Вырӑс драма театрӗ Иваново облаҫӗнче (Кинешмере) иртекен пӗтӗм тӗнчери вырӑс классикӑлла драматургин I «Вӗри чӗре» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем фестивальте Лев Толстойӑн «Анна Каренина» романӗпа лартнӑ спектакле кӑтартаҫҫӗ. Спектаклье пӗрремӗш хут тӑватӑ ҫул каялла вылянӑ. Анна Каренина рольне театрӑн ҫамрӑк артистки — Екатерина Мальцева вылять. «Вӗри чӗре» фестиваль акан 21-мӗшӗччен тӑсӑлать. Пурӗ пӗрле фестивале Раҫҫейпе Литваран килсе ҫитнӗ 11 театр хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫавра сӗтелте Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 18-мӗшӗнче, «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта институтра вӑй хуракан ӑсчахсемсӗр пуҫне МИХ ӗҫченӗсем, ытти хастар ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Алос и Фонт Эктор, Александр Васильевич Блинов, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Александр Валерьянович Кузнецов, Николай Иванович Егоров пулчӗҫ. Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӗнӳсене палӑртас килет: ◇ чӑваш чӗлхине аталантарма чӗлхеҫӗсене кӑна мар, ытти отрасльсенче ӗҫлекенсене те явӑҫтармалла; ◇ патшалӑх тытӑмӗнче чӗлхе политикипе ӗҫлекен пай йӗркелемелле; ◇ чӗлхене хӳтӗлес тӗлӗшпе граждан обществине ӗҫлеттерме тӑрӑшмалла, унпа тӑтӑш ҫыхӑну тытмалла; ◇ чӗлхеҫӗсене хатӗрленӗ ӗҫре паянхи студентсене ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене те унти опытпа паллашма яма тӑрӑшмалла; ◇ ачана чӑвашла вӗрентесси кашнин тивӗҫӗ пулмалла («ӑнланать» тенипе ҫырлахмалла мар); ◇ чӑваш чӗлхине документлас ӗҫе хутшӑнтармалла; ◇ чӑваш чӗлхине хӳтӗлес тӗлӗшпе ирттерекен ҫавра сӗтелсене ҫулталӑкне пӗрре мар, сахалтан та тӑватӑ хут йӗркелемелле; ◇ тата ытти тӗрлӗ сӗнӳсем. |
Паян, акан 18-мӗшӗнче, И.Н. Улянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче шкул ачисен (9-11 классем) «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем – 4» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Асӑннӑ конференци кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет. Ӑслӑлӑх форумне республикӑри тӗрлӗ районсенчен тата Шупашкар хулинчи шкулсенчен килсе ҫитрӗҫ. Пӗтӗмпе виҫӗ секци ӗҫлерӗ. Конференцире хутшӑнакансен доклачӗсем тарӑн шухӑшлӑ та паянхи ҫивӗч ыйтусене хускатакан темӑллӑ пулнине палӑртмалла. Ҫутҫанталӑка упрас, халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатрӗҫ шкул ачисем. Конференци пӗр шухӑшлӑ та туслӑ лару-тӑрура иртрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шӑматкун, акан 13-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗнче пӗрремӗш хут халӑх тумӗн уявӗ иртрӗ. Ку уява чӗртсе яраканӗ — Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ. Уява хутшӑнма тулайри этнос ушкӑнӗсене те чӗнсе илнӗ. Халӑх тумӗсен хӑйевӗрлӗхне кӑтартас кӑмӑл тӑвакансем шутне: ҫармӑс, мӑкшӑ, чечен, еврей тата ытти халӑхсем кӗнӗ. Пурӗ пӗрле 65 ҫын хӑйсен тумӗсемпе паллаштарнӑ. Чӑвашсем те кая юлман: тури, анатри чӑваш тумӗсемпе, авалхи чӑваш кӗписем тата сцена валли ятарласа ҫӗлеттернӗ тумсемпе куракансене хаваспах паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне уявра фольклор ташӑ ушкӑнӗсем, юрӑҫӑсем куракансене пӗчӗк пултарулӑх концерчӗпе савӑнтарнӑ. Куракансен шучӗпе, уяв кӑсӑклӑ тата ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Кун йышши фестивальсем халӑхсем хушшинчи туслӑха самаях ҫирӗплетме пулӑшасси ҫинчен те каласа хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Атӑл шывӗ хальхи вӑхӑтра («На связи» канашлури сӑн) Ах, ҫав ҫуркунне... Сиссе те юлаймарӑмӑр, ҫу кунӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче тавранна ҫӗнӗ сӑн кӗртрӗҫ. Тӳпере хӗвел шӗвли вылять, тавралӑха хӑйӗн ӑшшине сарать, кӗҫӗх юр та ирӗлсе пӗтӗ. Сӑртсем тӑрӑх шыв юххисем васкаса юхаҫҫӗ. Шӑнкӑрчсен чӗвӗл-чӗвӗл юрри чуна савӑнтарать. Ҫуркунне хӑйӗн «пӗркенчӗкне» тӑван Республикӑна та илсе ҫитернӗ. Вӑраха юлнӑ хӗл кунӗсем чакма тытӑнни кунран-кун сисӗнсе тӑраҫҫӗ. Шупашкар хулинче юр лаптӑкӑн-лаптӑкӑн ҫеҫ юлнӑ. Унсӑр пуҫне тата Шупашкар хулинче пурнӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх паян, акан 17-мӗшӗнче юханшыв порчӗпе урамурлӑ Атӑл шывӗнче пӑр тапрӑннӑ пулнӑ-мӗн. Анчах та юханшыва ятарлӑ тӗпчекенсен шухӑшӗпе Атӑлти пӑр, кӑҫалхи хӗлпе-ҫу, тен, чӗретле «ӑмӑртнине пула», пӑр тапранӑвне кӗтсе ҫитермесӗрех самаях ирелсе ҫӳхелнӗ. Апла пулин те юханшыв пӑртан пушшех «тасалса» ҫитмен-ха. Юханшыври малалли улшӑнусене Шупашкар эксперчӗсем те, хула ҫыннисем те чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗнӗ Лапсар Тӑван тавралӑха упрамалли ҫулталӑк пынӑ май Шупашкарти Ленин районӗнче хытӑ каяша пуҫтармалли контейнерсене ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак кунсенче, сӑмахран, Ҫӗнӗ Лапсарта евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухрӗҫ. Киввисем вырӑнне ӗнтӗ — лешсем, евро стандартпа туманран тимӗртен хатӗрленӗскерсем, пӗрре йывӑр, тепре тутӑхаҫҫӗ. Кусене вара сӑрламасӑр та юрать — вӗсене ара питӗ чӑтӑмлӑ пластикран тунӑ-ҫке. Унсӑрӑр пуҫне вӗсен хупӑлчи те пур, тата ҫума та ҫамӑл. Ҫӗнӗ контейнерсене нумай хваттерлӗ 20 ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Пурӗ 31 штук вӗсем. Ку ҫеҫ те мар, малашне кунти каяша туртаракан организаци те улшӑнӗ — ку ӗҫе «Спецавтохозяйство» АУО тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Фотокуравран Паян, акан 17-мӗшӗнче, Совет пушар хуралӗн кунӗнче, «Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем — чӑн паттӑрсем» ятпа Чӑваш Республикин тӗп хулинчи Ҫар мухтавӗн музейӗнче сӑнсен куравӗ уҫӑлчӗ. Куравра тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ҫинчен фотодокументаллӑ материалсене курма пулать. Фотокуравра асӑннӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ вӑрҫӑ хирӗнче кӑна мар, мирлӗ пурнӑҫра та палӑрнӑ. Вӗсен шутне чӑн мухтава тивӗҫ ҫак ветеран ячӗсене асӑнма пулать: Василий Белов, Николай Марков, Аркадий Петров, Александр Щетинин, Петр Сафронов, Виталий Сорокин. Тивӗҫле канӑва тухсан та ҫак ҫынсем обществӑллӑ пурнӑҫа хастар хутшӑнаҫҫӗ. Паянхи кунта вӗсен чӗрисенче вӗри юн тапса тӑрать, инкек-синкек сиксе тухсан халех ним иккеленмесӗр ҫӑлӑнӑҫ кӳме тухса кайӗҫ. Унсӑр пуҫне куравпа паллашакансем пушар хуралӗн паянхи ӗҫ-хӗлӗн материалсене те курма пултараҫҫӗ. Фотокурав акан 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӑвӑн 6-мӗшӗччен тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вара Чӑваш Енӗн ытти районӗсенче унпа паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пирӗн чӑваш эстради вырӑс эстрадинчен нимпе те кая мар. Хӑйсен юрӑ шӑрантарӑвӗпе, тумӗ-юмӗпе эстрада ҫӑлтӑрӗсем ним мар куракансене тыткӑнлама пултараҫҫӗ. Чӑваш эстради ҫулсерен аммаланса, тӗрӗкленсе пырать. Чуна хумхантаркан хитре сасӑллӑ юрӑҫсем йышланни те хавхалантарать. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсене пӗр-пӗр концерт хутшӑнӑвӗнче ҫеҫ мар, малашне ятарласа Ю-ТV ӳкернӗ «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑра та курма пулать. Ҫӗнӗ программа раҫҫей телевиденийӗнче «Россия 2» канал кӑтартакан «Субботний вечер» кӑларӑма ҫывӑх. «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑн пӗрремӗш кӑларӑмне авӑнӑн 15-мӗшӗнче «Центральный» ресторанта ӳкернӗ. Асӑннӑ шоу-программӑна ертсе пыраканӗсем — Данила Ленскийпа Алина Выйгетова. Кӑларӑма ҫак эстрада ҫӑлтӑрӗсем хутшӑннӑ: Ирина Музыкантова, Андрей Шадриков, Петр Ермолаев, Лариса Федорова, Вера Николаева, Аня Ефремова, Диана Павлова, «Хавас» ушкӑн, ЧР тава-тивӗҫлӗ артисчӗ, шоумен — Виктор Петров тата ыт. те. Кӑларӑм программинче — эстрада ҫӑлтӑрсемпе паллаштарни, юрӑ шӑрантарӑвӗ, шӳтлӗ сӑмах-ҫаврӑнӑш, ташӑсем. «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑна курас текенсем ҫитес эрнесенче Ю-ТV каналпа курма пултараҫҫӗ. |
Ӳнер ӑсталӑхӗпе те паллаштарӗҫ Соколов, Курочкин, Птенцов, Петухов, Синицин... Халӑхра кӑсӑклӑ, «ҫунатлӑ» хушаматсем сахал мар ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн йышши хушаматлисем кайӑксене юратасси, кӑмӑласси ҫинчен иккеленме те май ҫук. Акан 20-мӗшӗнче вара Чӑваш наци музейӗ ҫунатлӑ туссене юратакансене хӑйсем патне вӑйӑ картине чӗнет. Вӑйӑ ертӳҫисем ачасемпе пӗр танах аслисене те хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӗҫен кайӑклӑ хушаматлисене «кайӑксен пасарӗ» вӑйӑ картине тӳллевсӗр кӗртӗҫ. Ку мероприятие акан 1-мӗшӗнче уявланакан кайӑксен кунне халаланӑ. Вӑйӑ программинче: «чӗрӗ турткӑшпа паллашни», «вӗҫен кайӑк дискотеки», «кайӑксен сас-чӗвви», тӗрлӗрен мастер-классем, спорт ӑмӑртӑвӗсем тата ытти те. Вӑййа хутшӑнас кӑмӑл тӑвакансене Чӑваш наци музейӗ 12 сехетре кӗтет. Хакӗ пысӑках мар, ачасемшӗ 100 тӗнкӗ кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Рунетри чи анлӑ усӑ куракан «Вконтакте» пысӑк обществӑллӑ тетел акӑлчанла, китайла, вырӑсла (тата ытти чӗлхесемпе) кӑна мар, халӗ чӑвашла та «калаҫать» иккен. Куҫаракан ушкӑнӗ — чӑвашсен обществӑлла пӗрлешӗвӗ «Хавал». Тӗнчипе анлӑ сарӑлнӑ тетеле чӑвашла куҫарас ӗҫ темиҫе ҫул тӑсӑлнӑ. Ҫак ӗҫпе самай тӑрмашакан «Хавал» йӗркеленӗвӗн ӗҫӗ-хӗлне курас тесен «Вконтакте» тетелте регионаллӑ ӗнерлевсенче «чӑвашла» пункта суйласа лартмалла. Паянхи куна «Вконтакте» (е чӑвашла «КонтактРа») чӑвашла версийӗ халӑхра анлӑ усӑ курӑнмаҫ-ха. Халӑх тетелӗн чӑвашла версийӗпе паллашма ӗлкӗрнисем хушшинче «КонтактРи» куҫару ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсене асӑрхакансем те тупӑннӑ-мӗн. Куҫару канашлӑвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тетеле ҫитес вӑхӑтсенче ҫӗнӗ улшӑнусем кӗтме пултараҫҫӗ. Ыйтупа, канаш парас кӑмӑл тӑвакансене ҫак группӑра ҫырма ыйтаҫҫӗ: VK.com Cӑvašla. Куҫару канашлӑвӗ. Ҫакна тата паллӑртса хӑварас пулать: «Вконтакте» халӑх тетелне паянхи куна чӑваш чӗлхисӗр пуҫне тутарла, ҫармӑсла, удмуртла тата ытти Раҫҫей халӑх чӗлхисене куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |