Ҫапла тӑвасси пирки Шупашкар хула влаҫӗсем асӑрхаттараҫҫӗ. Халӗ машинӑсем килсерен тенӗ пек пулса кайрӗҫ те (тата хӑш-пӗр ҫемьере пӗрре кӑна-и?) хурҫӑ утсем валли вырӑн ҫитменни ет вӑрттӑнлӑх мар-ха. Ҫапах та машинӑсене курӑк ҫине хӑпартса лартма та никама та ирӗк паман. Яваплӑхӗ пирки «Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен» республика саккунӗнче уҫӑмлӑн пӑхса хӑварнӑ. Уйрӑм ҫынсен 500–2 000 тенкӗ кӑларса хума тивет, должноҫ йышӑнса ларакансен — 2 пинтен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисен — 5 пинтен тытӑнса 20 пин тенкӗ таран. Урапа (машина) лартмалли йӗркене пӑснисем пирки паян хула администрацийӗн планеркинче те калаҫнӑ. Тротуар ҫине лартнӑшӑн ҫу уйӑхӗнче кӑна 37 протокол шӑрҫаланӑ, тротуар тӑрӑх кайнӑшӑн — 16. Тирпей-илем кӳрессин йӗркине (кунта машинӑсене курӑк ҫине лартни те кӗрет) 123 хутчен протокол шӑрҫаланӑ. Кунта эпир ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫырни пирки каларӑмӑр. Унсӑр пуҫне хула администрацийӗ те ку ыйтупа ӗҫлет, тӗрӗслесе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шантарнине виҫ ҫул кӗтнӗ теҫҫӗ-и-ха? Апла пулсан кӑна-и? Хваттере тӳпе хывса хӑпартас та ҫӗн пӳрт ӗҫкине пухӑнас тесе хӑшӗсем хӑҫантанпа кӗтсе пурӑнаҫҫӗ. Ун пеккисен ыйтӑвӗсене татса парассипе юлашки ҫулсенче республикӑра хӑш-пӗр ӗҫе туни сисӗнет. Хӑй вӑхӑтӗнче хӑпартма пуҫланӑ та туса пӗтереймен ҫуртсене тӑвасси епле пынипе Чӑваш Енӗн Ҫурт тӑвӑм министерстви вырӑна тухса паллашнӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 6-мӗш тата 6/1-мӗш текен позицисене хӑпартса пӗтернӗ. Халӗ унта ҫурт йӗри-тавралли лаптӑка илем кӗртеҫҫӗ-мӗн. Тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх ҫынсем ҫав ҫуртсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пурӑнма кӗрейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекен дирижёрсен республикӑри конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑнма 11 ҫамрӑк кӑмӑл тунӑ. Пӗрремӗш вырӑна Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑсталӑха туптакан Евгений Солин тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна ҫав вӗренӳ заведенийӗнчи Анастасия Павлова тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем Светлана Тарасовапа Людмила Елдырева тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара харӑсах 5 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. «Хорпа пӗр чӗлхе тупнисенчен чи лайӑххи» номинацире маларах асӑннӑ университетра ӑс пухакан Татьяна Константинова тата музыка училищинче вӗренекен Анастасия Павлова палӑрнӑ. «Шкул юррине чи лайӑх янӑратнӑшӑн» номинацире Светлана Тарасова (вӑл ЧППУ студентки) ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитрӗ. Республикӑн культура ӗҫченӗсем тата тулай чӑвашсем ҫак куна асра тытса Константин Иванов палӑкӗ умне чечек хунӑ. Халӑх умӗнче республикӑн культура министерствин этноконфессиллӗ хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Краснов тухса калаҫнӑ. Юрий Артемьев профессор, критик шучӗпе Константин Иванов ҫак ҫӗр ҫине хӑй вӑхӑтӗнче ахальтен килмен. Унӑн хӑйне евӗр тивӗҫ пулнӑ. Чечек хума хутшӑннӑ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспие» тепӗр хут лартасса шанса пурӑнать-мӗн. Савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑнма Пушкӑртстанран Константин Ивановӑн Стерлӗри ентешӗсем те килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци радиовӗпе тӳрӗ эфира тухрӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакансен тата тулай чӑвашсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӳрӗ эфир икӗ сехете яхӑн тӑсӑлчӗ. Ыйтусене маларахах йышӑнма тытӑнни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗтӗмпе 900 ытла ыйту ҫитнӗ-мӗн. Тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансене тӗрлӗ ыйту хумхантарать. Хула ҫыннисене, паллӑ ӗнтӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри лару-тӑру ытларах пӑшӑрхантарать. Ял ҫыннисен урамсенче ҫул сарасси пирки сӑмах хускатнӑ. Тӑван чӗлхене упраса хӑварас, Шупашкара пырса кӗрсен ют ҫӗре кӗнӗн туйӑнать тесе пӑшӑрханакан та тупӑнчӗ. Ӗҫ укҫи пирки сӑмах хускатакан та, ачасене шкул автобусӗ турттармасть текен те пулчӗ. Тӳрӗ эфирта хурав илейменнисене радиоэфира каярах кӑларма шантараҫҫӗ. Вӗсен хуравӗсене «Тема дня», «Социальный вопрос», «На острие», «Тӗплӗ калаҫу», «Ялтан яла», «Ҫивӗч ыйту» кӑларӑмсенче, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ хыпарсен вӑхӑтӗнче уҫӑмлатӗҫ. «Пӗр ыйту та хуравсӑр юлмӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паянхи кун вӑл ҫапларах Шупашкарти Гузовский урамӗнчи 12/15-мӗш ҫур-йӗр таврашӗнче шӑпарлансем валли выляма ӑсталанӑ ятарлӑ хӑйӑр карти ишӗлсе аннӑ. Ҫакна пула ачасем унта хӑйсен вӑййисене ирттереймеҫҫӗ иккен. — Пирӗн кил-картишӗнче ачасем вылямалли ятарлӑ вырӑн ҫук, унсӑр пуҫне тата пӗртен пӗр хӑйӑр карти те хӑйӑр карти пек мар. Вӑл ишӗлсе аннӑ, пӑтасем тухса тӑраҫҫӗ, хӑйӑрӑн ҫурри ытла юхса тухнӑ. Ҫуртӑн тепӗр вӗҫӗнче те хӑйӑр купи пурччӗ те унпа вара вырӑнти алкашсем «хуҫаланаҫҫӗ». Ҫавсем яланах вӑл хӑйӑр купи патӗнче ҫӳренӗрен ачасем унта выляма хӑраҫҫӗ, — пӗлтерет хӑй шухӑшне пӗр амӑшӗ. Ачасен выляв кӗтесӗсене ҫурт-йӗр тытӑмӗ пӑхса тӑмалла ӗнтӗ, хӑйӑр купине юсассишӗн те вӗсем яваплӑ. Гузовский урамӗнчине вара хӑҫан ҫӗнетесси паян куна паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сыхлав органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енӗн прокуратори ӗҫ йӗркине епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ та саккуна пӑсакан пулӑмсем асӑрханӑ. Шкул ертӳҫисем — тӗрӗслевҫӗсене вӗсен ӗҫӗ кӑсӑклантарнӑ — ачасене ӗҫ кӗнекине тӗрӗс мар панӑ иккен. Унсӑр пуҫне иккен ӗҫе илнӗ чухне те килӗшӳсенче йӑнӑш сахал мар тунӑ. — Вунсакӑр ҫула ҫитмен ачасене мединцина тӗрӗслевӗ витӗр тухмасӑрах ӗҫе пуҫӑнма ирӗк панӑ. Ку вара саккун йӗркине пӑсать, — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Ен прокураторин пресс-службинче. Асӑннӑ йӗркене пӑсни Етернӗ районӗнчи тӑваттӑ шкулта палӑрнӑ. Прокуратура ӗҫченӗсем йӑнӑшнӑ ертӳҫӗсене администрацилле явап тытарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Эрех-сӑра шӗвекесем пуҫа минретсе ҫынна тӗрлӗ инкек-синкек патне илсе ҫитереҫҫӗ. Ӗнерхи кун та, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 12-мӗш ҫурт-йӗрти ҫакнашкал пулса тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Раҫҫей ОМВД пуҫлӑхӗ Александр Алексеев пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерхи кун пӗр ҫемьере арӑмӗпе упӑшки хушшинче хирӗҫӳ пуҫланнӑ. Вара 52 ҫулхи арҫын эрех минретӗвне пула хӑйӗн арӑмне темиҫе хутчченех мӑлатукпа ҫапнӑ. Юлашкинчен хӑйне те хырӑмран амантнӑ. Паянхи куна иккӗшӗ те вӗсем пульницӑра выртаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ-пуҫпа ШӖМ ӗҫченӗсем тӗреслев ирттереҫҫӗ. Тӗп ыйту: арҫын хӑйӗн арӑмне мӑлатукпа амантнӑ чухне шутласах ҫапнӑ е пӗтӗм айӑпӗ эрех ӗҫнинче? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ учрежденисенчен вӗренсе ьухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнче йывӑр та пӗлтерӗшлӗ тапхӑр патне ҫывхарнӑ — Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытасси ҫитнӗ. Вара экзамена кам ӑспа, кам чеелӗхпе тытма хӑтланкалать. «Экзамена тытнӑ чух пур меслет те лайӑх», — ҫак девизпа тейӗн вӗренсе тухаканем Тӗнче тетелне кӗрсе экзамен хуравӗсене каҫса кайсах шыраҫҫӗ. Ҫамрӑксен юратнӑ «Контактра» тетелӗн ертӳҫисем паянхи кун вырӑс чӗлхипе пыракан патшалӑх экзаменӑн хуравӗсемпе тивӗҫтерсе тӑракан тетелти 72 ушкӑна вӑхӑтлӑха ӗҫлеттерме пӑрахтарнӑ имӗш. Асӑннӑ ушкӑнсенче пӗтӗмпе 1,5 пин ҫын шутланса тӑнӑ. Рособрнадзорта палӑртнӑ тӑрӑх Тӗнче тетелӗнче тухса тӑракан экзамен «хуравӗсене» ӗненсех кайма кирлӗ мар. Тӗрлӗ хурахсем укҫа-тенкӗ шӑйӑрса илессишӗн тем кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ ӗнтӗ. Экзамен тытакансен чи малтанах хӑйсена шанмалла, тӗрлӗ ултавлӑ меслетсемпе усӑ курасси ҫинчен шутламалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кӑнтӑралла Шупашкарта Мускав районӗнчи Пирогов урамӗн 12-vӗi ҫуртри пӗр хваттере вут-ҫулӑм тивсе илнӗ пулнӑ. Кӳршӗсем «хӗрле автан» хӳрине асӑрхасанах тӳрех ИӖМ службине шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем килсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫунакан ҫурт подъездӗнчен 9 ҫынна илсе тухнӑ. Пушара сӳнтерекенсем хӑвӑрт, тӗрӗс-тӗкел ӗҫленине пула пушар кӳршӗ хваттерӗсем ҫине куҫман. Пӗтӗмӗшле вут-ҫулӑм айӗнче 200 пин тенкӗлӗх пурлӑх пӗтнӗ. Паянхи куна вара ИӖМ службинче пушар мӗн сӑлтавпа тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |