Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Ял пурнӑҫӗ: Курнавӑш ял тӑрӑхӗнчи хыпарсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 09.01.2015 14:43 | 1958 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Эстрада ҫӑлтӑрӗсем Курнавӑшра
Эстрада ҫӑлтӑрӗсем Курнавӑшра

Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ.

Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ.

Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ.

Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ. Уяври 1980-мӗш ҫулхи юрӑсенчен хатӗрленӗ дискотека та пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Вырӑскасси культура ҫуртӗнче вара ачасене валли «Чудеса на Рождество» (чӑв. Раштав тӗлӗнтермӗшӗсем) уяв иртрӗ. Сурхури уявӗн тӗрлӗ вӑрттӑнлӑхӗсемпе Культура ҫурчӗн ертӳҫи Алина Краснова паллаштарчӗ. Чи малтанах пухӑннисем «Сурхури пирӗшти» тата «Сурхури чӑрӑшӗ» видеоклипсем курчӗҫ. Унтан ачасем тупмалли юмахсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Дарья Федорова Пастернак хайланӑ «Рождественская звезда» тата Лермонтовӑн «Рождество» сӑввисене пӑхмасӑр каласа пачӗ. Ачасем пурте пӗрле тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗҫ, юрласа савӑнчӗҫ. Юлашкинчен уява хастар хутшӑннисене пурне те тутлӑ папат-ҫимӗҫпе хӑналарӗҫ.

Курнавӑшри ял вулавӑшӗнче те раштавӑн 7-мӗшӗнче «Под чистым небом Рождества» (чӑв. Раштавӑн таса тӳпи айӗнче) вулав уявӗ иртрӗ. Кунта «Вдохновение» ушкӑна ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ. Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И.Кузьмин пухӑннисене Сурхури уявӗ ячӗпе саламласа малашне те чӑвашлӑха аталантарма чӗнсе каларӗ.

Раиса Горшкова библиотекарь малтанах пухӑннисене Сурхурипе ҫыхӑннӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. «Зажглось звезда Рождения Христова» (чӑв. Христос ҫуралнин ҫӑлтӑрӗ ҫуталчӗ) куравра Сурхури йӑли-йӗрки, унӑн историйӗ пирки ҫырнӑ чылай кӗнекепе паллашма пулать. Кунтах Хӗл Мучипе Санта Клаус тата ытти тӗрлӗ теттесем . Пухӑннисем Сурхурипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ конкурссемпе викторинӑсенче хаваспах хутшӑнчӗҫ. Анкетӑри ответсене тӗрӗс пӗлекенсем чӑрӑш ҫинче хӑйсене валли кӗтмен парнеллӗ пулчӗҫ. Уявра Алевтина Фомина хӑй хайланӑ сӑввисене те вуласа пачӗ. Хуткупӑс сассипе пухӑннисем юратнӑ юрӑсем юрласа савӑнчӗҫ!

#Курнавӑш ял тӑрӑхӗ, #эстрада, #Елчӗк районӗ, #Курнавӑш, #концертсем, #Ҫӗнӗ Пӑва, #Вырӑскасси, #Сурхури, #уявсем, #кӗнекесем, #вулавӑшсем, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем