![]() Светлана Никорук Вӗрентекен профессийӗ йывӑр ӗҫсенчен пӗри. Вӑл енпе ӗҫлеме вӑй-хал, чӑтӑмлӑх яланах ҫитерӗклӗ пулмалла. Пур вӗрентекен те хӑйсен пысӑк ӗҫӗшӗн мухтава тивӗҫ. Педагог вӑл пур енӗпе те пултаруллӑ. Ҫакӑ вара республика тата Раҫҫей шайӗнче иртекен тӗрлӗ конкурссенче уҫӑмлӑн палӑрать. Раҫҫейри чи лайӑх пин вӗрентекенӗсен йышне пирӗн республикӑран 10 педагог кӗнӗ. Вӗсене хӑйсен професси уявӗ тӗлнелле, юпан 5-мӗшӗнче 200 пин тенкӗллӗ грантпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак гранта Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназинчи истори тата обществознани предмечӗн вӗрентекенӗ — Светлана Никорук — та тивӗҫме пултарнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори факультетне тата Питерти инженери-экономика академине вӗренсе пӗтернӗ. Вӗрентӳ ӗҫне 1992 ҫултан явӑҫнӑ. Светлана Никорук гимназинчи истори, обществознание, права тата экономика предмечӗсемпе вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи. Гимнази вӗрентекенӗ пӗр хутчен ҫеҫ мар Раҫҫей шайӗнчи конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне, педагог 2010 ҫулта «Грани» хаҫатӑн «Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ — инновацисен вӑхӑчӗ» конкурсӑн лауреачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хусакассинчи клуб (2007). Н. Плотников сӑнӗ Паянхи куна «чӑвашлӑх» проблеми халӑхшӑн, республика правительствӑшӑн ҫивӗч тухса тӑмалла. Анчах хальлӗхе чан ҫапма васкакансем сахалрах-ха. Республика тӗп хулинче чӑвашлӑха упраса хӑварас шанӑҫ ҫукпа пӗрех. Чӑвашлӑхӑн «тымарӗ» вара кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑнӑ. Анчах та пурӑна киле ял таврашӗнчи лару-тӑру та синкерленнӗ. Юрать-ха, хальлӗхе ялсенче чӑваш чӗлхипех калаҫаҫҫӗ. Анчах чӑвашлӑх вӑл вара чӗлхере кӑна палӑрмасть, наци культури те чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пӗр икӗ теҫӗтке каялла ялсенче чӑваш халӑх юррисене пӗлмен ҫын та пулман, чӑваш ташшине те ватти-вӗтти ура хуҫса ташланӑ. Халӗ вара ял ҫамрӑкӗ халӑх юррин пӗр ҫаврӑмне аса илсен — тура шӗкӗр. Мӗншӗн-ши вара чӑваш культури ялсенче «тӗксемленнӗ»? Мӗнпе вара ҫыхӑнӑ ку лару-тӑру? Асӑннӑ ыйтусен хуравӗ вара — ялсенчи клубсене хупса пӗтернинче мар-и? Ялти ват кинемейсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ. Тахҫан кашни ялтах хӑйне майлӑ пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ. Вӗсем ял клубне пуҫтарӑнса концертсем хатӗрленӗ. Ялти пултарулӑх ушкӑн юрӑ-ташшине хаваспах культура ҫуртне пынӑ вӗтшакӑрсем сӑнанӑ, ҫапла ҫӳресех ӗнтӗ чӑваш юрӑ-ташшине вӗренне те вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменне ӑшӑпа тивӗҫтерме тытӑнакан котельнӑя купаласа пӗтӗрнӗ. Малашне вара хулан хоккей ушкӑнӗ стадиона хатӗрленме килсессӗн сивӗпе аптраса лармӗ, хоккей вӑййисене курма килекенсене те ӑшӑ сак вырӑнӗсем кӗтӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫитес вӑхӑтра хоккей ушкӑнӗ ҫӗнетнӗ хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсемпе килленме пултарӗ, вӗсемпе авӑн уйӑхӗ тӗлнелле усӑ курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн ИӖМ служби ҫакӑн пек статистикӑпа пире паллаштарать. Чӑнахах та, шел пулин те «хӗрле автан» тухасси эрнесерен ҫирӗпленсе пырать республикӑра. Иртнӗ кану кунӗсенче те пушар виҫӗ хутчен тухнӑ имӗш. Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗнчи Шулю ялӗн пӗр кил-ҫурт таврашӗнче пушар тухнӑ. Асӑннӑ инкек вара ҫунакан кӑмака хӗмӗнчен тухнӑ. Унтан выльӑх апатне хатӗрлемелли кивӗ сарай та хыпса илнӗ. Вутпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтернӗ. Анчах хуҫалӑхри сарай тӗпипех ҫунса кайнӑ. Ҫак кунхинех Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче 53 ҫулхи арҫынӑн кил-ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пируса сӳнтерме манни кил хуҫине чутах пурӑнмалли ҫуртсӑр хӑварӗччӗ — пушарпа кӗрешекенсем вӑхӑтра ҫитнипе шал енӗ ҫеҫ юрӑхсӑрланнӑ. Инкек кил хуҫине 25 пин тенкӗллӗх шырлӑх кӳнӗ. Унсӑр пуҫне кану кунӗсенче Комсомольски ҫумӗнче тепӗр пушар тухнӑ. Кунти инкек сӑлтавне вара сарайра выртакан ҫӗмрӗк скутерпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫулӑм айӗнче асӑннӑ ҫурт-йӗр тӑрри ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хула кунӗ ҫывхарнӑ май тӗп хуламӑрӑн потребитель рынокне тата усламҫӑлӑха аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗпе Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати «Шупашкар сувенирӗ» конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Унта профессионалсем те, ал ӗҫне ӑста ахаль маҫтӑрсем те хутшӑнаяҫҫӗ. Ӗҫсене йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑртама юрать. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар хула кунӗнче саламлӗҫ. Вӗсене укҫан хавхалантарма та палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана 30 пин тенкӗ парӗҫ, иккӗмӗш вырӑншӑн — 15 пин тенкӗ, виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сыпкалама юратакансен кулленхи ыйту вӑл — «мӗнле майпа паян ӑша лӑплантарас-ши?» Черкке тупас нушта вара ҫынна тӗрлӗ ӑссӑр ӗҫсем тума хӗтертет. Сӑмахран, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче самай «хӗренкеленӗ» арҫын апат-ҫимӗҫ лавккине ҫул тытнӑ — ара, ун хуҫи амӑшӗ-ҫке. Унта вӑл лавккаҫӑран тӳлевсӗрех икӗ эрех кӗленчи илесшӗн пулнӑ. Лавкаҫӑ вара хуҫа хӑй ывӑлне эрех таврашӗпе тивӗҫтерме юраманнине тӗпе хурса Шупашкар районӗн 37 ҫулхи арҫынна мӗн ыйтнине пама килӗшмен. Лешӗ вара нумай шутласа тӑман иккен — лавкка ҫӳлӗкӗнчен икӗ кӗленче илсе кӗсьене чиксе тухса кайнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫпа вара паян суд ларӑвӗ иртнӗ. Унта хайхи арҫын амӑшӗ ывӑлне лавккаран эрех тавраш илсе тухма ирӗк паманнине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Енӗн РФ прокураторинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрӑ-хурах ӗҫне тытӑннӑ арҫына «Ҫарату» статьяпа «айӑплӑ» тесе палӑртнӑ. Ӑна вара пӗр ҫул та вунӑ уйӑхлӑх юсав колонине леҫмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Чӑваш Енре республикӑри пульницӑсен тӗп врачӗсен кунӗ иртнӗ. Канашлӑва ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова хутшӑннӑ. Эпидемиологи тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ май, министр ҫак лару-тӑрӑва ача-пӑча уйлӑхӗсенче уйрӑмах ҫирӗп тӑмалли пирки хытарсах каланӑ. Чӑн та, чирленине сыватма вӑхӑт та кирлӗ, укҫа та. Ҫавӑнпа та амакран сирнине нимӗн те ҫитес ҫук. Халӗ вӑй питтисене пурне те диспансеризаци витӗр кӑлараҫҫӗ. Пӗтӗмпе 231 пин ытла ҫынна тӗрӗслемелле пулсан, унӑн пӗрремӗш тапхӑрне хальлӗхе 60 пин тыла ҫын тухнӑ иккен, иккӗмӗш тапхӑрне — 20 пин ытла ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар хулин Калинин район админиcтрацийӗ экопарковка тума сӗнет. Чӑн та, халӗ машина шучӗ йышлансах пырать те, вӗсене ӑҫта лартасси йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Машинӑсене симӗс курӑк тата ача-пӑча лаптӑкӗсем ҫинех хӑпартса лартаҫҫӗ. Анчах хальхи вӑхӑтри технологисем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ те, хӑйне евӗр меслетсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Экопарковка тени симӗс курӑк ҫине тимӗр решетке хумаллине пӗлтерет. Ун айӗнче курӑк таптанмасть. Ку ыйтӑва хваттер харпӑрлӑхҫисем хӑйсем тӗллӗнех татса пама пултараҫҫӗ иккен. Чи кирли — пуху ирттерсе йышӑну тӑвасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чишма ялӗнче пурӑнакан Гайше Идиятулловна Садретдинова 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл кӳршӗллӗ Елчӗк районӗнчи Сӑрьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. 19-а ҫитсен унпа Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Фетах ятлӑ тутар каччи паллашнӑ. Кӗҫех вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Вӑрҫӑран арҫын хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван хуҫалӑхра хуралҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. 34 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗнӗ. Гайше аппан халӗ ывӑлӗсем те ҫук ӗнтӗ — вӗсем куҫӗсене хупнӑ. Ватӑ ҫыннӑн хальхи савӑнӑҫӗ — 6 мӑнкуӗпе мӑнукӗсен 8 ачи. Тата ватта ял ҫыннисем хисеплени савӑнтарать. Юбилей ячӗпе ватта Раҫҫей Президенчӗн, Чӑваш Ен Элтеперӗн тата Патӑрьле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн саламӗсене тыттарнӑ. Ӑна саламлама Патӑрьел район тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пайташӗсем пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ӑстакассин вырӑсла ятне улӑштарнӑ, «Большое Собачкино» вырӑнне «Астакасы» ят панӑ. | ||
| Чӑваш Республикин Министрсен Советне туса хунӑ. | ||
| Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |