Республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра Украинӑран тарса килекен тепӗр 278 ҫын ҫитмелле. Чӑваш Енре вӗсене вырнаҫтарма тата тепӗр 10 вырӑн туса пама йышӑннӑ. Ҫапла вара вӗсен шучӗ 13-е ҫитӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра таркайсене «Контур» акционерсен уҫӑ обществинче, «Чувашиякурорт» санаторире тата Ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. «Контур» территоринче вырнаҫтарнине тата «Чувашиякурорт» санаторие таркайсене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли пункт статусне панӑ. Вӗсен хуҫисене кашни таркая пуҫне федераци хыснинчен тӑкаксене саплаштармалла. Пӗр талӑкшӑн — 800 тенкӗ. Хальлӗхе пирӗн республикӑра 186 таркай хӳтлӗх тупнӑ.
Ҫӗнӗ пунктсем шутне Шупашкар районӗнчи «Заимка» туризмпа сывлӑх комплексне, Етӗрне районӗнчи «Созвездие» уйлӑха тата «Ача-пӑча канӑвӗ» обществӑна, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» центра тата ыттисене кӗртнӗ.
Таркайсене тӳлевсӗр сим-карттӑсем валеҫсе пани пирки эпир хыпарланӑччӗ.