Чӑваш Республикине гриппа хирӗҫ кӗрешекен вакцина илсе килме тытӑннӑ. Палӑртмалла: ӑна кӑҫал, унчченхипе танлаштарсан, самай маларах илсе килеҫҫӗ.
Кӳрсе килнӗ партие склада вырнаҫтарнӑ. Ку — кирлӗ чухлехин пӗрре ҫиччӗмӗш пайӗ ҫеҫ. Кӑҫал кӗркунне 95 пин ачана тата 165 пин аслӑ ҫынна вакцина тума палӑртнӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин штатра тӑман тӗп эпидемиологӗ Оксана Такмакова каланӑ тӑрӑх, прививкӑна 6 уйӑхран аслӑ ачасене, вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене, 60 ҫултан иртнисене, медицина ӗҫченӗсене, вӗрентекенсене, транспортра, коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсене, ҫара каякансене, ача кӗтекен хӗрарӑмсене тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ. Ӑна пурӑнакан вырӑнти медицина учрежденийӗнче тума пулать.
Прививкӑна авӑн уйӑхӗнче тума тытӑнӗҫ. Тухтӑрсем ӑна икӗ уйӑхра — чир-чӗр сарӑлнӑ вӑхӑта — туса пӗтересшӗн.