Палӑк умӗнче 1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ ялта пурӑнакан ҫынсене хулана куҫарнӑ. Ҫӗнӗ масартан инҫех мар Туҫи ял вырнаҫнӑ пулнӑ. Тахҫанхи ял вырӑнӗнче вара паянхи кун пӑрахӑҫланӑ палӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Туҫире ӳснӗ виҫӗ юлташ асӑннӑ палӑка юсама шут тытнӑ. Пур вӑя пухса монумента кӗске вӑхӑт хушшинче илем кӳнӗ, палӑк ҫинче Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене те палӑртнӑ пулнӑ. Ҫӑвӗн 28-мӗшӗнче вара палӑк умне вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнма Туҫире ҫуралса ӳснисем пуҫтарӑннӑ. Юсанӑ монумента асӑннӑ кунра Георий атте те ятарласа сӑваплама килнӗ. Монумент умне ҫынсем ҫителӗкле пухӑннӑ. Тахҫан пӗр ялта кӳршӗлле пурӑннӑскерсемшӗн пӗр-пӗрне курни кӑмӑлӗсене самай ҫӗкленӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑннӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ шухӑш та ҫуралнӑ — хӑйсен ачалӑхӗ иртнӗ ял шӑпи ҫинчен, унтан тухнӑ пултаруллӑ ҫыннисем пирки ятарлӑ кӗнеке ҫырса кӑларма палӑртнӑ. Ку кӗнеке вара хӑйне майлӑ асаилӳ кӗнеки пулӗ, ҫитӗнекен ачасемшӗн те вӗсен ӑрӑвӗ ӑҫтан тухнине, вӗсен пурнӑҫе епле пулнине пӗлме пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Улатӑр хули Ӗнер, каҫхи 11 сехет те 15 минутра, Улатӑр хули шывсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑлтавӗ — канализаци коллекторӗнче инкек пулнине кура ӗҫмелли шыв вӑхӑтлӑха чарса лартни. Ҫапла майпа 8 пине яхӑн ҫурта шыв пыма пӑрахнӑ. Ҫав шутра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те пур иккен. Хула мэрийӗ ӗнетернине шута илсен больницӑсенче, ача ҫуртӗнче, ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнче, ача сачӗсенче, социаллӑ сфера учрежденийӗсенче ҫапах та ӗҫмелли шывсӑр лартман иккен. Сӑмах май, инкеке пӗтерме май килнӗ. Хула ҫыннисене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 5-6-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Франци элчисем килсе ҫитмелле. Инҫе ҫула ҫывӑхлатма вӗсем пирӗн патӑмӑрти ял хуҫалӑх отраслӗпе кӑсӑкланнӑран шут тытнӑ-мӗн. Ҫичӗ ютран килекенсем хушшинче ял хуҫалӑх машинисене кӑларакансем, кукурус, хӗвелҫаврӑнӑш, рапс, сорго тата соя вӑррине туса илекенсем пулмалла иккен. Францин ял хуҫалӑх отраслӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Енри хӑш-пӗр предприятие ҫитӗҫ, фермерсемпе курнӑҫӗҫ. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн килӗштерсе ӗҫлесси пирки пӗр чӗлхе тупасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Фестивальти самант Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Мокин ячӗпе ташӑ ӑстисен «Ташша яра пар!» иккӗмӗш фестиваль-ӑмӑрту иртнӗ. Ку уява районти 18 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Жюри пайташӗсем: районти культура пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова тата районти администрацин культура, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ Алина Михуткина ташӑ ӑстисене икӗ ушкӑна уйӑрса чысланӑ. «Ҫамрӑксемпе ачасен ушкӑнӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӑн «Танц-класс» тата кадет класӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем йышӑннӑ, 2-мӗш вырӑнта «Колибри» ташӑ ушкӑнӗ (вӗсем ӑсталӑха «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗнче» туптаҫҫӗ, 3-мӗшсем — Штанашри «Ария» ташӑ ушкӑнӗ. «Аслисен ташӑ ушкӑнӗ» номинацире малти вырӑнта Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ушкӑн тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян Етӗрне районӗнче выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче тӑрӑшакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Конкурса дояркӑсем тата ӗнене искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекенсем хутшӑннӑ. Тӳррипе каласан, ку конкурс районшӑн та, республикӑшӑн та ҫӗнӗлӗх мар — ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Районта мала тухнисем республика шайӗнче, республикӑра палӑрнисем Раҫҫейри хӑйсен ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртаҫҫӗ. Конкурса пырса ҫитнӗ сӗт сӑвакансемпе осеменаторсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Семенов тата ыттисем саламланӑ, ҫӗнтерме ӑнӑҫу суннӑ. Конкурса хутшӑнакансене Шупашкартан пырса ҫитнӗ артистсем савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫи кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енре 5 961 тенкӗпе танлаштарнӑ. Иртнӗ ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталтинчен ку вӑл 8,2 процент, е 451 тенкӗ, ӳснине пӗлтерет. Ӗҫлекен ҫынсене пӗр уйӑх пурӑнма сахалтан та 6 291 тенкӗ кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ, пенсионерсене — 5 005 тенкӗ, ачасене — 5 943 тенкӗ. Ку цифрӑсем мӗн тума кирлӗскерсем текенсене ӑнлантарар. Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫине социаллӑ программӑсем йышӑннӑ, сахал тупӑшлисене патшалӑхран пулӑшу кӳнӗ чух тӗпе хураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӗперӗн проекчӗсенчен пӗри Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫул-йӗр юсассине илсен, республикӑн тӗп хулишӗн ку объект пӗлтерӗшлисен шутне кӗрет иккен, ӑна юсама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрмалла. 1969 ҫулта хута янӑ тимӗрпе бетон кӗпере хальхинчен икӗ хут ытларах сарма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл паянхи пек 17 метр сарлакӑш мар, 35 метр таран пулӗ. Ҫакӑ машинӑсене харӑсах ултӑ йӗрпе ҫӳреме май парӗ. Ҫуран ҫӳрекенсен те саркаланса утма май килӗ. Вӗсене утмалли ҫул хальхи пек 1,5 метр кӑна пулмӗ, 2,2 метрпа танлашӗ. Кӗпере епле тӑвасси пирки татса паман-мӗн-ха. Пӗр варианчӗпе тусан кӗпер ӗмӗрӗ 90 ҫула пырать иккен, тепӗр варианчӗпе хӑпартни 60 ҫула ҫитет. Анчах тӗп уйрӑмлӑхӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. 9 теҫетке ҫула пыракан кӗпере тума 2,1 миллиард тенкӗ тухса кайӗ, иккӗмӗш йышши валли — 1,1 миллиард. Кӗпере юсаса ҫӗнетессин татӑклӑ проектне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хатӗрлесе пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Анастасия Егоркина Мускавра ача-пӑча юррисен «Евровидение–2013» конкурсне хутшӑнма суйламалли ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин представителӗ те хутшӑннӑ. Вӑл — Вероника Арисова композиторӑн «Сингл» пултарулӑх студине 4-мӗш ҫул ҫӳрекен, Кӳкеҫри лицейра 8-мӗш класра вӗренекен Анастасия Егоркина. Финала тухнӑ 18 коллективпа юрӑҫ хушшинче Настя та пур. Европа шайӗнчи сумлӑ конкурса хутшӑнма тивӗҫлисене ҫӗртмен 2-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Сӑмах май, сасӑлаканӗсем — Раҫҫейре пурӑнакансем. Апла пулсан, эсир те Настьӑшӑн СМС-хыпар яма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӑван халӑхӑмӑр хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ҫак каларӑша паян Пушкӑртстан Президенчӗ Рустэм Хамитов Чӑваша килсен пирӗн чӗлхепе каланӑ. Аса илтеретпӗр, паянпа ыран пирӗн патӑмӑрта пушкӑрт культурин кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫавна официаллӑ майпа уҫма Пушкӑртстанран сумлӑ делегаци килсе ҫитнӗ. Мероприятие паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Хӑнасене чӑваш, вырӑс тата пушкӑрт халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа тата кумыспа кӗтсе илнӗ. Михаил Игнатьев пирӗн республикӑсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗппине палӑртнӑ май пушкӑрт ҫӗрӗ пире чаплӑран та чаплӑ поэтсене — Константин Ивановпа Ухсай Якковне — парнеленине асӑнса хӑварнӑ. Мероприятие официаллӑ майпа уҫиччен Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патне чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Асамат Палтай ҫамрӑк ӳнерҫӗ — Микуҫ Палтай ывӑлӗ — 40 крона виҫеллӗ вак акҫа сӑнне ӑсталанӑ иккен. Ӗҫӗ-пуҫӗ иртнӗ кӗркуннех пулса иртнӗ пулин те кун пирки хыпар пирӗн тӑрӑха халь кӑна ҫитнӗ. Асамат чылай конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ, ҫапла май ӑна кунта чи ҫамрӑк пултаруллӑ ӳнерҫӗсен йышне кӗртеҫҫӗ. Вак укҫа питӗнче Асамат вырӑнти икӗ кармана ӳкернӗ — Тройски тата Безьеж ятлисене. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх икӗ карманӗ те ӑна пите килӗшеҫҫӗ, кунта, Чӑвашра, вӗсем юлманнишӗн питӗ куллянать иккен ӳнерҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Асамат Яблонец-над-Нисоу хулари ӳнерпе промышленность колледжӗнче вӗренет, иккӗмӗш курс студенчӗ вӑл. Пӗлӗвне малалла Питерти Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленность академинче туптасшӑн. Чӑваш ятне инҫетри ҫӗршывра ҫӗкленӗшӗн вӑл чӑн та мухтава тивӗҫ. Ӑнӑҫу сунар ӑна! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |