Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» сайт Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Дотацилле ытти регионти евӗрех эрех кӑларассине ӳстерме Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи ЛДПР фракцийӗн ертӳҫи Андрей Кулагин сӗнет-мӗн. Хӑй шухӑшне вӑл республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев парламент партийӗсен пайташӗсемпе тӗл пулнӑ чух каланӑ пулать.
Хӑй сӗнекен мерӑсем, Кулагин депутат шучӗпе, Чӑваш ен хыснине налукпа тултарма пулӑшмалла.
«Суйлавҫӑсене кӑсӑклантаракан ыйтусене» тӗлпулӑва хутшӑннӑ ытти депутат та хускатнӑ. Ҫавсен йышӗнче РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫи Игорь Моляков, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, Галина Николаева сенатор пулнӑ.
Михаил Игнатьев вара «халӑх тарҫисене» республикӑн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче хыснана тӳрлетӳсем кӗртме сӗнессине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ правительствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗлӗ пирки отчет тӑвӗ. Черетлӗ сесси, сӑмах май, ыран пуҫтарӑнмалла.