Раҫҫей хӑйне хирӗҫле экономика санкцийӗсем йышӑннӑ ҫӗршывсенчен тавар кӳрсе килме чарнишӗн Евросоюз Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине ҫӑхавласшӑн. Кун пирки суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен еврокомиссар Карел де Гюхт каланӑ.
Еврокомиссар авӑн уйӑхӗн ҫурринче ҫӑхавлама пултарнине пӗлтернӗ. Анчах хальлӗхе ку ыйтупа татӑклӑ йышӑну туман-мӗн-ха.
Маларах Брюссельте Раҫҫей ют ҫӗршыв таварне кӳрсе килме чарнӑ фактпа Пӗтӗм тӗнчери организаципе канашласси пирки каланӑ.
Ҫӑхавласси пирки каласан, пуринчен ытла Польша ҫапла тума ыйтать иккен. Ара, вӑл панулми сутмалли пысӑк рынока ҫухатнӑ-ҫке.
Ҫӗркаҫ Ростов облаҫӗнчен Чӑваш Ене Украинӑри 28 таркай ҫемье килсе ҫитнӗ. Йышри 71 ҫын хушшинче 33-ӗшӗ — ачасем, 5-ӗшӗ — тивӗҫлӗ канурисем. Вӗсене «Контур» акцонерсен уҫӑ обществин территорийӗнче вырнаҫнӑ вӑхӑтлӑх пурӑнмалли майсем туса панӑ. Унта пурӑнма, вӗри апатланма, ҫӑвӑнма условисем туса панӑ.
Таркӑнсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсемпе общество организацисем гуманитари пулӑшӑвӗ валли заявкӑсем пухаҫҫӗ. Миграци тытӑмӗн ӗҫченӗсем те унтах ӗҫлеҫҫӗ, мӗнпур хутсене вӗсем вырӑнтах хатӗрлеме пулӑшма хатӗр.
Паян Украина ҫыннисемпе Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тӗл пулнӑ, ирӗксӗр тарса килнисемшӗн май килнине йӑлт тума шантарнӑ.
Украинӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче лару-тӑру халь те лӑпланмасть-ха. Самолётсем персе анаҫҫӗ, салтаксем вилеҫҫӗ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем тӑракан вырӑнсене аркатаҫҫӗ.
Сӑнсем (16)
Новоазовск хулинче пурӑнакан хӗрарӑм, Куповых хушаматлӑскер, Патшалӑх Канашӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин депутачӗ Игорь Кушев патне пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн упӑшки асӑннӑ хулари халӑх хӳтӗлевне кӗрет, ҫавна май ҫемьене хӑратма тытӑннӑ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куповых ачипе асламӑшӗ патне Комсомольски районне куҫса килнӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Енрен каясшӑн мар-ха. Унӑн укҫа та, ӗҫ те ҫук-мӗн.
Комсомольски район администрацийӗ Украинӑри Донецк облаҫӗнчи Куповых хушаматлӑ хӗрарӑма ҫурт-йӗрпе тата ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтӑва пахса тухӗ.
Патшалӑх Канашӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Кушев депутат хӗрарӑма тимлӗн итленӗ те Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе телефонпа ҫыхӑннӑ. Унти ертӳлӗх хӗрарӑма ҫуртпа тивӗҫтерме, ӗҫ вырӑнӗ тупса пама шантарнӑ-мӗн.
Кейӳ округри административлӑ суд Раҫҫейӗн хӑш-пӗр каналне кӑтарма чаракан йышӑну кӑларнӑ. Кун пек йышӑну телерадиовещани енӗпе ӗҫлекен наци канашӗн ретранслятор-канала хирӗҫле тавӑҫне пӑхса тухиччен пырӗ. Чару РТРа, «Раҫҫей–24»-на, Пӗрремӗш канала тата НТВна пырса тивӗ.
Украинӑн Наци хӑрушсӑрлӑхӗпе хӳтӗлев комитечӗ ҫӗршывӑн генпрокуратурине тата Украинӑн хӑрушсӑрлӑх канашне Раҫҫей каналӗсем Украина саккунӗсене килӗшсе тӑнипе-тӑманнине, наци тӗлӗшпе хирӗҫ-тӑру чӗртсе тӑратнипе тӑратманнине, вӑрҫӑ пуҫлама, сепаратизмла чӗнӳсем пуррипе ҫуккине пӑхса тухма ыйтнӑ.
Суд ҫак эрнере иртмелле. Унччен вара маларах асӑннӑ каналсене Украинӑра кӑтартма чарма йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗн ыйтӑвӗпе паян Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министерствинче ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ. Калаҫӑва ирттерме министерствӑн этноконфесилле хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Казаков Сергей Димитриевич, кӳлепеҫӗ Вячеслав Эткер (вӑл кӳлепесен макечӗсене илсе килнӗ), Чӑваш наци культурин «Сӑвар» аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пухӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех телефонпа Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артамонов Сергей Геннадьевич хутшӑннӑ.
Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх парка малтанхи вырӑнтах йӗркелеме шут тытнӑ, тӗп сӑнар вырӑнӗнчи юпана ҫех тӳрлетсе каялла вырнаҫтарӗҫ. Халӑх имӗш юпара сӑнарланӑ ҫунатсене мӑйрака пек йышӑнать — ҫавна май хӑй каласа панӑ тӑрӑх Вячеслав Эткер улшӑнусем кӗртме килӗшнӗ.
Сӑмах май, эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ӗнер Чӑваш наци конгресне ку ыйтупа пулӑшӳ кӳме ҫыру янӑччӗ. Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ пирки унсӑр та калаҫса татӑлма май тупни пире паллах савӑнтарать.
Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ тума пуҫланӑ вырӑнтан юнашарти мӑнастир пупӗ хистенипе тӗп кӳлепене — юпана — кӑларса илсе склада кайса хунӑччӗ.
ХУШНИ: этнокультура паркӗн паянхи сӑнӗсене хушрӑмӑр. Сӑнсен авторӗ Владимир Андреев.
Ҫӗрпӳ хулинче Культура ҫулталӑкӗ культурӑсӑрлӑхран пуҫланчӗ теме пулать — этнопарк тума планланӑ вырӑна улӑштарма шухӑш тытнӑ. Ҫапла тума пупсем хистенӗ имӗш. Вячеслав Эткер кӳлепеҫӗ каласа панӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унччен вырнаҫтарнӑ тӗп юпана кӑларса илнӗ, район администрацийӗн складне кайса хунӑ.
Асаилтеретпӗр, Ҫӗрпӳ хулинчи этнокультура паркне хирӗҫ вырӑнти пуп Вячеслав атте тӑнӑ. Администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх хӑйӗн чиркӗвне ҫӳрекен ҫынсене вӑл вӗсем патне чылай янӑ. Ҫапла май вара тӳре-шара этнокультура паркне тепӗр вырӑнта йӗркелеме шут тытнӑ. Вӑл ӑҫтарах пуласси хальлӗхе паллӑ мар-ха.
Православи тӗнӗн пупӗсемшӗн Раҫҫей Конституцийӗнче ҫырса хунӑ пур тӗн те пӗртан пулни саккун мар пулас. Хӑйсенле кӑна тӑвас тесе культурӑллӑ япаласем ҫине те ним мар алӑ ҫӗклеме пултараҫҫӗ. Вӗсене пулах ӗнтӗ чӑвашлӑхӑн хулан тӗп вырӑнӗсенче мар, таҫти шӑтӑк-ҫурӑкра кӑна аталанма тивет.
Ҫӗрпӳ хулинче этнокультура паркне тума тытӑнни пирки эпир нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хайхи ҫав парка паян хамӑр ҫитсе куртӑмӑр.
Кӳлепесене касса кӑларнӑ Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ каласа панӑ тӑрӑх ку шухӑш ҫӗрпӳсен Киров хулинче ҫакӑн йышши паркпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ имӗш. Хула администрацийӗ ун патне тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫак парка епле курнине пӗлтернӗ, вара, килӗшсе татӑлнӑ хыҫҫӑн, ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ кӑҫал ҫак парк валли 100 пин тенкӗ грант выляса илнӗ хыҫҫӑн кӳлепесем те парка вырнаҫма пуҫланӑ.
«Чӑваш Ен» ЧПТРК каналӗпе хыпар тухнӑ вӑхӑталла хайхи администрацине Вячеслав атте ятӗнчен ҫын килнӗ иккен — юнашар вырнаҫнӑ чиркӳн пупне паркри кӳлепесем килӗшмен имӗш. Вячеслав атте, паллах, хӑй ятӗнчен сӑмах хушмасть — ҫак сӑмахсене ӑна чиркӗве пуҫ ҫапма килекенсем евитленӗ имӗш. Ку кӳлепесем ачасене тӗрӗс маррине вӗрентессинчен те хӑрать арҫынсен мӑнастирӗн пупӗ — юнашарах 1-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ-ҫке. Ытларах, паллах, чиркӳпе юнашар хӑй калашле «язычество идолне» лартни питӗ кӑмӑла хуҫать унӑнне.
Паллах, ку кӳлепесем чӑваш йӑли-йӗркипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |