевич спортсменкӑсене: Екатерина Красновӑна, Ирина Юманова, Кристина Савицкая, Наталья Пучковӑна, Алина Прокопьевӑна пуш аллӑн кӗтсе илмен, хӗрсене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарас тесе ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Ҫӗнтерҫӗсене саламлама физкультура, спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, спортменсенкӑсен тренер-вӗрентекенӗсем килсе ҫитнӗ. Чи малтанах Михаил Игнатьев хӗрсенчен вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ҫӗнсе илнӗ медальсем ҫинчен те сӑмах хускатнӑ. — Универсиадӑра хутшӑннӑ спортсменсене пысӑк ҫитӗнӗвӗсемшӗн чун-чӗререн саламлатӑп. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӗрлесе иртсе кайрӗ ӗнтӗ Хусанти ҫуллахи Универсиада. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсемпе эпир тивӗҫлипех мухтанма пултартпӑр. Вӗсем ҫӗнсе илнӗ 9 медаль республика чысӑшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Универсиадӑра вара пирӗн спортсменкӑсем кӑна мар хастаррӑн вӑй хунӑ, республикӑран Хусана ҫул тытнӑ 193 волонтер та хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех пурнӑҫланӑ теме май пур. Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ умӗнчи тӳремре волонтерсен делегийӗпе тӗлпулк иртнӗ. 193 ҫамрӑк виҫӗ эрне хушши спорт объекчӗсенче тӑрмашнӑ. Волонтерсене Чӑваш Енӗн вӗренӳ пайӗ тата ҫамрӑксен политикин министр ҫумӗ Сергей Кудряшов тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗ Олег Викторов салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. «Чӑваш Енӗн команди 2013» волонтерсен центрӑн регионаллӑ координаторӗ Софья Белова вара Сергей Владимировича Универсиада дирекцийӗ чысланӑ тав хутне алла тытарнӑ. Савӑнӑҫлӑ тӗлпулӑва волонтерсем хӑйне евӗр ташӑ флэшмобӗпе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Тетрис» компьютер вӑййипе чылайӑшӗ паллашнӑ та пулӗ — вӑл чи анлӑ сарӑлнисен йышне кӗрет. Ӑна шӑп та лӑп 28 ҫул каялла утӑн 18-мӗшӗнче (тепӗр ҫӑлкуҫсем ҫӗртмен 6-мӗшне палартаҫҫӗ) ҫут тӗнчене кӑларнӑ теҫҫӗ. Хатӗрлекенӗ: пирӗн ҫӗршыв програмҫи Алексей Пажитнов. Вӑйӑ американ математикӗ шутласа кӑларнӑ «Pentomino Puzzle» пуҫватмӑш ҫинче никӗсленет иккен — унта пилӗк тӑваткӗтеслӗхре геометри фигурисене тӗрӗс вырнаҫтарса тухмалла пулнӑ. Алексей ҫав вӑййӑн компьютер тӗсне хатӗрлеме шутланӑ, анчах та электронлӑ шутлавҫӑн хӑвӑртлӑхӗ пысӑк пулманран вӑл тӑватӑ блок таран ансатлатнӑ. Ҫавӑнпа вӑйӑ ятне те вӑл «Тетрамино» (гр. «тетра» — тӑваттӑ) панӑ. Каярах ҫеҫ ҫак ят эпир пӗлекен «Тетриса» ҫаврӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра тетрис вӑййи тӗнчипе сарӑлнӑ — ӑна телевизорсенче, карас телефонӗсенче тата ытти электронлӑ хатӗрсенче тупма май пур. Пӗтӗмӗшле тиражӗ вара 250 миллионран та иртнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тем тесен те паян эпир тутӑллӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр. Тӳпере ҫут хӗвел хӗртет, чунра лӑпкӑлӑх. Паянхи пурнӑҫпа туллин килленсе пурӑнма вара пире вӑрҫӑра мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ салтаксем панӑ. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑсенче пуҫ хунӑ салтаксен паттӑрлӑхне пирӗн нихӑҫан та манмалла мар. Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Чечен республикинчи хӗрӳ харкашура пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити вырӑнӗнче ҫӗнӗ мемориаллӑ комплекс хута яма планлани ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Утӑн 15-мӗшӗнче вара хула мэрин ӗҫ пухӑвӗнче ҫӗнӗ палӑкӑн эскизне ҫирӗплетнӗ. Эскиз проекчӗсене пӑхса тухнӑ чухне пуҫ хунӑ салтаксен амӑшӗсен шухӑшӗсене те шута хунӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенчен вара ытларах «Ҫурҫӗр Кавказ лаптӑкӗнче ҫапӑҫнӑ вӑрҫӑ ветерансен союзӗ» обществӑлла организаци сӗннӗ эскиз кӑмала кайнӑ. Шупашкар хула администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх суйланӑ эскиз ҫитменлӗхӗсене архитектура тата хула тӑвӑмӗн управленийӗ юсама шантарнӑ. Ҫурла уйӑхӗ тӗлнелле ку ӗҫ-пуҫпа кирлӗ документсене пуҫтарма планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вера Андреева Сывлӑхлӑ пурӑнас тесессӗн спортпа яланах пӗр чӗлхеллӗ пулмалла. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса ӗнтӗ пирӗн ентешсем спортпа туслӑ пулса сывлӑха кӑна мар ҫирӗплетеҫҫӗ, хӑйсен ятне те Раҫҫей шайӗнче ҫӗклеме пултараҫҫӗ. Ҫак кунсенче Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем пуҫланнӑ. Ҫӗршыври 21 регионтан килсе ҫитнӗ спортсменсем тӑватӑ кун хушши «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри» тата «Кросс-кантри» олимп дисциплинисемпе ӑмӑртӗҫ. Утӑн 18-мӗшӗнче Юккире хӗрарӑмсен тата арҫынсен хушшинче тухса ӳкмелли чупу иртнӗ. Республика чысне хӳтелекен Вера Андреева вара ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Питӗр хула чысне хӳтӗлекен Оксана Рыбакова ҫӗнсе илнӗ, финиша виҫҫӗмӗш Мускав спортсменки Гузель Ахмадуллина тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар // Н. Плотников сӑнӗ Ҫапла, ҫапла... Раҫҫей Федерацийӗн экологи тата ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсем министерствӑ тетелне кӗрсессӗн ҫакнашкан пӗтӗмлетӳ патне тухатӑн — ара унта Раҫҫейри чи вараланнӑ хуласен рейтингне пичетленӗ. Унта вара вӗсене хулари сывлӑш пусӑмӗн виҫине тӗрӗсленӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Шупашкар ҫав йыш хушшинче (100 хула) 20-мӗш йӗркере вырнаҫнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкар — 16-мӗш. Ку пулӑм мӗнпе ҫыхӑннӑ-ши? Пӗрремӗшӗнчен, канализацие куллен таса мар шыв юхса килет. Промышленоҫ компанийӗсенчен те пысӑк калӑпӑшпа шыв-шура сиенлӗ им-ҫамсем лекеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫултан ҫул ӳсеҫҫӗ, вӗсемпе пӗрлех халӑх йышӗ те нумайланать. Ҫавӑнпа пӗрлех хула контейнерӗсем те кашни кун ҫӳп-ҫаппа тулаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле Шупашкарти атмосфера сывлӑшӗ хула ҫулӗ-йӗрӗсенче транспортсен шучӗ ӳснипе тата газ сечӗ, энергетика аталаннипе вараланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑрланнӑ, чирлекен ҫын хӑш-чухне медицина йышӑнӑвӗпе «инвалид» тейӗнме те пултарать. Ку диагноз вара ҫын пушшех «юрӑхсӑрланнӑ», обществӑна нимле усӑлӑх кӳрме пултараймасть тесе калама васкамалла мар. Шӑпан тискӗрлӗхе пула хӑйсене ҫунатсӑр кайӑк пек туякансем нумай чухне пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ, усӑллӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ҫӗмӗрле хулинче инвалидсене ӗҫпе тивӗҫтерме тытӑнни ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Республика шайӗнче вара пӗтӗмӗшле ҫак енпе лару-тӑру япӑх мар. Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал ҫур ҫул кӑтартӑвӗпе республикӑра 659 сусӑр ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Ку хисепе процент ҫине куҫарсан — ӗҫе вырнаҫас текенсенчен 70% майлӑ пулать. Унсӑр пуҫне 77 инвалида вӗренме янӑ, виҫӗшне вара хӑйсен уйрӑм ӗҫне уҫма пулӑшупа тивӗҫтернӗ. 2013 ҫулта инвалидсене ӗҫе вырнаҫтарас тӗллевсемпе федераллӑ хыснаран — 6,4 миллион тенкӗ, республика хыснинчен вара — 420 пин тенкӗ уйӑрмалла тесе йышӑннӑ. Утӑн 1-мӗшӗнчи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх республикӑри 300 организаци 2 пин яхӑн инвалид валли уйрӑм ӗҫ вырӑнӗсене йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ӑстакассин вырӑсла ятне улӑштарнӑ, «Большое Собачкино» вырӑнне «Астакасы» ят панӑ. | ||
| Чӑваш Республикин Министрсен Советне туса хунӑ. | ||
| Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |