![]() Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫурҫулта Чӑваш Енӗн тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 8,8 процент чакнӑ-мӗн. Тавар ҫаврӑнӑша долларпа илсе кӑтартнӑ та, пӗтӗмпе вӑл 210,47 миллион долларпа танлашнӑ-мӗн. Суту-илӳ балансне илсен, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекен тавар калӑпӑшӗ кунтан каяканнинчен 79,69 миллион долларлӑх нумай иккен. Ҫапах та ют ҫӗршыва каякан продукци калӑпӑшӗ 6,4 процент ӳснине, импорт вара 14,3 процент сахалланнине палӑртмалла. Тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнче экспорт 31 процент йышӑнать, ыттине — импорт. Пирӗн республикӑна продукцин ытларах пайӗ Китайран (37%), Италирен (10%), Германирен (9,7%), Бельгинчен (6,2%), Украинӑран (5,6%) килет иккен. Чӑваш Енри предприятисем вара чылай чухне Украинӑна (46,5%), Словакине (7,6%), Молдавине (5,4%), Швейцарине (5%), Венесуэлӑна (3,7%) ӑсатаҫҫӗ. Халӗ вара мӗн сутса туяннине тишкерер. Урӑх ҫӗре ӑсатаканни шутӗнче хими промышленноҫӗн таварӗ 70 процента яхӑн йышӑнать, 24,8% — машин тумалли пайсем. Маларах каланин калӑпӑшӗ кӑҫал пӗлтӗрхи ҫурҫулхинчен 51 процент таран нумайланнӑ иккен. Сӑмах май, пирӗн пата та хими продукцийӗ самай килет. Ҫав енӗпе пӗтӗмӗшле тавар ҫаврӑнӑшӗнче вӑл 52,3 процент йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ», — тесе тахҫан пӗри калани аса килчӗ. Ку каларӑш ят-сумшӑн ҫунакан ҫынна ҫывӑхрахӑн туйӑнать. Анчах хисеплӗ ята, сума ӗҫпе кӑна ҫӗнсе илме пулать-тӗр. Тепӗр ҫынсем пирки нумай каласа кӑтартма кирлӗ те мар — ятне кала та уйӑрса илеҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин шутне Максим Михайлова кӗртмелле. Максим Дормидонтович — СССР халӑх артисчӗ. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗн хӑвачӗпе тӗрек илсе ӳснӗ вӑл. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл, баспа юрланӑ опера артисчӗ, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ентешӗсем тата Чӑваш Республики сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытать. Паллӑ куна халалласа епле мероприятисем ирттерессине унчченех палӑртса хунӑ, вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Ҫавсен шутне ача-пӑча викторинисенчен пуҫласа Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртекен Ҫамрӑк опера юрӑҫисен халӑхсем хушшинчи III конкурсӗ таранах кӗртмелле. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче вара ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уяв каҫне пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Интеграл» технопарк Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗпе тата «Капитошка» ача-пӑча аталанӑвӗпе кану центрӗпе пӗрле пулса паян салтак юррин кунне ирттерет. Ӑна спутник-хулари «Ельник ращи» культурӑпа кану паркӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланать. Унта ветерансене, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене йыхравланӑ иккен. Пухӑннисем салтак тата патриот юррисене итлесе киленӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ десантниксен привалне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Граффити енӗпе ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене те паян чысламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Эдуард Мочалов «Сӗтев» хаҫатӑн редакторӗ Эдуард Мочалов ҫитес кӗҫнерникун, ҫурлан 8-мӗшӗнче, халӑха правительство ӗҫне сивлекен митинга тухма йыхравлать иккен. Вӑл 16 сехетре Чапаев скверӗнче пуҫланмалла. Халӑх пуххине «Солидарность», «Раштавӑн 5-мӗшӗ», Раҫҫейӗн республикӑлла партийӗсен вырӑнти уйрӑмӗсем пуҫтарӑнма кӑмӑл тунӑ та имӗш. «Контактра» халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ чӗнӳре Эдуард Мочалов тӳре-шарана хирӗҫ тухма йыхравлать, вӗсен халӑха хирӗҫле тӑвакан ӗҫне сивлеме пӗр шиксӗр сӑмах тухса калама ыйтать. Халӑх пуххинче ҫавӑн пекех Муркаш район судӗнче Илле Ивановӑн ӗҫне пӑхса тухине те сӳтсе явасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паянхи ӗмӗрте телейлӗ те ҫитлӗ, сывӑ та пуян пурӑнас текенсем тӗрлӗрен экстрасенс, чиккан пулӑшӗвӗпе хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа «кӗртме пултараҫҫӗ», укҫи кӑна ҫитерӗклӗ пултӑр. Этеме ӑнланма пулать —тӗрӗс тӗкел пурӑнма ара кам ӗмӗтленмест? Анчах та нумай чухне пурнӑҫа «тӳрлетекеннисемпе» ҫыхлансан, шарне икӗ хут нумайрах курма тивет. Телевизорпа экстрасенсӑн «пултарулӑхне» курсан 77 ҫулхи ват ҫыннӑн пурнӑҫра асамлӑх пуррине ӗненес килсе кайнӑ. Калаҫакан «ещӗкрен» телей валеҫекене итленӗ хыҫҫӑн карчӑк частарах телефон нумерне ҫырса илнӗ, экстрасенс патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ нумай шутласа тӑман пулас — карчӑкӑн кил-йышне такам ӑншӑрт яни пирки пӗлтернӗ, ӑна сирме темиҫе хут телефонпа сеанс ирттермелле имӗш тата пӗтев (амулет) туянмалла. Ҫак ӗҫшӗн экстрасенс 100 пин тенкӗ ыйтнӑ. «Телейлӗ пурӑнас тесен — укҫа-тенкӗ те шел мар», — ҫак сӑмахсене тӗпе хурса айван карчӑк укҫана куҫарса панӑ, анчах та пурнӑҫ ҫӑмӑлланине туйман. Вӑхӑт иртсен «Малашев тухтӑр» хӑех шӑнкӑравланӑ, ҫӗнӗрен укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Хальхинче экстрасенс тӗплӗрех ӗҫлӗ тесе шутланӑ-ши — карчӑкӗ ку хутӗнче те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Инкекпе синкек хушши пӗр утӑм анчах», — халӑхра ҫак каларӑш ахальтен мар ҫӳрет. Пӗр чарсӑр ҫынна ӳпкелеме тытӑнсан ват кинемей инкек тухасси ҫинчен мар шутланӑ ӗнтӗ. Йӗркипе каласа парар-ха. Акан 10-мӗшӗнче, вӑхӑт ҫурҫӗрелле шунӑ чухне Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче 31 ҫулхи арҫын тип ҫу ыйтма хӑй паллакан 73 ҫулхи ват ҫын патне уттарнӑ. Хӑй вара унччен самай «хӗренкеленнӗ». Кинемей арҫына ҫупа тивӗҫтерме хирӗҫ пулман, анчах та каҫхи хӑнана вӑл ниҫта ӗҫлеменнишӗн, стакан тип ҫу туянма та укҫа ӗҫлесе илме пултарманнишӗн ӳпкелеме тытӑннӑ. Сыпкаланӑ арҫынна ват ҫын сӑмахӗсем кӑмала кайман пулас. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле ялан чиксе ҫӳренӗ ҫӗҫҫе илнӗ те карчӑка сахалтан та 22 хутччен мӑйран, кӑкӑртан чышнӑ. Ват ҫынна нумай кирлӗ мар — вӑл ҫавӑнтах вилсе выртнӑ. Ҫак тискер ӗҫ-пуҫшӑн вӗлерекене суд йышӑнӑвӗпе 10 ҫуллӑх тата хушма 1 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланать Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Парижра пурӑнакан Ольга Грелон. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Чӑваш Енӗн Культура министерствин ӗҫенӗсемпе тӗл пулсан каланӑ. Унччен Ольга «Хавал» общество организацийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме йӗркеленӗ уйлӑха хутшӑннӑ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ йышӑн хастарӗсем кӑҫал ӑна Етӗрне районӗнче йӗркеленӗ. Ольга Грелон — социолог. Чӑваш чӗлхипе тата культурипе кӑсӑкланать. Францире вӑл унта пурӑнакан чӑвашсен культура пӗрлешӗвне йӗркелесшӗн. Тепӗр ӗмӗчӗ вара чӑвашла-хрантсусла словарь хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӳррипе, ку сӑмаха ӗненме те йывӑр. Анчах Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Тӗпчев управленийӗ ку ӗҫе вӗҫлесе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ Комсомольски районӗнче, пӗр ялти пӗтӗмӗшле тухтӑр офисӗнче, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Шӑл юсаканӑн мӑшкӑлӗ пулнисен шутӗнче пилӗк ача-мӗн. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчи каччӑсем. Хайхисем шӑл юсаттарнӑ вӑхӑтра тухтӑр вӗсене хыпашланӑ пулать. Врача халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 135-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн. Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарти наци вулавӗшӗнче «Николай Дронник: ӳкерӳҫӗ тата кӗнеке кӑлараканӗ» ятпа ятарлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна мухтавлӑ чӑваш ӳнерҫи 83 ҫул тултарнӑ ятпа уҫнӑ. Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх витринӑсенче пухӑмӑн пӗр пайне ҫеҫ вырнаҫтарнӑ. Ыттине вара сайра тӗл пулакан тата хаклӑ изданисен пайӗнче курма пулать. Николай Егорович Шупашкарта хӑйӗн Раҫҫейри пысӑк пухӑмӗпе паллаштарнӑ. Вӗсене ӳнерҫӗ 1980 ҫулта Париж хулинче килте пичетлеме пуҫланӑ. Куравра ятарлӑ пухӑмпа та паллашма пулать: хӑйне евӗрлӗ портретсем, ӳкерчӗксем, документсем, ӳнерҫӗн биографийӗ, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗксем, афиша, буклетсем. Курав авӑнӑн 30-мӗшӗччен, Геннадий Айги залӗнче (2-мӗш хутра, 235 пӳлӗм) пырӗ. Пӗлме: Николай Дронник 40 ҫул ӗнтӗ Францире пурӑнать. Унӑн ӗҫӗсемпе тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем паллашнӑ, вӑл «Раҫҫей статистики» документлӑ-историллӗ сборниксен тата ытти хӑйне евӗрлӗ 200 кӗнеке авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |