Вунпӗрмӗшсен Юлашки шӑнкӑрав уявӗ шавласа иртсе кайрӗ. Паян акӑ вара, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче шкул пӗтерекенсем Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма партӑсем хушшине ларчӗҫ. Паян вӗсем хӑйсен пӗлӳ шайне вырӑс чӗлхи экзаменӗпе тӗрӗслӗҫ. Вӗренӳ министертствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрлехи патшалӑх экзаменне кӑҫал пӗтӗмешле 8 367 ҫын тытать, вӗсенчен 127 колледж, техникум тата 431 пӗлтӗрхи ҫулсенчи вӗренсе тухаканӗсем. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма 43 пункт йӗркеленӗ, унта 2 893 ҫын ӗҫлет. Раҫҫейре вара, Рособрнауки пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх экзаменне пурӗ 750 пин яхӑн ҫамрӑк тытать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Асӑрхануллӑ пуласси нихӑҫан та пӑсмасть. Ӑнсӑртран паллашнӑ ҫынна та шансах каймалла мар. «Турра шан та, ху та сыхлан», — тесе чӑвашсем ахаль каламан ӗнтӗ. Иртнӗ кунсенче халӑх сӑмахне пӗр хӗр хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетсе пачӗ. Шупашкарти ШӖМ управлениӗ пӗлтернӗ тӑрӑх каҫ-кӳлӗм тӗлнелле хайхи хӗр Мир проспектӗнче ҫамрӑксен ушкӑнӗпе паллашнӑ. Ҫӗнӗ «юлташсем» ӗҫме сӗнне, вара кӑшт тӑхтасан ушкӑнри хӗрсенчен пӗри ӑна хӗнесе сумкине туртса илнӗ. Вӑрӑ-хурахран шар курнӑ хӗр, эрех минретӗвне пула, ШӖМ ӗҫченӗсене пӑтӑрмах пирки йӗркеллӗ ним каласа пама та пултарайман. Ҫапах вӑл пӗр пӗлтерӗшлӗ палла аса илнӑ — ӑна кӳрентерекен хӗрӗн ҫӳҫӗ автан кикирикӗ евӗр тӑнӑ ахӑр. Ку ШӖМ ӗҫченӗсене пулӑшнах тейӗн — вӗсем «автан киккириклӗ» ҫӳҫ хуҫине шыраса тупнӑ, хӗре ҫаратаканӗ вӑл пулнине ҫирӗплетме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар мэринче хула пурнӑҫӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ытларах ӗнтӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле шкул ҫурт-йӗрне йӗркене кӗртесси, юсав ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи юсав ӗҫне яваплӑха туякансене шанса парсан лайӑх пулӗччӗ. Пӗлтерхи пек шар курасси те пулмӗ. Хула алминистрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн калаҫӑвӗнче ҫуллахи кану кунӗсенче спортпа кӑсӑклаканакан ачасен йышӗ самай чакни ҫинчен те сӑмах хушрӗ. Ладыков шухӑшӗпе ачасене спортпа ытларах интереслентерес тесен — ҫав шутра вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна та мар — ҫӗнӗ майсем шутласа кӑлармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи психика чирӗсене сиплемелли пульницӑра пушар-тактика вӗрентӗвӗ иртнӗ. Тӗп тӗллев — инкек-синкек вӑхӑтӗнче тӗрӗс-тӗкел меслетсемпе усӑ курса пульницӑра выртакан ҫынсене пулӑшу кӳресси. Ҫакӑн йышши тӗрӗслеве Мускав облаҫӗнчи психиатри пульницинче пушар тухнӑ хыҫҫӑн ирттерме тытӑннӑ. Вӗренӳ ӗҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн медицина ӗҫченӗсемпе инспекторсем пушар вӑхӑтӗнче халӑхӑн хӑйне мӗнле тытмалли ҫинчен ятарлӑ инструктаж ирттернӗ. Кун йышши вӗренӳ пульницӑсемшӑн усӑлли пулни пытармасӑрах паллӑ — инкек-синкек тухсан меслетсемпе тӗрӗс усӑ курса ҫынсен пурнӑҫӗсене те упрама пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче республика шайӗнче «ял-хуҫалӑх производствин тракторист-машинисчӗ» профессипе олимпиада иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва вӑтам, пуҫламӑш профессиллӗ учрежденийӗсенче вӗренекен аслӑ курссем хутшӑннӑ. Олимпиада икӗ турпа иртнӗ: пӗрремӗш — вӑтам профессилле паракан учрежденисенче, иккӗмӗш — республика шайӗнче — Етӗрне районӗн агротехника техникумӗнче. Ӑмӑртура теори ыйтӑвӗсемпе практикӑра кӑтартмалли ӗҫсем пулнӑ. Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи агротехника техникумӗн студенчӗ Алексей Филиппов, иккӗмӗш вырӑна Кӳкеҫ посёлокӗнчи 27-мӗш училищӗре вӗренекен Александр Павлов, виҫҫемӗш вырӑна вара Патӑрьелти 7-мӗш профессилле училищин вӗренекенӗ Дмитрий Рубцов тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17:00 сехетре Шупашкарти наци вулавӗшӗнче «Администрациллӗ явапа тыттарнӑ чухне граждан ирӗкӗсене хӳтӗлесси» ыйтупа мероприяти иртет. — Эпир ӑна пӗрремӗш хут мар ирттеретпӗр. Пӗлтӗрхи сӑнавсем тӑрӑх администрациллӗ явапа тытарнӑ чухне граждан ирӗкӗсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем халӑхӑн час-часах чиксе тухаҫҫӗ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн ирӗкпе тивӗҫтерекен прокурорӑн аслӑ пулӑшаканӗ Альберт Петров. Прокуратура ӗҫченӗсем хула ҫыннисене администрациллӗ явапӗн саккун положенийӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ, килнӗ халӑхӑн ыйтӑвӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче республикӑра 7,5 пин ҫамрӑк хӑйсен чи пысӑк, пӗр енчен хурлӑхлӑ, тепӗр енчен савӑк уявне — Юлашки шӑнкӑрав кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак кун яланхи пекех вунпӗрмӗш класс ачисене саламлама республика правительство пайташӗсем, депутатсем, хула, район администраци пуҫлӑхӗсем, ашшӗ-амӑшӗ, ҫывӑх юлташсемпе тӑвансем килсе ҫитнӗ. Уява пӗтӗмӗшле республикӑра шкул ачисем лайӑхах ирттерсе янӑ. Вӗренсе тухакансем валли хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки шкул шӑнкӑрав ырӑ асаилӳсемпе ӗмӗрлӗхех асра юлӗ. Юлашки шӑнкӑрав уявне палӑртнӑ хыҫҫӑн вунпӗрмӗш класс ачисем шкул пӗтернине пӗтӗмлетекен пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫитес тунтикун, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шкул пӗтерекенсем вырӑс чӗлхипе экзамен тытӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Парӑмсене татса парасси — ҫӗнӗ куна лӑпкӑн кӗтсе илни!» Ҫак лозунгпа тейӗн Шупашкарти суд приставӗсем ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗпе хула урамӗнче акци ирттернӗ. Акцин тӗллевӗ — хула ҫыннисене патшалӑх парӑмӗсене, штрафсене тӳллесе татасси ҫинчен аса илтересси. Суд приставӗсем халӑх хушшиче ятарлӑ машин патне пырса парӑмсене тӗреслесси ҫинчен ятарлӑ чӗнӳ хучӗсем сарнӑ. Калинин районӗнче суд приставӗсен пайӗн пуҫлӑх ҫумӗ Игорь Смирнов пӗлтернӗ тӑрӑх парӑмсем пурри ҫинчен пӗлес кӑмӑл тӑвакансем ҫитерӗклех пулнӑ. Темиҫе сехет хушшинче приставсем 150 ҫына тӗресленӗ. Хӑйсенне кӑна мар, килтисемпе тӑвансен парӑмӗсене те тӗпчесе пӗлнӗ. Вӗсенчен 17 ҫынни тӳлевсене тӳрех татса панӑ. Кун йышши акцийӗ суд приставӗсем кашни эрнерех ирттерме палӑртнӑ. Ятарлӑ акци халӑха парӑма татса парасси ҫинчен аса илтерет, мӗнпур штрафсене таҫта ҫӳремесӗрех хӑвӑрттӑн тӳлессе татма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре шкул саккинчен тухса каякансем хӑйсен Юлашки шӑнӑрав кунне уявларӗҫ. Кивӗ йӑла-йӗркепе хӗрсем шкул тум-тирне тӑхӑнчӗҫ, шурӑ бантсемпе ҫӳҫӗсене пуҫтарчӗҫ. Арҫын ачасем те уява костюм тӑхӑнса пычӗҫ. Иртенпе Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗ умӗнче хӗрӳ тӑрмашу пычӗ. Шкул вӗренсе тухакансене саламлама ачасен ашшӗпе-амӑшӗсем, ҫывӑх тӑванӗсем, вӗрентекенсемпе шкул дирӗкторӗсем пуҫтарӑннӑ. Шкул сцени ҫинчен вӗрентекенсем шкул пӗтерекенсене ӑшӑ салам сӑмахӗсем каларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсен ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисене уяв ячӗпе саламларӗҫ. Шкул пӗтерекенсем те хӑйсен юррӑ-ташшипе уява илемлетрӗҫ, вӗсем те тӑван шкула, вӗрентекенсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Йӑла-йӗрке тӑрӑх шкул вӗренсе тухакансем тӳпене тӗрле-тӗслӗ сывлӑш шарӗсем вӗҫтерчӗҫ. Юлашки шӑнкӑрав уява ирттернӗ хыҫҫӑн малалла шкул пӗтерекенсем валли йывӑр тапхӑр ҫитет — пӗрлехи патшалӑх экзаменне тӗрӗс-тӗкел тытасси. Такӑр ҫул сире, шкултан вӗренсе тухакансем! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Иртнӗ шӑматкун Шупашкар хулинче Раҫҫей шайӗнче иртекен «Симӗс марафон 2013» ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна йӗркелеме пулӑшакансенчен пӗри вӑл пирӗн ҫӗршывӑн чи пысӑк банкӗ — Перекет банкӗ. Раҫҫейӗн 42 хулинче пӗр вӑхӑтра 4 километр 200 метр тӑршшӗ символла дистанцие чупса тухма темиҫе пин банк ӗҫченӗ, партнёрӗ, банк клиенчӗ старта тухнӑ. Марофона Ҫӗрпӳ районӗнчен тата Мари Эл шкул-интерначӗн ачисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ертӳҫӗсем ятарлӑ вӑйӑсем, ӑмӑртусем ирттернӗ, Сбербанк парнисемпе тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмӗшле Шупашкар хулинчи «Симӗс» марафона 1 000 ҫын хутшӑнӑ, ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне — 700. Кун йышши ӑмӑрту ирттересси чӑннипех те халӑшӑн самаях усӑллӑ. Спортпа малашне те туслӑ пулмалли шухӑша ҫынсен ӑсӗнче ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |