«Икӗ пуртӑ, ҫӗҫӗ, алӑ пӑчки тата... ӗмӗт! Чиркӳ хатӗр те», — шӳтлерех пӗтӗмлетет иккен Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче пурӑнакан Николай Ильин. Вӑл ятарлӑ станоксӑр, алӑ туйӑм-сисӗм вӑйне кӑна шанса арман, чиркӳ, карап макечӗсене ӑсталать.
Николай Иванович шалти ӗҫсен тытӑмӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ, эксперт-криминалист пулнӑ. 2003 ҫулта амӑшӗ вилсен пӗччен тӑрса юлнӑ. Ним ӗҫ ҫукран тенӗ пек ҫав япаласене ӑсталама пикеннӗ. Районти чиркӳсенчен макет ӑсталаманни иккӗшӗ кӑна юлнӑ иккен. Мӑнҫырмари чиркӗвӗн куполне пӗлтӗр ҫеҫ лартнӑран тӑхтаса тӑнӑ. Унпа тата Пӑртасрипе кӑҫал ӗҫлеме пуҫласшӑн-мӗн вӑл.
Чиркӳ макечӗсене ӑста килӗнче тусанланса лармаҫҫӗ, кӳршӗ-аршӑ, пӗлӗшӗсем вӗсене ҫывӑх ҫыннисене, хурӑнташ-тӑванне парне пама илсе кайсах тӑраҫҫӗ иккен. Хӑйсен ялӗнчи Грецие качча тухнӑ пӗр хӗрарӑм хӑйсен ял чиркӗвӗн макетне инҫетри ҫав ҫӗршывах илсе кайнӑ.