Ҫу кунӗсем ҫитнӗрен вутпа кӗрешекенсен ӗҫӗ самаях ӳсрӗ. «Хӗрле автан» никама та, нимӗн те шӗллемесӗр хӑйӗн вутӗнче кил-ҫурт пурлӑхне те ҫынсен пурнӑҫне те илсе каять. Вутпа ҫунтарнӑ курӑк хыҫҫӑн ҫӗнӗ тата ем-ешӗлрех, ӑнӑҫлӑ курӑк ӳссе ларасса ӗненекенсем кунсерен ӳсекен симӗслӗхе чӗртсе ярса пушар инкекне лекеҫҫӗ. Паянхи куна Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑран курӑк чӗртсе инкек тухнӑ 580 пулӑм регистрациленӗ. (Пӗлтер ҫак вӑхӑтпа килешӳллӗн 224 пулӑм). Ҫу уйӑхӗн 1-5 кунсем хушшинче пушар сиксе тухнӑ шучӗ 160 ҫитнӗ. Курӑка асӑрханулӑрах ҫунтарманнине пула республикӑра 8 пысӑк пушар сиксе тухнӑ. Ҫунакан курӑкран ҫулӑм кӳршӗри ҫурт-йӗрсем ҫине куҫа пӗтемӗшле 6 тӗрлеререн усӑ куракан строенийӗсем пӗтернӗ. Вут айӗнче пӗтне кил-ҫурт таврашӗнчи хуҫалӑх шучӗ малашне те ӳсме пултарӗ. Пӗтӗмпе ҫын асӑрханулӑхӗнчен килет. Вут-ҫулӑм проблемине ҫиелтен пӑхакансем нумай чухне хӑйсем куҫа-куҫӑн ҫак инкекпе тӗл пулсан ҫеҫ вут-ҫулӑм хӑрушлӑхне ӑнланса илӗҫ, тен, малашне те асӑрхануллӑрах пулӗҫ. «Хӗрле автана» чӗртрӗр пулсан, тархасшӑн, хӳринчен ан вӗҫертер. Асӑрхануллӑрах пулӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Шупашкар хулинчи машин тӑвакан текникумра вӗренекен студента вӗрентекене тискеррӗн хӗненӗшӗн суд 7 ҫуллӑха колонийе ӑсатмалла тунӑ», — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Республикин прокуратуринче. Следстви материалӗ тӑрӑх юпан 29-мӗшӗнче 19 ҫулхи Сергей Абржин техникум коридорӗнче вӗрентекенпе тытӑҫса илнӗ. Студента тата унпа тӑракан каччӑсене техникум преподавателӗ хӑйсене йӗркеллӗ тытмалли ҫинчен асӑрхаттару туни килӗшмен пулас. «Ытти вӗрентекенсемпе студентсем умӗнчех Абржин тата следстви ятне-шывне тӗпчесе ҫитереймен каччӑсем преподавателе ураран ӳкерсе алӑпа-урапа ҫапса-тапса ҫав терийӗх хаяррӑн ватнӑ», — паллӑртаҫҫӗ следстви хутӗнче. Ҫак тискерлӗхе пула преподаватель хытах сусӑрланса инвалид тӑрса юлнӑ. Хӑйне тунӑ айӑпа Абржин пайӑмлӑ ҫеҫ йышӑннӑ. Студент шухӑшӗпе вӑл вӗрентекен сӑмахӗсемпе килӗшсех кайман, вара чӑтса тӑраймасӑр преподавателе алла чышкӑласа питрен ҫиҫсе янӑ. Ҫакна пула вӗрентекен ура ҫинче тытӑнса юлаймасӑр бетонлӑ урай ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ. Анчах судӑн медицина эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Сергей Абржин каланӑ сӑмахсем суя пулнине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пӗрремӗш президенчӗ Николай Васильевич Фёдоров хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Кӑҫал политик, Раҫҫейри ял-хуҫалӑх министрӗ 55 ҫул тултарчӗ. Николай Васильевич Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тискер тӑшмана хирӗҫ юнлӑ кӗрешӗве тухнӑ паттӑр салтаксене, ӗҫ ветеранӗсене те ӑшшӑн саламларӗ. Республикӑн пӗрремӗш президентне ӑнӑҫу, иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп сывлӑх сунас килет малашлӑхра тата ӳсемлӗрех ҫитӗнӳсем тумалла пултӑрччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче пирӗн анлӑ Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне палли тӑвасси ҫирӗп йӑлана кӗнӗ. Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри ял тӑрӑхӗнче те ҫак уява асӑнса митингсем иртрӗҫ. Малтанах, вунпӗр сехетре, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗ варринче вырнаҫнӑ палӑк умӗнче, тепӗр сехетрен Хырхӗрри ялӗнче шкул ачисем, ял-йышсем, ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем пуҫтарӑнса вӑрҫӑран таврӑнманнисене асӑнчӗҫ. Влаҫ тытӑмӗн ертӳҫисем сӑмах тухса каларӗҫ. Шкул ачисем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсене янратрӗҫ. Митинга вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра вӑй хунӑ ватӑсем те хутшӑнчӗҫ. Маларахри вӑхӑтра ҫакӑн пек митингсенче вӑрҫӑ ветеранӗсем хутшӑнса сӑмах калатчӗҫ. Шел пулин те, паянхи куна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсенчен Хырхӗрринче те, кӳршӗри виҫӗ ялта та пӗри те юлман. Сайралансах пыраҫҫӗ ватӑ салтаксен речӗсем... |
Спектакль урлӑ ыррине вӗренесчӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗпе тата Чӑваш Енӗн епархийӗпе пӗрле юсанмалли колонисенче пӗрлехи мероприятисем ирттерме шут тытнӑ. Вӗсем тӗрмере ларакан хӗрарӑмсене театр ӳнерӗ урлӑ ырра вӗрентесшӗн. Э.-Э.Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле артистсем иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ хӗрарӑмсен колонийӗнче кӑтартнӑ. 10 ҫулхи вилесле чирлӗ арҫын ачан хурлӑхлӑ шӑпине сӑнарлани читлӗх леш енчисен чунне пырса тивессе шанса театр Куславккари колонире те пулнӑ. Унта, сӑмах май, артистсен те тӗлӗнмелли тупӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне колонире ирттерекен хӗрарӑм хатӗрленӗ «Чун йӗрет» видеофильм Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Ыррин пулмаллах» IV кинофестивальте 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне 7 пин тенкӗ премипе чысланӑ. «Кӗмӗле» хӗрарӑм чирлӗ ачана пулӑшма уйӑрма палӑртать-мӗн. Ҫывӑх вӑхӑтра артистсем Улатӑрти колоние ҫитесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет. Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак вӑхӑтри уяв кунӗсенче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ Мускава каякан пуйӑссен расписанине ылмаштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти тӳре-шара ҫул ҫӳрекенсен йышӗ нумайланнипе сӑлтавлать. Мускава е ҫав маршрутпа каяс текенсем пуйӑссен расписанийӗпе билет сутакан кассӑсене ҫитсе е чукун ҫул вокзалӗн хыпар-хӑнар пӗлтерекен тытӑмне шӑнкӑравласа пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӳре-шара «пӗр чӳрече» текен меслетпе ӗҫлеме пуҫланин уссине ахаль ҫынсем туйма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Унӑн лайӑх енӗсенчен пӗри — килен-каянӑн пӗр-пӗр ӗҫпе вун-вун кантур тӑрӑх хутлама тивменни. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта кӑна асӑннӑ майпа Чӑваш Енри 58 пин ҫын усӑ курнӑ. Заявленисене харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлакан ятарлӑ центрсенче йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар йышши пысӑк хуласенче кӑна мар, районсенче те ӗҫлеҫҫӗ, хальлӗхе ҫук ҫӗрте вара ҫине тӑрсах уҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи тӑрахсемпе танлаштарсан чи йӳнӗ ҫӑкӑрпа ҫӗрулми — Чӑвашра. Ҫапла хыпарлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи хаксене пӑхсан, хура тата хурапа шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑрӑн пӗр килограмм хакӗ 24 тенкӗ те 88 пус тӑрать. Чи хакли — Самар тӑрӑхӗнче. Пирӗн патӑмӑрта ҫӑкӑр унтинчен чӗрӗк пая яхӑн, тӗрӗсрех, 22,5 процент, йӳнӗрех-мӗн. Ҫӗрулмин килограмӗшӗн Чӑвашра вӑтамран 17 тенкӗ те 37 пус кӑларса хумалла. Ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхсене илсен ҫак культура Пермь крайӗнче ытларах «ҫыртать» — унта вӑл 22 тенкӗ те 99 пус тӑрать. Ытти ҫимӗҫ хакне те тишкернӗ. Шурӑ ҫӑнӑх, панулми, сысна какайӗ, шӑнтнӑ пулӑ, чӑх тата ӗне ашӗ, хӑйма, сахӑр песукӗ те пирӗн патра ытла хаклӑ мар тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару комиссийӗ иртнӗ ҫул тӗрмере ларакан ҫынна каҫарма йышӑннӑ. Анчах Раҫҫей Президенчӗ хӗрхенме килӗшмен. Ҫапла пӗлтерет республикӑн Юстици министерстви асӑннӑ комиссин пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май. Аса илтеретпӗр: каҫару комиссине 2002 ҫулта туса хума йышӑннӑ. Унӑн йышӗнче — 14 ҫын. Ҫавсен хушшинче канӑва тухнӑ тӳресем те, общество организацийӗн элчисем те, ҫыравҫӑ та, чиркӳ ҫынни те пур. Комисси ларӑва уйӑхсерен ирттерет. Пӗлтӗр, сӑмахран, тӗрмере ларакансен хӑйсене шеллеме ыйтнӑ 132 ҫырӑвне пӑхса тухнӑ. Ҫакна та палӑртмалла — республика шайӗнче тунӑ йышӑнӑва ҫӗршыв Президенчӗ тишкерсе татӑклӑ сӑмах калать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |