Паян район шайӗнчи «Чӑваш пики» Муркаш тата Тӑвай районӗнче иртмелле. Унччен эпир тӑвайсем хӑйсен ӑмӑртӑвне ыран ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ, анчах информацие ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн конкурс паян иртмелле иккен.
Чӑваш наци конгресӗ хыпарланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра район шайӗнчи ӑмӑртусене вырӑнтисем ирттереҫҫӗ. Енчен та малтанхи ҫулсенче вӗсене ЧНК ыйтнипе, конгресс пулӑшнипе йӗркеленӗ пулсан — кӑҫал ЧНК ӗҫченӗсене йыхравламаҫҫӗ те. Чӗннӗ-и, чӗнмен-и — конгресс районсенчи илем ӑмӑртӑвӗсене ҫитсе килесшӗнех.
«Чӑваш пикине» хӑйсемех ирттерме пуҫланин сӑлтавӗ пирӗн шутпа Культура ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ — илем ӑмӑртӑвӗсене районта культурӑпа ҫыхӑннӑ мероприятисен йышне нумайлатас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Ытти ҫулсенче ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл вӗсемшӗн, паллах, ҫӗнӗ мероприяти мар. Ҫапла май иртнӗ ҫулсенче конгресс тунӑ ӗҫсен вӑрлӑхӗ шӑтса тухнӑ теме пулать.
Пирӗн вара, ҫак пулӑма ырламалла ҫеҫ — хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме пуҫлани чӑвашлӑх туйӑмне те ӳстерет.