Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Пӑр ҫӳхеличчен пулӑ тытас тенӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 19.03.2014 23:30 | 1591 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Пулла ҫӳреме юратакана нимле ҫанталӑка та пӑхса тӑмӗ-ха. Элӗксем ҫапах та пӑр катса пулӑ тытассипе ӑмӑртма шут тытнӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерекен ӑмӑртӑва кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысӑкрах йышпа пухӑннӑ иккен.

Пулӑҫсем ирхи ҫиччӗрех пуҫтарӑннӑ. Кӑҫал пулӑ питӗ кутӑнлашать, вӑлтана йӑпӑр-япӑр ҫакланмасть те Ассакасси ялӗ патӗнчи пӗвере тытса пӑхас тенӗ.

Тупӑшмалла пулӑ тытнӑ чух пӗлтӗр ҫанталӑк вӑйлӑ ҫилпе тата юр ҫунипе кансӗрленӗ. Кӑҫал пуш уйӑхне пӑхмасӑрах ҫумӑр лӳшкеме пуҫланӑ. Ҫӗнтерес туйӑмпа пынӑ ҫынна ҫав хӑраттӑр-и вара!

Пулӑҫсем тӑватӑ номинацире: «Чи нумай тытни», «Чи хӑвӑрт пулӑ», «Чи пысӑк пулӑ», «Чи пысӑк шӑтӑк» ятлисенче, тупӑшнӑ. «Чи хӑвӑрт пулӑ» текенни пуринчен малтан ҫаклатмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тума «Хӗлхем» спорт шкулӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Леонтьева ӑннӑ. Уйӑрса панӑ вӑхӑтра — виҫӗ сехет ҫурӑ хушшинче — Мӑн Ямаш шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекен Евгений Назаров вӑлтине пуринчен ытла пулӑ ҫакланнӑ. Чи пысӑк пулӑ спорт шкулӗн директорне Валерий Сергеева ҫакланнӑ. Элӗкри шкулта ӗҫлекен Лев Данилов вӑлта яма пуринчен йӑпӑр-япӑр пысӑк шӑтӑк хатӗрлесе те хунӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене кашнинех тӗрлӗ парнепе, Хисеп хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Тин тытнӑ пулӑран яшка ҫинӗ хыҫҫӑн пулӑҫсем килӗсене саланнӑ.

#Элӗк районӗ, #пулӑҫсем, #Ассакасси, #Мӑн Ямаш, #Элӗк, #пӗвесем, #ӑмӑртусем, #Хӗлхем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем