Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене вӗрентни, кирлӗ чухне канаш пани, хӑш-чухне хытӑрах калани те кирлӗ ӗнтӗ. Анчах та килтисем шӑпӑрлансене сӑмахпа ҫеҫ мар «тӑна кӗртесшӗн», ача ҫине аллӑ йӑтнисем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Шупашкар районӗн прокураторинче паянхи кун 33 ҫулхи Андрей Сергеев хӑйӗн 4 ҫулхи ачана хытах сусӑрлани пирки пуҫиле ӗҫе суд канашлӑвне ярса панӑ. Прокуратура ӗҫченӗсен ӑнлантару хучӗ тӑрӑх акан 13-мӗшӗнче каҫ-кӳлем еннелле Сергеев Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳрте арҫынӑн 4 ҫулхи ывӑлӗ пылчӑклӑ пушмакӗпе кӗрсе кайса урая вараланӑ пулать. Ҫакӑ Сергеева килӗшмен. Вӑл ачана ҫенӗкелле илсе тухнӑ та виҫӗ хутчен питрен чышкӑпа ҫапнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача хытах сусӑрланнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшупа Шупашкар пульницине леҫнӗ. Ҫитес кунсенче Сергеева суд айӑплӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чун парса ӳкерӗннӗ, пурнӑҫӑн мӗн-пур ӗҫ-пуҫсем витӗр тухнӑ, нихӑҫан та типсе ларма пултарайман ӑсталӑх ҫӑлкуҫне палӑртакан ӳкерчӗксем —вилемсӗр. Пӗрремӗш хут XX ӗмӗрен чи пултаруллӑ ӳнерҫӗн Сальвадор Дали ӗҫӗсем Чӑваш Енре кун ҫути курӗҫ. Республика ҫыннисем тӗнчипе паллӑ ӳнер ӑстин «Божественная комедия» (чӑв. Асамлӑ камит) ӗҫне сӑнлакан гравюрисене курма пултарӗҫ. Чӑваш Енӗн культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ проектӑн хӑтлавӗ ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлать. Сальвадор Дали ӗҫӗсемпе паллашма кӑмӑл тӑвакансем республика музейне хаваспах кайма пултарӗҫ. Ют ҫӗршыв ӳнер ӑстин ӗҫӗсене куҫпа курни наци культуришӗн, халӑх тавракурӑмшӑн самаях усӑллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Александр Пятков Шупашкар кинофестивалӗ кӑҫаллӑха хупӑнчӗ пулин те Чӑваш Енре ун ҫинчен калаҫусем лӑпланман-ха. Кинофестиваль уҫӑлнӑ ятпа пресс-конференцире Совет Союзӗн, Раҫҫей актёрӗ Александр Пятков пирен республикӑра кино ӳкересси ҫинчен пӗлтернӗ. — Чӑваш Ене килсе курасси ӑшӑмра манӑн пысӑк хавхалану туйӑмне ҫуратрӗ. Вара Чӑваш республики кун-ҫулӗ ҫинчен ӑсталӑх-документлӑ фильм ӳкерме кӑмӑл турӑмӑр. Кино ятне вара «Чӑваш Ен вӑрттӑнлӑхӗсем» е «Пӗрле» ят парасшӑн. Кинона ӳкерме ҫӗртмен 11-мӗшӗнчен пуҫласшӑн, ӑна валли ятарлӑ ушкӑн та хатӗр. Ҫитес кунсенче Ҫӗрпӳ ярмӑрккине те ӳкерме ӗлкермелле. Кинора чӑвашсен паллӑ пулӑмӗсем ӳкеренӗҫ, кино тӑршшӗ пӗтӗмӗшле 52 минут пырӗ, — хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерет Александр Пятков. Актёр палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Енре кино ӳкерес тӗллевӗ укҫа-тенкӗ нумайрах илессинче мар, республикӑн илемлӗ тавралӑхне, халӑх кун-ҫулне, пӗлтерӗшле ӗҫ-пуҫсене кӑтартса панинче. Ҫӗнӗ фильм тепӗр ҫулхи Шупашкар кинофестивалӗнчи конкурса хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Инкек вӑл яланах кӗтмен ҫӗртен, асӑрхаттармасӑр пырса килет. Инкек вӑл амантать те, сусӑрлать те ҫынсен пурнӑҫӗсене те илсе каять. Паян та ав Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пысӑк хуйхӑ. «Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫ-кӳлем тӗлнелле Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫакна пула унта ларакан кашниех шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пилӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16 ҫулхи хӗре вара хальлӗхе тупайман-ха», — пӗлтерет Чӑваш Енӗн СУ СКР пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшаканӗ Олег Дмитриев. Руль умӗнче 27 ҫулхи хуҫи ларнӑ мӗн, анчах тахӑш хушӑра пассажирсенчен пӗри кимӗне тытса пыма шухӑш тытнӑ. Ларса пыракан ытти ҫынсем хушшипе каҫнӑ вӑхӑтра вӑл кимме ҫавӑрса ӳкернӗ пулать. «Ҫыран леш енчен кимӗпе ишсе килнӗ чухне ҫур ҫулӗнче пӗри руль умне ларма ирӗк ыйтнӑ. Вара ыйтакан вырӑнтан тӑрсассӑн кимӗ пӗр енне тайӑнса кайнӑ, ҫапла вара 6 ҫамрӑк шыва кӗрсе ӳкнӗ. Виҫӗ каччӑпа икӗ хӗр ҫыран хӗрне ҫитме пултарнӑ — пӗрисем хӑйсемех, теприсене инҫех мар тӑракан инкекрен хӑтаракан ҫынсем шывран тухма пулӑшнӑ. 11-мӗш професси училищинче вӗренекен 16 ҫулхи хӗре вара шел пулин те ҫӑлайман», — пӗлтерет Дмитриев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Эдуард Мочалов суд умӗнче Муркаш район сучӗ ӗнер «Сӗтев» хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухма пуҫланӑ. Аса илтеретпӗр, тӳре-шара Илле Иванов журналиста «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑплать, экспертсен шухӑшӗпе ҫак статья вырӑспа чӑвашс халӑхӗсем хушшинче хирӗҫӳ кӑларать имӗш. Хаҫатӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов суд умӗнче пӗчченле пикета та тухса тӑнӑ тет-ха та, анчах усси пулман. Судӑн пӗрремӗш ларӑвӗнче хӳтӗлевҫӗсем тӑратнӑ нихӑш ҫырӑва та йышӑнман иккен. Сӑмахран, Илле Иванов ларӑва чӑвашла ирттерме сӗннӗ — судья унпа килӗшес темен. Ҫавӑн пекех суд материалӗсене чӑвашла куҫарса пама ыйтсан та ҫак ӗҫе пӑхса тухакан Трихалкин Сергей Владимирович унпа килӗшмӗн. Илле Иванов судра чӑвашла анчах каланӑ пулин те унӑн сӑмахӗсене вырӑсла тӑлмач куҫарса пынӑ. Вырӑсла калаҫусене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ пулин те судья ун хӳттине кӗмен. Тепӗр лару ҫӗртмен 4-мӗшӗнче иртмелле. Чӑн та суд епле пынине вулатӑн та чӑваш чӗлхине ним вырӑнне те хуманнине куратӑн. Тӳре-шара та курать, анчах нимӗн те тӑвасшӑн мар. Ыйтас килет — чӑваш пӗтсен вырӑссем миҫе кун савӑнӗҫ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ав, кӗҫех Шупашкарта самай шавлӑ иртекен кинофестиваль кӑҫаллӑха хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ те. Фестиваль конкурсне тӑратнӑ 12 кинона куракансем юратсах пӑхрӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вара фестиваль хупӑннӑ кунне жюри членӗсем чи кӑмӑлла каякан кинофильмсене палӑртрӗҫ. Кино уявне республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хӑйӗн арӑмӗпе килсе ҫитнӗ. Фестиваль пӗтӗмлетӗвне пуҫтарӑннӑ ҫынсене, республика хӑнисене Михаил Васильевич саламларӗ. Хӑйӗн калаҫӑӗнче кӑҫалхи фестиваль пӗлтӗрхи ҫулсенчен лайӑхрах, сумлӑрах иртнине палӑртса хӑварчӗ. Кинофестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем вара ҫапларах: «Море» (чӑв. Тинӗс) фильм — чи лайӑх оператор ӗҫӗ. «Олимпийская деревня» (чӑв. Олимп ялӗ) фильм — чи лайӑх сценари. «Доктор» (чӑв. «Тухтӑр») фильм — чи лайӑх режиссёр ӗҫӗ. Шупашкар кинофестиваль ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара — «Все ушли» (чӑв. «Никам та юлман») фильм — Гран-при ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑҫал, ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта, хула кӳлмекӗнче вырнаҫнӑ Анне монуменчӗ хӑйӗн 10 ҫулхи пӗчӗк юбилейне уявлать. Аннесене халаланӑ монумент авторӗ Владимир Нагорнов кӳлепеҫӗ. Монумент тӑршӗ 46 метр: вӗсенчен 30 метр постамент йышӑнать, анне палӑкӑн кӗлетки мара 16 метр ҫӳллӗш. Монумента уҫнӑ ҫулсенче Чӑваш Енӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче Николай Васильевич Федоров пулнӑ. Паянхи кун та хула илемне кӳрекен монумента уҫнӑ чухне Николай Федоров ҫапларах сӑмахсем каланӑ пулнӑ: «Тӗнчипе палӑксен йышӗ тем чухлӗх ӗнтӗ, вӗсем тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫынсене халаланнӑ. Пирӗн Раҫҫейре тӑван ҫӗршыв ирӗкӗшӗн тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма хавхалантаракан Анне сӑнарӗн мӑнаҫлӑ монумӗнче пур. Ҫапах та чи уҫӑ кӑмӑллӑ, пирӗн хушӑра пурӑнакан хӗрарӑмсем-аннесен сӑнарне халалланӑ монумента паянхи кунччен те эпӗ курман». Ку палӑк тавра темле сас-хура та тухрӗ пулин те, ун пирки мӗн кӑна калаҫмарӗҫ пулин те вӑл хулан пӗр палли пулса тӑчӗ теме пулатех. Пирӗн хулана унччен Чапаев палӑкӗпе палланӑ пулсан юлашки вӑхӑтсенче Анне монуменчӗпе те час-часах усӑ курни куҫ кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Мӗншӗн «Вконтакте» ӗҫлемест? Мӗншӗн тетеле кӗме май ҫук?» Ҫак ыйтусен хуравне Google, Яндекс шырав тетелӗнчӗ чӑваш, вырӑс тата ытти реогионсенчи ҫамрӑксем ӗнерхи кун тӑтӑшах тупма хӑтланкаланӑ. Юратнӑ тетел ӗҫлеме пӑрахни вӗсене самаях пӑшӑрхантарнӑ. «Контактра» социаллӑ тетеле хура списокне кӗртни ҫинчен те сӑмах тухнӑ имӗш. Асӑннӑ ыйтун хуравне вара Роскомнадзор ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх «Контактра» тетеле йӑнӑшла хура списока кӗртне пулнӑ иккен. Тетелен пӗр пайне хуратма тӑнӑ Роскомнадзор ӗҫченӗ сайтра йӑнӑшла паллӑ лартса тӗппипех ӗҫлеме пӑрахтарнӑ. Паянхи куна ҫамрӑксен кӑмӑлне каякан «Контактра» тетел чиперех ӗҫлет. Ӗнерхи ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленни тетелпе усӑ куракансене самаях савӑнтарчӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сӑвӑс Кашни ҫулах ҫуллахи кунсем тӗлнеллӗ Сӑвӑсен йышӗ ӳссех пырать. Вара ҫынсен ҫулӗ ҫине те вӗсем ытларах лекме пуҫлаҫҫӗ. Сывлӑха сиен кӳрессипе те шиклентереҫҫӗ ҫак пӗчӗк кӑпшанкӑсем — хӑшӗ-пӗри этеме хӑрушӑ чир-чӗрпе ертме пултарать иккен. Чӑваш Енӗн Роспотребнадзор ӗҫченӗсем сӑвӑссемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сыхласах тӑраҫҫӗ. Вара вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал ҫак кунсем тӗлнеллӗ сӑвӑс ҫыртнӑ ҫынсен йышӗ 30 яхӑн ҫитнӗ. Эпир пурӑнакан таврара йывӑр чирсене саракансем ҫук пулин те ҫапах асӑрханни пӑсмасть. — Сывлӑха самаях хавшатакан чир-чӗрсенчен хӑталас тесессӗн вӑрмансене, парксене, йывӑҫ-курӑклӑ вырӑнсенче самаях ӳт-пӗвӗ лайӑх сыхлакан, пуҫа хуплакан хулӑн ҫи-пуҫ тӑхӑнса каймалла, — асӑрхаттарать Чӑваш Енӗн Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов. Канма тухакан ҫынсене сӑвӑссенчен хӑтӑлтарас тӗллевсемпе паянхи кун вӑрман лаптӑкӗсенче дезинсекцилес ӗҫ пырать — ку вӑл чир-чӗртен те, ытти пӑтӑрмахсенчен те сыхлама тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарти халӑхсем хушшинче иртекен VI кинофестиваль паян хӑйӗн юлашки кунне каҫрӗ. Шӑпах паян кино уявӗн чи маттурисене, чи хастаррисене палӑртӗҫ. Ҫапах та ирттернӗ кинофестиваль кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен эпир ҫак самантрах каласа пама пултараятпӑр. Фестиваль хӑнисем, конкурса тӑратнӑ киносене курма килекенӗсем чӑтӑмсӑр асӑннӑ кинофестиваль президентне Карен Шахназарова кӗтнӗ. Анчах килме шанӑҫ панӑ кино ӑсти хӑйӗн сӑмахне пур-пӗр тытайман, ҫынсен кӗтни кӑлӑха пулнӑ имӗш. Карен Георгиевич иккен ҫак кунсенче Сочире, Раҫҫей Федераци пуҫлӑхӗн пухӑвӗнче. Ҫапах та кинофестиваль президенчӗ Чӑваш республикин Элтеперӗ патне янӑ ҫырура ҫитес ҫулсенче Шупашкара килесси ҫинчен шантарсах калаҫать. Халӑха пӑлхантаракан тӗпӗр ҫитменлӗх вӑл киносене палӑртнӑ йӗркепе кӑтарманни. Куракансем каланӑ тӑрӑх кино йӗркине пӗр хутччен кӑна мар пӑснӑ пулнӑ. Тата тӗпер кӑткӑслӑ кӑлтӑк — куракансем хушшинче кинотеатрти вырӑнсене пайласси. Кассӑсенче тӳлевсӗр билетсене ҫынсем илсе пӗтернӗ теҫҫӗ пулин те залра темшӗн нумай чухне ларас вырӑнсем пуш пушах пулнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |