Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Айхи — Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн, Ф. Петрарка Хрантсуссен академийӗн, Кӑнтӑр Тироль премийӗн, Б. Пастернак тата ытти преми лауреачӗ. Патӑрьелсем ун ячӗпе пушшех мӑнаҫланма пултараҫҫӗ. Ара, вӑл унти чӑваш-ҫке.
Вырӑс чӗлхипе ҫырса тӗнчене чапа тухнӑ чӑваш поэчӗ малтанхи сӑввисене тӑван чӗлхепе ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсем 1949 ҫулта пуҫласа кун ҫути курнӑ. Айхин кӗнекисем каярах Чехословакинче, Швейцаринче, Францинче, Англинче, Польшӑра, Венгрире, Югославинче, Нидерландра, Швецинче, Данинче, Финляндинче, Болгаринче, Турцинче тата Японире пичетленнӗ.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗн вулав залӗнче «Тӗнче пӗлет Айхине» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулхи сӑввисем, поэмисем, маларах икӗ томпа пичетленнӗ ҫырнисен пуххи, Айхи пирки унӑн тусӗсемпе паллаӑ ҫынсем аса илнисем вырӑн тупнӑ.
Куравӑн пӗр пайне поэтӑн йӑмӑкне, Ева Лисинӑна, халалланӑ. Вӑл — ятлӑ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 26-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ.
Сӑмах май, Патӑрьелти тӗп вулавӑшра та курав йӗркеленӗ. Унта ӑна «Ҫӑлтӑр ҫуралать ҫиҫме» тенӗ.