Ҫӗркаҫ Ростов облаҫӗнчен Чӑваш Ене Украинӑри 28 таркай ҫемье килсе ҫитнӗ. Йышри 71 ҫын хушшинче 33-ӗшӗ — ачасем, 5-ӗшӗ — тивӗҫлӗ канурисем. Вӗсене «Контур» акцонерсен уҫӑ обществин территорийӗнче вырнаҫнӑ вӑхӑтлӑх пурӑнмалли майсем туса панӑ. Унта пурӑнма, вӗри апатланма, ҫӑвӑнма условисем туса панӑ.
Таркӑнсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсемпе общество организацисем гуманитари пулӑшӑвӗ валли заявкӑсем пухаҫҫӗ. Миграци тытӑмӗн ӗҫченӗсем те унтах ӗҫлеҫҫӗ, мӗнпур хутсене вӗсем вырӑнтах хатӗрлеме пулӑшма хатӗр.
Паян Украина ҫыннисемпе Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тӗл пулнӑ, ирӗксӗр тарса килнисемшӗн май килнине йӑлт тума шантарнӑ.
Украинӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче лару-тӑру халь те лӑпланмасть-ха. Самолётсем персе анаҫҫӗ, салтаксем вилеҫҫӗ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем тӑракан вырӑнсене аркатаҫҫӗ.
Сӑнсем (16)