Пӗр-пӗр пурлӑха патшалӑх регистрацийӗ тутарнине ӗнентерекен хутсем кӑҫалтан тӗрлӗ тӗслӗ пулма пӑрахӗҫ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче вӗсене урӑхларах ҫирӗплетнӗ. Ҫав хута Росреестрӑн официаллӑ бланкӗ ҫинче пичетлӗҫ, унта ҫӗршыв гербне вырнаҫтарнӑ.
«2015 ҫулта тӗрлӗ тӗслӗ хутлӑ свидетельствӑсем пама пӑрахӑпӑр. Ун пеккисем иртнӗ вӑхӑта тӑрса юлӗҫ, — тенӗ Росреестрӑн Чӑваш Енти управленийӗн ертӳҫи Екатерина Карпеева. — Куҫман пурлӑха патшалӑх регистрацийӗ тума ыйтса ҫырнӑ, анчах хутне илсе ӗлкӗрейменнисене вӑл тӗрлӗ тӗслиех лекӗ. Ҫӗнӗрен регистрацилекенсене Росреестрӑн бланкӗ ҫине ҫырса парӑпӑр».